Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, сивĕ Хĕл, ална пар, ырă Çуркунне!

18 марта 2013 г.

Сывă пул, сивĕ Хĕл, ална пар, ырă Çуркунне!

Елчĕкри Тĕп лапама хĕле ăсатса янă тата çуркуннене кĕтсе илнĕ ятпа çыхăннă уява халăх йышлă пухăннă.

Çурхи кунсем çитнине систерсе хĕвелĕ ăшăрах пăхрĕ пулсан та сивĕ хĕл парăнасшăн мар. Икерчĕпе вĕри чей ĕçсе, юрласа-ташласа, тĕрлĕ вăйăсенче выляса, тупăшса ăшăнчĕ уяври халăх. Савăк юрă-кĕвĕ таврана саланчĕ. Шашлăк шăрши сăмсана кăтăкларĕ.

Кунтах ачасене Шупашкартан, Чулхуларан илсе килнĕ аттракционсемпе карусельсем хăйсем патне йыхăрчĕç: вĕт-шакăр "пуйăспа", çунашкапа ярăнчĕ. Аслă Елчĕк, Елчĕк ял тăрăхĕсенчен кỹлсе килнĕ лашасемпе, хăйне евĕрлĕ пĕчĕк тракторпа катаччи чупакансем те йышлăн пулчĕç. Суту-илỹ ярмăрккинчен çын татăлмарĕ.

Уяв Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем театрализациленĕ кăтартупа уçăлчĕ. Кунтах Хĕллепе Çуркунне, юмахсенчи ытти сăнарсем праçнике илем кỹчĕç. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район халăхне тата хăнасене çурхи пĕрремĕш уявпа саламларĕ, ял çыннисем çур акине тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илме, ăна хĕлĕпе пуçтарнă вăй-халпа ăнăçлă ирттерсе яма ăнăçусем сунчĕ.

Сцена çинче ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри савăк та илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Юлашки вăхăтра çамрăксем çеç мар, ваттисем те уявсене хаваслăн та йышлăн хутшăннине палăртма кăмăллă. Кашни ял тăрăхĕнчех çĕнĕрен те çĕнĕ пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленеççĕ. Кăçалхи уява "Çĕнĕ Пăва асламăшĕсем" фольклор ушкăнĕ пуçласа хутшăнчĕ. Вĕсем "Бураново карчăкĕсенчен" те ирттереççĕ. Тỹскел ялĕнчи юрă-ташă ăстисене те аса илмесĕр иртес килмест. Ялти тивĕçлĕ канăва тухнă чипер хĕрарăмсемпе маттур ар- çынсем ушкăнпа пуçтарăнса çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем вĕренсе районти уявсене хутшăнаççĕ. Икĕ аркăллă чăваш кĕпи тăхăннă, тĕрĕллĕ хитре саппун çакнă, шерепеллĕ тутăр çыхнă хĕрарăмсем чăннипех те ятуллăн курăнаççĕ, çăварни çитнине систереççĕ.

 Район çыннисемпе хăнасем юрă-ташă ытамне кĕрсе ỹкнĕ май халăх вăй- йисенче, спорт ăмăртăвĕсенче те хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Чỹлмеке çăпата ывăтасси, лентăсемпе çивĕт çивĕтлесси, иккĕн виçĕ урапа чупасси тата ытти-ытти вăйăсем куракансене кăчăк туртрĕç. Икерчĕрен маска тунине, кам нумайрах икерчĕ çинине пăхма та кăмăллă пулчĕ.

Шавлă инструментсен ансамблĕсем чăваш кĕввисене янратни, такмаксем калани, ташласа ăмăртни куракансен кăмăлне кайрĕç. "Чи лайăх оркестр" ята Энтепесем илчĕç. Ел- чĕкри искусство шкулĕн коллективĕ чăн-чăн ташă ăсти пулнине çирĕплетрĕ. "Чи лайăх такмакçă" ята Çĕнĕ Пăвари О.Фомина тивĕçрĕ. Çитмĕл çулхи учитель-пенсионер ытти конкурссене те хаваспах хутшăннипе палăрчĕ. "Чи лайăх купăсçă" ята Н.Краснов тивĕçлипе çĕнсе илчĕ. Хăй çырнă шỹтлĕ такмаксене шăрантарчĕ вăл.

 Елчĕксем юрă-ташăра маттуррипе кăна мар, спортри çитĕнĕвĕсемпе те мухтанма пултараççĕ. Ĕнелĕнчи Николаевсен çемйине районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем кире пуканĕ йăтас енĕпе Раççейре те палăраççĕ. Вера, акă, Раççей шайĕнче курăмлă ỹсĕмсем тăвать. Николай Миллин çак çемьене район администрацийĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Паянхи уявра та Николаевсем кире пуканĕ йăтса палăрчĕç. Çавăн пекех призерсен йышне Н.Авксентьева, А.Кузнецов, В.Викторов кĕчĕç.

Алă вăйĕ виçес енĕпе ирттернĕ ăмăрту та хĕрỹ иртрĕ. Ку енĕпе хĕрсенчен Е.Портновăна районта çитекенни çук. Н.Авксентьева, А.Ялманова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Арçынсенчен малти виçĕ вырăна Н.Васильев, Ю.Николаев, А.Сайкин çĕнсе илчĕç. Кашни ял тăрăхĕн арĕсем канат туртассинче вăй виçрĕç. Уйрăмах Аслă Елчĕксемпе "Прогрессен" тупăшăвĕ хĕрỹ пычĕ. Дартс вăййи те çамрăксене йышлăн пуçтарчĕ.

Тĕп стадион та шавласа кăна тăчĕ çак кун. Кунта шкул ачисем спринт мелĕпе йĕлтĕрпе чупрĕç. Хĕрỹ ăмăртура Кĕçĕн Таяпа, Патреккел, Елчĕк, Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем палăрчĕç.

Халăх вăййисенче, тĕрлĕ конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче палăрнă кашни çĕнтерỹçĕпе призера парнесем парса чыс турĕç. Уява хутшăннă пултарулăх ушкăнĕсене те парнесĕр хăвармарĕç.

 Хĕле выляса-кулса, савăнса ирттерсе ятăмăр. Начар ĕçсене, усал та киревсĕр йăласене пăрахăçласа "хĕл карчăкне" çунтарса ятăмăр. Çуркуннене тулли кăмăлпа кĕтсе илтĕмĕр. Апла пулсан çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине тĕпе хурса çĕр-аннемĕр çинче çанă тавăрса тăрăшса ĕçлемелле кăна.

 В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: уяв саманчĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика