Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятлă çынна ял савать

12 ноября 2015 г.

Пирĕн асаннен, Кивĕ Арланкассинче пурăнакан Мария Владимировна Веникован ачалăхĕ çăмăл иртмен.

- Пÿртре шыв шăнатчĕ, çурта хутса ăшăтмалли ăçтан тупасси пирки эпир те аннепе танах шутлаттăмăр, - куççулĕ витĕр аса илсе каласа кăтартать асанне.

Çичĕ класс пĕтерсен вăл фермăна пăру пăхма кĕнĕ. Каярахпа Атăл леш енне торф кăларма тухса кайнă. Çулĕпе ытла çамрăк пулнăран малтанласа  унта ĕçлеме илесшĕн те пулман ăна, ирĕксĕрех улталама тивнĕ -хăйне пĕр çул аслăрах тесе ĕнентернĕ вăл. Ĕçĕ питĕ йывăр пулнă - çĕр айĕнчи тункатасене кăларнă. Тымарĕсем хулăн каштаран та хулăнрахчĕ, тет. Ирхине 3 сехетре вăранса çĕрле анчах барака таврăннă. Çак йывăр ĕçре 6 уйăх ĕçленĕ вăл. Бахилне, резина ĕç калушне каçранах сырса выртнă. 6 уйăхра мунча та кĕрсе курман тет. Кунта вăл налук тÿлеме, вутă туянмалăх укçа ĕçлесе илнĕ, тăхăнмалли çи-пуçне те чылай туяннă.

Пермь хулинче тăванĕсем пурăннăран асанне 1956 çулта унта куçса кайнă. Вăрман каснă çĕрте вутă тиеме хутшăннă. Çак йывăр ĕçе пурнăçланă çĕрте те вăл чи çамрăкки пулнă. Ĕçленĕшĕн  самаях тÿленĕ - килне укçа ярса тăнă, хăйпе пĕрле 1 пин тенкĕ укçа илсе килнĕ, çав укçипе вите, хуралтă, пĕчĕк çурт лартнă. Тĕрлĕ çи-пуç, пусма-тавар туяннă.

Асанне 1965 çулта Кивĕ Арланкассинчи сысна ферминче ĕçлеме тытăннă. Çăвăрлаттаракан уйрăмра тăрăшаканскер,   хăйне çирĕплетсе панă 20 тĕп  амапа тĕрĕслекен 10 амаран  çулталăкра 700 çура илни  те сахал мар пулнă. Айсарăмĕ таса, типĕ, вĕсене усрамалли пÿлĕмсем сап-сарă пулнăран сыснасем ушкăнпа çăвăрланă, сывă та тĕреклĕ çурасем çитĕннĕ. Пысăк кăтартусене çывхартма  ывăнма пĕлмесĕр нумай ĕçлемелле пулнă. Ун чухне фермăра ĕçлекенсем килĕсене те кая юлса таврăннă. Пирĕн асанне, пушшех, ĕçе чунтан парăнса пурнăçлаканскер пулнă. Ахальтен мар ăна пархатарлă ĕçĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă, медальсемпе Тав хучĕсен, тĕрлĕ парнесен шучĕ те çук. Нумай çĕре çитсе курнă вăл, Германипе Чехословакире, Польшăра, Венгрире, Украинăра, Мускавра, Ленинградра пулнă.

1980 çулта асаннепе асатте малти çурт çумне хушса çĕнĕ кайри пÿрт хăпартса лартнă. Асатте, Анатолий Иванович, электрикра ĕçленĕ. Анчах инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. 18 çул мăшăрлă пурăннă хыççăн вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Асанне ачисемшĕн амăшĕ те, ашшĕ те хăех пулнă. Ачисене яланах таса çÿретнĕ, кил-çуртне тирпейлĕ тытнă. Çăмăл пулман хĕрарăма пĕччен кил-çурт тытса пыма. Апла пулин те пуçне усман вăл, 5 ывăлне те тивĕçлĕ воспитани панă, çĕршыва юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ.

Пирĕн асанне чылайранпа тивĕçлĕ канура, апла пулин  те пушă вăхăт çук унăн. Карта тулли хур-кăвакал, выльăх-чĕрлĕх усрать.  Тĕп килте кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Веня тете ĕçлеме кайсан эпир асаннене пулăшма васкатпăр.

Хуçалăх производствинче ырми-канми вăй хунă, тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр ĕçчен те правур çынна ял-йыш сума сăвать, хисеплет.

Кирилл тата Данил ВЕНИКОВСЕМ.
Кивĕ Арланкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика