14 января 2016 г.
Аслисен пысăк тимлĕхне тата хÿтлĕхне кĕтекен сусăр ачасем валли Çĕнĕ çул уявне йĕркелессишĕн халăха социаллă пулăшу паракан районти центр тата Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хăйсем пултарнă таран тăрăшнине палăртма кăмăллă.
Малтан социаллă ĕçченсем 7 инвалид ачапа çамрăка раштав уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ республикăри спорт фестивальне хутшăнма хавхалантарнă. Тăрăшни, çине тăни ахаль пулман. Республика шайĕнче иртнĕ ăмăртуран Николай Васильевпа /Тÿскел/ Артем Никифоров /Çирĕклĕ Шăхаль/ çĕнтерÿпе таврăннă.
Раштав кунĕ ачасен ячĕпе ятарласа елка иртнĕ. Районти культурăпа кану центрĕн хăтлă залĕнче çак кун пур ял тăрăхĕнчи 22 инвалид ача пĕрле пухăннă. Çапла майпа вĕсем пĕр-пĕринпе паллашнă анчах мар, хăйсен пултарулăхне те кăтартнă. Нумайăшĕ Хĕл Мучипе Юр Пикене Çĕнĕ çул çинчен сăвăсем каласа кăтартнă, юрăсем юрланă. Аслă Пăла Тимешри Андрей Капустин Раштав юррисене ăста шăрантарнă, Кавалти Михаил Изратов А.С.Пушкинăн Раштав çинчен çырнă «Хĕллехи ир» сăввине пурин кăмăлне каймалла вуласа панă.
Юлашкинчен пурне те Çĕнĕ çул тата Раштав кучченеçĕсемпе, парнисемпе тивĕçтернĕ.