14 ноября 2015 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев терроризма хирĕç кĕрешекен республикăри комиссин ларăвне ирттернĕ.
Регион ертÿçи палăртнă тăрăх терроризм идеологийĕ çĕршывăн наци хăрушсăрлăхне тата çынсен лăпкăлăхне хăратать. «Чăваш Ен тăнăçлă та килĕшÿллĕ регион пулсан та пирĕн тимлĕхе, уйрăмах хальхи вăхăтри юлашки пулăмсене шута илсе чакарма юрамасть. Терроризма хирĕçлес çул-йĕре тивĕçлипе тытса пырасси тĕп вырăнта», - палăртнă Михаил Игнатьев.
Ларура Раççей Федерацийĕнче 2013-2018 çулсенче терроризм идеологине хирĕç кĕрешмелли комплекслă планăн мероприятийĕсене пурнăçлас ыйтăва тĕпченĕ. Çавăн пекех терроризм идеологийĕ витĕм кÿрекен çынсемпе ытларах ĕçлемеллине те палăртнă.
Тĕнсен конфессиийĕсемпе, наципе культура пĕрлешĕвĕсемпе, вĕренÿ учрежденийĕсемпе, общество организацийĕсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси малалла пырать. Кăçал çеç халăхсен хушшинчи килĕшÿлĕхе аталантарас, çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти - профилактика, воспитани енĕпе калаçусем, форумсем, çавра сĕтелсем, концертсем, фестивальсем, конкурссем тата ытти те ирттернĕ.
Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парасси, вĕсене общество ĕçне явăçтарасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Волонтер юхăмĕ те анлăн сарăлнă. Чăваш Ен волонтерсен йышĕпе федерацин Атăлçи округĕнче малти, Раççейре пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă.
Маларах асăннă ĕçсене ирттерни регионта пурăнакансенчен Чăваш Енри нацисем хушшинчи хутшăнусене пысăк хак паракансен йышĕ ÿснине палăртать. Тĕпчевсен кăтартăвĕсем тăрăх, 2014 çулта респондентсен 86 проценчĕ, 2015 çулта 89,4 проценчĕ хутшăнусене пысăка хурса хакланă.
Ларура РФ Правительствин «Объектсене терроризмран хÿтĕлемелли требованисене тата хăрушсăрлăх паспорчĕн формисене çирĕплетесси» йышăнăвĕн мероприятийĕсене пурнăçламалли ыйтăва та тишкернĕ. Çавăн пекех хăрушсăрлăх шайне ÿстермелли, пĕтĕмĕшле авиацин тата пилотсăр вĕçекен аппаратсене саккуна пăсса тытса илессине пĕтермелли мерăсене те сÿтсе явнă.
«Пирĕн умри тĕп тĕллев - терроризмран хÿтĕлессин шайне ÿстересси, çамрăксем, мигрантсем, ăнăçсăр çынсен тĕрлĕ ушкăнĕсем хушшинче терроризмпа экстремизма хирĕçле профилактика ĕçне вăйлатасси», - тенĕ ларăва вĕçленĕ май Михаил Игнатьев. Вăл терроризмпа экстремизмăн идейисене аталанма май паракан условисене маларах тупса палăртса пĕтермеллине, халăхпа ĕçленĕ чухне информаципе пропаганда ĕçĕн пахалăхне лайăхлатмаллине, гражданла обществăн институчĕсемпе, политика партийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçе йĕркелемеллине палăртнă.