18 марта 2013 г.
"Российская газета" хаçат РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕнчен Николай Никифоровран интервью илнĕ. Унта вĕсем почта çыхăнăвĕн пахалăхне ỹстерес ыйтусем тавра калаçнă.
- Николай Анатольевич, хаçатсемпе журналсене çырăнса илмелли хак икĕ хута яхăн ỹсет тесе калаçаççĕ. Çакă "Почта çыхăнăвĕ çинчен" çĕнĕ саккун проекчĕ тăрăх патшалăх пичет изданийĕсене халăх патне çитерессине субсидилеме пăрахассипе çыхăннă теççĕ. Тĕрĕс-и çакă?
- Почта ĕçне субсидисемпе пулăшасси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе нимĕнле улшăну та пулмасть. Çулталăк бюджетĕнче субсидисем валли укçа-тенкĕ уйăрнă, çитес çулсенче те çапла тума палăртаççĕ.
Чăнах та ĕнтĕ, çулсерен 3 миллиард тенкĕлĕх субсидисем парсан та, çырăнтару "Раççей почтишĕн" питĕ тăкаклă пулса тухать. Унсăр пуçне чылай çĕрте почта хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçлаймасть.
Хăш-пĕр цифрăсемпе паллаштарам-ха. Почта тăкакĕсенчен 70 проценчĕ ĕç укçи тỹлеме каять. Çав вăхăтрах кашни çыннăн шалăвне 1-ер пин çеç ỹстерсен те предприятин тăкакĕсем 4,5 миллиард тенкĕ пысăкланĕç, мĕншĕн тесен почтăра 400 пине яхăн çын вăй хурать. Ĕç укçи пĕчĕк пулнăран çакăнта вăй хурас текенсем çук тесен те юрать. Почта уйрăмĕсен алăкĕсем çинче вара час-часах вĕсем палăртнă кунсенче çеç ĕçлеççĕ тесе çырнине куратпăр.
- Лару-тăрăва мĕнле майпа лайăхлатма пулать?
- Эпир халĕ почтăна модернизацилемелли инвестици планне хатĕрлетпĕр. Тепĕр хут палăртатăп: субсидисем мар, инвестицисем пулĕç. Субсидисем вăл е ку тăкака саплаштарма каяççĕ кăна, инвестицисен пĕр пайĕ вара каялла таврăнать. "Раççей почтинче" пахалăхлă модернизаци тума 100 миллиарда яхăн тенкĕ кирлĕ пулĕ. Эпир паян патшалăх тата общество валли чи пысăк пĕлтерĕшлĕ енсене çеç пăхса тухатпăр.
Эпир почтăн тивĕçĕ çырусене, хаçатсемпе журналсене валеçесси çеç мар, тĕрлĕ тавара халăх патне çитересси те пулмалла тесе шутлатпăр. Паянхи кун чылайăшĕ тĕрлĕ çĕртен пĕр-пĕр япалана заказ парса почта урлă илет. Çакă килтен тухмасăрах тавар туянма май парать. Унсăр пуçне почта вак предпринимательсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕк хулара е ялта пурăнса пахалăхлă продукци туса кăларакан предприниматель хăйĕн таварне çĕр-шывĕпех салатма, тĕнче рынокне тухма пултарать. Çакă, паллах, экономикăра ỹсĕмсем тума пулăшать. Ку ĕçе почтăн активлăрах хутшăнмалла тесе шутлатпăр.
- "Раççей почтине" мĕнле инвестицилемелле-ха? Ăна кредитсем пама ятарлă банк туса хурасси, почтăна акци тытăмĕ çине куçарасси çинчен калаçнине илтме пулать.
- "Почта çыхăнăвĕ çинчен" саккунăн çĕнĕ проекчĕ тăрăх, почтăна акци тытăмĕ çине куçарма юрать. Эпир ФПУПран патшалăх харпăрлăхĕллĕ уçă акционерлă общество туса хурасшăн. Хăш-пĕр специалистсем вара почтăна бюджет учрежденине куçарма сĕнеççĕ. Маншăн çапах акционерлă обществăн сценарийĕ çывăхрах. Ăна тĕпе хурса эпир инвестици модельне хатĕрлетпĕр. Почтăн харпăрлăхне тĕрĕс куçарассипе чылай ĕç тума тивет. Тен, çакна валли ятарлă саккун та йышăнмалла пулĕ.
- Нумаях пулмасть пĕрремĕш почта самолечĕ вĕçеве тухрĕ. Ăçта вăл халь?
- Хабаровск крайĕнче ĕçлет. Çĕпĕрте, Инçет Хĕвел тухăçĕнче территори пысăк, халăх йышĕ пĕчĕк. Кун пек çĕрте авиаци çеç ăнăçлă ĕçлеме пултарасси паллă. Çак тăрăхра вĕçекен коммерци рейсĕсем почта грузне турттарасшăн мар. Çапла вара хаçатсемпе çырусем чылай пуçтарăнса каяççĕ, вăл е ку регион самолечĕ вĕсене тиесе каймасан çаплах хăйсен черетне кĕтсе выртаççĕ. Çавăнпа почтăн хăйĕн авиаци пулмаллах тесе шутлатпăр. Почта самолечĕсен хушма ĕç те тупăнĕ: тĕрлĕ çĕрти медицина ĕçченĕсем час-часах çула май медикаментсем илсе килсе пама ыйтаççĕ.
- Миллионлă хуласенче вара урăхла лару-тăру: унта пенсисене тата посылкăсене халăх патне çитерме уйрăм фирмăсем "пулăшаççĕ". Конкуренци пулса тухать...
- Конкуренци тесех калама çук пулĕ. Ку фирмăсем хула тулашне тухса çỹремеççĕ, шалта çеç ĕçлеççĕ. Почта вара универсаллă оператор пулса тăрать. Вара кирек хăш яла та çитме тивĕç. Çын пурăнакан хăш-пĕр вырăнсене корреспонденцие çитерме темиçе тĕрлĕ транспортпа турттарма тивет: самолетпа та, тракторпа та, кимĕпе те... Почта ĕçченĕсен йывăрлăхĕсене эпир ăнланса та пĕтерейместпĕр. Модернизаци туса ирттерни почтăпа çыхăннă чылай ыйтăва татса парасса шанатпăр.
Çырăнтару çинчен вара çакна калас килет: Интернетпа электронлă информаци хатĕрĕсем темле лайăх аталансан та, халăх хаçат-журнал вулама пăрахмĕ. Пичет хатĕрĕсем халăх патне çитни индексне пăхсассăн, эпир ют çĕр-шывсенчен чылай кайра пыратпăр. Çакă пресса вăхăтра çитменнипе çыхăннă пулĕ. Сăмахран, хаçатсем пирĕн нихăçан та ирхине çитмеççĕ, кăнтăрла е тепĕр кунхине çеç вĕсемпе паллашма пулать. Хăш-пĕр чухне вара эрне хаçачĕсене пурне те пĕрле шăмат кун çеç илме пулать. Ку, паллах, хаçат вулаканĕсене тивĕçтермест. Çавăнпа та корреспонденцине илсе çитерес ыйтăва тимлĕх уйăрмалла.
- Унсăр пуçне çырăнтару ĕçне те улшăнусем кĕртме пулать пулĕ. Сăмахран, кашни почта уйрăмĕн Интернетра сайт пулсан, çынсем килтен тухмасăрах хаçат-журнал çырăнма пултарнă пулĕччĕç...
- Интернет-çырăнтару, паллах, тумалла. Часах çакна пурнăçа кĕртĕпĕр. Çавăн пекех почта электронлă майпа пулăшусем пама пуçлĕ. Паянхи кун ку питĕ пĕлтерĕшлĕ.
- Почта пĕр çĕр-шывра та пулин паян тăкаксемсĕр ĕçлет-и?
- Эпир чылай çĕр-шыври почтăн ĕçне тишкертĕмĕр. Чи курăмлă тĕслĕх - Америка почти. Унта патшалăх субсидийĕ çулсерен 15 миллиард долларпа танлашать, почтăн харпăрлăхĕнче 260 пин автомобиль шутланать. Пирĕн вара 10 хут сахалрах. АПШра почта ĕçченĕсем çулсем тăрăх çын пурăнакан кашни вырăна çитме пултараççĕ, пирĕн вара корреспонденцие çитерме шурлăх урлă каçма, кимĕпе ишме е пăлансемпе кайма тивет. Çавăнпа та урăх çĕр-шыври ĕç мелĕсене пирĕн пата куçарма пулмасть. Çапах та эпир почта ĕçне лайăхлатма май тупасса шанатпăр. Халĕ почта уйрăмĕсем кỹрекен пулăшусене анлăлатма тăрăшатпăр. Пирĕн тĕллев - почтăн тупăшне сахалтан та икĕ хутчен ỹстересси.
Источник: "Елчĕк Ен"