14 января 2016 г.
Кăçалхи январĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 294 çул çитрĕ.
Прокуратура çынсен прависене хÿтĕлесе саккунлăха тата йĕркелĕхе çирĕплетес енĕпе ĕçлесе пырать.
Районти прокуратура ĕçченĕсем иртнĕ 2015 çулта саккунсене пăснă 900 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсене пĕтерес тĕллевпе 90 ытла протест çырнă, çынсемпе патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе суда 1,5 миллион тенкĕлĕх 129 тавăç, организацисемпе предприятисен, учрежденисен, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисем ячĕпе 209 представлени тăратнă, должноçри 216 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, прокурор постановленийĕсемпе килĕшÿллĕн должноçри 99 çынна административлă майпа штрафланă, прокуратура тĕрĕслевĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе уголовнăй пĕр ĕç пуçарнă.
Тĕпрен илсен, районти прокуратура преступленисене хирĕç, уйрăмах коррупцие хирĕç кĕрешесси, патшалăх тата муниципалитет контрольне йĕркеленĕ май предпринимательсен прависене хÿтĕлесси, патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăхпа çыхăннă хушусен саккунлăхне тĕрĕслесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх комплексĕнче, çутçанталăка сыхлассинче, çĕрпе усă курассинче, çынсен ĕç прависене хÿтĕлессинче саккунсем пурнăçа кĕнине тĕпчесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Право сыхлавĕн ытти органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине пула иртнĕ çул районта питĕ йывăр преступленисем ÿссе пырассине чарса лартнă, çынна вĕлернĕ, хурахла тапăннă тĕслĕхсем пулман.
Коррупцие хирĕç кĕрешессине вăйлатнă. Çак енĕпе саккунсене пăснă 63 тĕслĕхе тупса палăртнă, саккунсене хирĕçленĕ нормативлă право акчĕсем йышăннăшăн 5 протест çырнă, 32 представлени тăратнă, вĕсене пĕтерес тĕллевпе должноçри 35 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, коррупци сĕмĕллĕ ĕçсемшĕн должноçри çынсене дисциплинарлă явап тыттарассипе 3 постановлени йышăннă, суда 4 тавăç ярса панă. Коррупципе çыхăннă пĕр ĕçпе уголовнăй ĕç пуçарма следстви органĕсене пĕр хушу ярса панă.
Ĕçлев саккунĕсемпе çыхăннă ĕçсем те тĕп вырăнта. Иртнĕ çул ку енĕпе саккунсене пăснă 150 яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă, ĕçлекен çынсен прависене хÿтĕлесе ĕç укçи вăхăтра тÿлеменшĕн /пурĕ 1 миллион тенкĕлĕх/ 97 тавăç тăратнă, организацисен ертÿçисем ячĕпе 13 представлени çырнă, вĕсемпе килĕшÿллĕн должноçри 12 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, должноçри 22 çынна çынсен ĕçлев прависене пăснăшăн айăпланă. Прокуратура ĕçченĕсем хăйсен ĕç-хĕлне уççăн пурнăçласа пыраççĕ. Район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен интернет-сайчĕсенче тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕсене вырнаçтараççĕ, районти «Елчĕк ен», Чăваш наци телевиденийĕ урлă çутатаççĕ.
Професси уявĕ ячĕпе прокуратура ĕçченĕсене, ветеранĕсене саламлатăп, ăнăçлă кун-çул, çирĕп сывлăх, телей сунатăп.
В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ, юстици советникĕ.