Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлемелли майсем тата лайăхланаççĕ

05 октября 2015 г.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн  тата ветеринари станцийĕн специалисчĕсем ялхуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле мĕнле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслесси вĕçленчĕ.

Ĕçе тухăçлă йĕркелес, производствăри кăтартусене тата та ÿстерес тĕллевпе юлашки çулсенче районти фермăсене çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿллĕн реконструкци тăвасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Эпир пулса курнă «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче те пурĕ 10 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне ĕçе кĕртеççĕ. Унччен самăртакан ушкăнри ĕне выльăх тăнă  кивĕ витене тĕплĕн реконструкци тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Сăвăнакан 100 ĕнене йышăнма хатĕр вите паян-ыран хута каймалла. Фермăри ĕç условийĕсем лайăхланса пынă май ĕç тухăçлăхĕ, производство  кăтартăвĕсем ÿссе пыраççĕ. Отчетлă тапхăрти 9 уйăхра ялхуçалăх производство кооперативĕнче 16833 центнер, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 601 центнер ытларах сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5227 килограмм /255 килограмм ытларах/ сĕт сунă. Хальхи вăхăтра  кашни ĕне куллен 17,6 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2 килограмм ытларах сĕт антарать. Ытти кăтартусем те ÿссе пыраççĕ.

Фермăри витесене çĕнĕ стандартсемпе килĕшÿллĕн реконструкци тунă май ĕне выльăхсен хисепĕ те ÿссех пырать. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кĕтĕве сăвăнакан ĕнесем тата 30 пуç хутшăннă. Сăмах май, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ районĕпе илсен те чи пысăкки.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма яланхиллех çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă, минераллă хушма апатсемпе те туллин усă курма палăртаççĕ.

Мăйракаллă шултра выльăхсен хисепĕ ÿснĕ май, паллах, вĕсене хĕл кунĕсенче тăрантарма апатпа та ытларах саппасланмалла. Çакна шута илсе Питтĕпелĕнчи сенаж траншейине анлăлатнă. Кунти фермăна пырса кĕмелли пысăк хапхана та çĕнĕрен туса лартнă - тимĕртен ăсталанăскер, аякранах илемлĕн курăнса ларать. Илем пирки аса илтĕмĕр пулсан, «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕн фермисен территорийĕсенче килти пек тирпейлĕ. Кунта çумкурăк кураймăн, илемлĕ чечексем вара куçа илĕртеççĕ.  Витесем таса, вĕсене пурне те çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех дезинфекци тунă. Фермăсенче биокаяшсене вăхăтлăх вырнаçтармалли вырăнсене санитарипе ветеринари йĕркисене çирĕп пăхăнса тунă.

«Яманчурино» ОООри фермăра та кашни çул реконструкци ĕçĕсене пурнăçланине куратпăр. Çамрăк ĕне выльăхсене уйрăм тимлĕх уйăрас, вĕсене кирлĕ пек рационпа тăрантарас тата территорире ирĕклĕн уçăлса çÿреме май парас  тĕллевпе малтан апат сĕтелĕпе усă куракан çуллахи лагерь тунăччĕ. Кăçал вара ферма территорийĕнче çамрăк пăрусене вăхăтлăха улăштарса вырнаçтармалли профилактори хăпартса лартрĕç. Ансат мелпе усă курса тунăран строительсем  пысăк ĕçе те кĕске вăхăт хушшинче пурнăçлама ĕлкĕреççĕ. Эпир кунта пулнă чухне ĕç вĕçленесси нумаях та тăрса юлманччĕ.

«Яманчурино» ОООра фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлĕ таран пахалăхлă утă-сенаж хатĕрлесе хăварнă, куккурус силосĕ те çителĕклĕ. Урăхла каласан, хĕл тапхăрĕнче те çуллахинчен кая мар продукци туса илме  мĕнпур майсем çителĕклĕ. Кăçалхи 9 уйăхри производство кăтартăвĕсем вара пĕчĕкех мар: пурĕ 8640 центнер сĕт, 683 центнер аш-какай туса илнĕ. Çак цифрăсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ытларах пулни выльăх-чĕрлĕх пăхакансене хавхаланса ĕçлеме, çĕнĕ ÿсĕмсем тума хистет.

Светлана АРХИПОВА.

Валентина Смирнова, Алевтина Васильева, Татьяна Лаврова, Ирина Павлова, Алевтина Теллина /Кавал/ пăру пăхакансем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика