20 октября 2015 г.
Исемпелĕнчи Владимир Васильевич Маркова ку тăрăхра палламан çын çук. 75 çулхи ĕç ветеранĕ ватăлма шутламасть. Ÿркенменнине кура ăна ял старостине суйланă.
Ытти чухне те общество пурнăçĕнчен пăрăнманскер, халĕ пушшех ялти тирпей-илемшĕн канăçнех çухатнă. Чи малтанах ял сăн-сăпачĕшĕн тăрăшакан пĕр шухăшлă çынсемпе палăк территорине тирпей-илем кÿнĕ. Ватăлнă йывăçсене каснă, палăк йĕри-тавра решетке тытса çавăрнă, сăрласа çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Çавăн пекех ĕлĕк бригада кантурĕ пулнă çурта сăрланă. Ял пухăвĕсем унта иртеççĕ. Кăçал Владимир Васильевич ял вĕçĕнчи татăлса кайнă пĕвене çĕнĕрен пĕвелеттерме те мехел çитерчĕ.
В.Марков ĕç стажне колхозникран пуçланă. Унтан шофера вĕренсе тухнă та автомашина çине ларнă. 20 çул ытла «Победа» колхозра ăста водительсен йышĕнче пулнă вăл. 1991 çулта комплекслă бригада бригадирĕн техника енĕпе ĕçлекен пулăшаканĕнче тăрăшнă. Унтан каллех шоферта, колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Кирек ăçта ĕçлесен те Владимир Васильевич шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Пенсие тухсан та ахаль ларман канăçсăрскер. Пултаруллă çынна кăçал ял-йыш Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн депутатне суйланă.
Марковсем йышлă ача-пăча çуратса ÿстернĕ. Мăшăрĕпе, Зинаида Васильевнăпа, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Тирпейлĕ хуçалăх тытаççĕ.
В.ПАНКРАТОВА.
Сăнÿкерчĕкре: В.Марков.