Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенсионерсен мĕн пĕлмелле?

20 января 2016 г.

2016 çултан пуçласа ĕçлекен пенсионерсен страхлав пенсине тата ун çумне хушса паракан тÿлеве палăртнă йĕркепе индексацилемеççĕ.

Кăçалхи нарăс /февраль/ уйăхĕнче страхлав пенсине 4 процент, ака /апрель/ уйăхĕнче социаллă тата патшалăхăн ытти йышши пенсийĕсене 4 процент ÿстерме палăртнă. Анчах кунта çакна шута илмелле: ăна ĕçлемен е 2015 çулхи авăн /сентябрь/ уйăхĕн 30-мĕшĕччен ĕçленĕ пенсионерсене çеç тÿлеççĕ. Енчен те тивĕçлĕ канăва тухнă çын малалла ĕçлет пулсан, çавăн пекех Пенси фондĕнче 2015 çулхи раштав /декабрь/ уйăхĕн 31-мĕшĕччен учетра тăракан уйрăм предпринимательсем, нотариуссем, адвокатсем /вĕсем тивĕçлĕ канура пулин те/ çак хушма тÿлеве илеймĕç.

Пурнăç малалла шăвать. Ĕçлекен пенсионер 2015 çулхи авăн /сентябрь/ уйăхĕн 30-мĕшĕ хыççăн ĕçлеме пăрахма пултарать. Çавăнпа вăл Раççей Пенси фончĕн районти пайне е нумай функциллĕ центра ĕç кĕнекине е ĕçлеме чарăннине палăртакан ытти документсене илсе килмелле, заявлени çырмалла. Заявленисене 2016 çулхи кăрлач /январь/ уйăхĕн 1-мĕшĕччен пуçласа çу /май/ уйăхĕн вĕçĕччен йышăнаççĕ, ĕç паракан тăратнă отчетсем тăрăх пенсие çĕнĕрен шутласа параççĕ. Заявленине пăхса тухнă хыççăнхи уйăхран пуçласа индексацине шута илсе ÿстернĕ страхлав пенсине тÿлеме пуçăнаççĕ. Енчен те пенсионер çакăн хыççăн тепĕр хут ĕçе пуçăнсан, унăн страхлав пенсийĕн виçи чакмасть.

Заявлени бланкне Раççей Пенси фончĕн www.pfrf.ru сайтĕнче «Жизненные ситуации» пайра тупма пулать.

2015 çулта ĕçленĕ пенсионерсене страхлав пенсин виçине çурла /август/ уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕрен шутласа ÿстереççĕ, анчах ÿсĕм пенсин 3 балĕнчен ытла пулма пултараймасть.

Пĕлсе тăма: Чăваш Енре пенсионерăн уйăхри пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 7391 тенкĕпе танлашать.

З.ЯКОВЛЕВА,
Раççей Пенси фончĕн районти пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика