03 октября 2015 г.
«Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем тăван тавралăха тирпей-илем тата хăтлăх кÿресси çине унчченхи çулсенчен тытăнсах пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Шăматкунхи пушă вăхăтпа усă курса специалистсем правлени территорине, унти пысăк пахчара кĕркунне пурнăçламалли ĕçсене туса ирттернĕ: иртен-çÿрекенсен куçĕсене çу каçипе илĕртнĕ, халĕ ĕнтĕ хăрнă чечексен тымарĕсене тасатнă, ун хыççăн анана хĕле хатĕрлесе кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Унччен шкул пулнă вырăнта пилеш йывăççин çĕнĕ хунавĕсене лартнă. Ырă, усăллă ĕç тунă хыççăн вара чун-чĕре канать.