16 декабря 2015 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун районти организацисемпе предприятисен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ республикăра пушар хăрушсăрлăхĕпе чи лайăх ял тăрăхне палăртассипе конкурс ирттернĕ. Унта Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ виççĕмĕш степень Диплома Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Леонид Кошкина пачĕ.
Районăн пĕрлештернĕ бюджетне кăçалхи 11 уйăхра мĕнле пурнăçлани çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертÿçи Галина Анисимова чарăнса тăчĕ. Район бюджечĕ тупăшсем енĕпе 290,8 млн, тăкаксем енĕпе 286,8 млн тенкĕпе танлашнă. Вырăнта пухăннă тупăш - 67,8 миллион тенкĕ. Кунта уйрăм çынсен тупăшĕсенчен илекен налукăн тÿпи 55,4 процент /32,6 млн тенкĕ/, çĕршĕн тÿлекен налук - 14 процент /8,2 млн тенкĕ/, уйрăм ĕç-хĕле пурнăçласа пулас тупăшран илекен пĕрлехи налук - 13,6 процент /8 млн тенкĕ/, акцизсем - 8,3 процент /4,9 млн тенкĕ/. Галина Анисимова налуксем пухас енĕпе парăмсем пуррине палăртрĕ: пурлăхшăн илекен налука 10 процент, çĕршĕн тÿлекен налука 7 процент, транспортшăн тÿлекен налука палăртнинчен 13 процент тÿлесе татман. Кашни ял тăрăхĕ налуксене çĕнĕ çулччен тÿлессине вĕçлемелле тесе палăртрĕç.
«Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çырăвĕнче ялхуçалăхĕнче усă курман çĕр лаптăкĕсене пусăçаврăнăшне кĕртмелле тесе палăртрĕ. Эпĕ унăн шухăшĕпе килĕшетĕп. Пирĕн районта усă курман çĕр лаптăкĕсем çук, çавăнпа кашни гектартан налук туллин кĕмеллех», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин.
Районта çав-çавах официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕçлекенсен йышĕ пысăк, çавна май пухăнакан налуксен калăпăшĕ те сахалрах. Официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕçлекенсем тĕрлĕ пулăшусемпе ыттисемпе пĕр танах усă кураççĕ, анчах та бюджета тултарассишĕн тăрăшмаççĕ. Вĕсен йышне чакармалли майсем çинчен район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕн пайĕн ертÿçи Марина Павлова чарăнса тăчĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа 997 ĕçлекен ĕç килĕшĕвĕ тумасăрах ĕçе пуçăннине тупса палăртнă, вĕсенчен 444-шĕ çак çитменлĕхе пĕтернĕ - ĕç килĕшĕвне йĕркеленĕ. Ку енĕпе ĕçе вăйлатмаллине, рейдсем ытларах йĕркелеме кирлине те палăртрĕç.
«Ĕçлекенĕн те хăйĕн интересĕ пысăкрах пулмалла. Енчен те килĕшÿ тумасăр ĕçлесен, ватлăхра илекен пенси калăпăшĕ те пĕчĕкрех пулĕ», - терĕ Раççей Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Зинаида Яковлева.
Çынсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан нумай функциллĕ центр ертÿçи Людмила Викторова унăн ĕç-хĕлĕ пирки чарăнса тăчĕ, муниципалитетсен пулăшăвĕсен калăпăшне пысăклатма сĕнчĕ.
Канашлура районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.