02 декабря 2015 г.
Ĕçчен çынран ĕç хăрать
Ял çынни мĕн ĕлĕкрен йышлă выльăх-чĕрлĕх усранинчен, тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтерсе сутнинчен хушма тупăш илнĕ. Халĕ те çаплах, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси, Энтепе ялĕсенче пурăнакансенсенчен ытларахăшĕ хăйсен уйрăм хушма хуçалăхĕнче сăвăнакан темиçе ĕне, пăру-вăкăр, тата ытти выльăх-чĕрлĕх усрать, çапла майпа вĕсем хăйсен кулленхи пурнăçне сыпăнтарса пыраççĕ.
Эпир Çĕнĕ Арланкассинче тата Энтепере харăсах темиçе - 4-5, 2-3 ĕне сăвакан çынсем çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр, вĕсем: Мария Лукияновăпа Станислав Константинов, Елена тата Владимир Сергеевсем, Галина тата Александр Александровсем, Диана тата Юрий Садовниковсем, Олимпиада тата Владимир Кушниковсем, Алевтина Щукина, Антонина тата Сергей Михеевсем, Татьяна тата Олег Михеевсем, Тамара тата Павел Исаевсем...
Сергеевсемпе, кил хуçи - Владимир Николаевич тарават кăмăл-туйăмпа йышăннăран, лайăх паллашма, тĕплĕнрех сăмах пуçарма та май килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, Ленин орденлĕ «Победа» колхоз арканса кайсан йывăрлăхсенчен хăраман, пурнăç тума ĕмĕтленекен çирĕп шухăш-кăмăллă çамрăк мăшăр Ульяновск облаçне ĕçлеме тухса кайнă. Канашри медицина училищинче вĕренсе алла специальноç илнĕ Володя Унтăр поселокĕнчи фермăра ветеринарта, çĕвĕçе вĕреннĕ Лена дояркăра ĕçлеме тытăннă.
Апла пулин те çуралса ÿснĕ тăван кĕтес хăй патне туртнине Володя чун-чĕрипе туйнă. Çитменнине, амăшĕ - Мария Гавриловна та тăван кил-çурт вучахне сÿнме памалла марри çинчен асăрхаттарса калани те кĕçĕн ывăлĕн пуçне лайăх кĕрсе вырнаçнă. Çапла майпа Сергеевсем 4 çул ют çĕрте ĕçлесе пурăннă хыççăн каялла тăван яла таврăннă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх саланса кайнă, район центрне ĕçе çÿреме инçе пулин те вĕсем пĕр кун та ĕçсĕр ларса курман. Килти хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă, хăйсенчен ытлашши сĕте тата ытти юр-вара, аш-какая, йышлă сысна çури сутнинчен тенкĕ çумне тенкĕ хушнă. Ĕçчен ашшĕпе амăшĕ виçĕ ачине те ура çине тăратнă: тивĕçлĕ воспитани панă, вĕрентнĕ. Аслă ывăлне хваттер илме укçа-тенкĕ парса пулăшма пултарнăшăн та Володьăпа Лена тем пекех савăнаççĕ. Хамăрăн чун тĕпренчĕкĕсене май пур таран пулăшас килетех çав.
Хальхи вăхăтра та Сергеевсем сăвăнакан тăватă ĕне, икĕ вăкăр усраççĕ. Кил хуçи арçынни каласа панă тăрăх, малтанхи вăхăтра вĕсем 7-8 сыснаран кая мар хĕл каçарнă, вĕсене самăртса сутнă, 3-4 амине çăвăрлаттарнă - сысна çури те сахал мар сутнă. Романовский ăратри сурăхсем ĕрчетнĕ, вĕсен шучĕ 15 пуçран та иртнĕ. Килте çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх усракан çынсем ĕçчен анчах мар, мĕн тери чăтăмлă та, теветкеллĕ те вĕсем!
...Çу кунĕсенче - ĕнесем пурте сĕт антарнă тапхăрта Сергеевсем патшалăха куллен 70 килограмран кая мар чĕртавар сутаççĕ. Çĕнĕ Арланкассипе Энтепе ялĕсенче маларах хушаматран па-лăртса аса илнĕ ытти çемьесен те уйрăм хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие ăçта вырнаçтарас шухăшĕ çук - вырăнти предприниматель ăна хапăлласа туянать. Анчах сĕт туса илекене унăн сутлăх хакĕ çав-çавах тивĕçтермест...
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Сăнÿкерчĕкре: Владимир Сергеев выльăхсен «чĕлхине» пĕлет.