Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьен пĕрремĕш уявĕ – клубра

21 ноября 2015 г.

Çемьен пĕрремĕш уявĕ – клубра

Кавалти культура çуртĕнче çамрăк мăшăрсен уявĕ иртрĕ.

Ищуковсен çамрăк çемйине савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Кавал каччипе Тутар Республикин пикине мăшăрланнă ятпа  тăванĕсем, çамрăксем ăшшăн саламларĕç. Настьăпа Володя - Ищуковсен йăх-тымарне малалла тăсакансем. Вĕсем хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарма тĕллев тытнă. Юрату туйăмне тĕрĕслесе çĕнĕ мăшăр тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем витĕр тухрĕ. Илемлĕ юрă-ташă кĕрлесе çеç тăчĕ культура çуртĕнче. Çĕнĕ çемье Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕ.

Сăнÿкерчĕкре: çамрăк мăшăрпа И.Смирнова культура работникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика