30 сентября 2015 г.
Ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен районти IX конференцине хутшăнакансене саламлама районти ветерансен пĕрлештернĕ хорĕ тата Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кадет класĕнче пĕлÿ пухакансем килни ăрусем хушшинчи çыхăну тачă пулнине кăтартса пачĕ. Çавăн пекех ветерансен конференцине район пуçлăхĕ П.Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисен ертÿçисем хутшăнни те çыхăнăва çирĕплетет.
Районти ветерансен организацийĕ - пысăк вăй. Вăл пуçламăш 39 организацине пĕрлештерет. Унăн йышĕнче 7 пине яхăн ветеран шутланса тăрать. Районти ветерансен канашĕн ертÿçи С.Терентьева юлашки 5 çулхи ĕç-хĕле хакланă май, ветерансем кашни мероприятие активлă хутшăннине палăртрĕ. Ахальтен мар организаци ĕçне республикăра та пысăк хак параççĕ - тĕрлĕ смотр-конкурссенче вăл малти вырăнсене йышăнать.
Ветерансен районти организацин ĕç-хĕлне тивĕçлипе йĕркелес тĕллевпе 6 комисси туса хунă. Вĕсем ветерансене тĕрлĕ хÿтлĕх, пулăшу парассипе ĕçленисĕр пуçне, ватă çынсен канăвне йĕркелессипе тимлеççĕ. П.Чернов, Р.Бобылев, Г.Туманов, В.Щербаков, А.Сайкина тата ытти вун-вун ветеран-активист районти организацин ĕç-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ пурнăçлантăр тесе тăрăшать. Çакăнта ветерансемшĕн район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, социаллă хÿтлĕх пайĕпе, районти халăха социаллă пулăшусем паракан центрпа, культура, вĕренÿ, медицина учрежденийĕсемпе, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕпе, ытти обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçлени те пысăк çитĕнÿ.
Ветерансене час-часах вĕренÿ учрежденийĕсенче курма пулать. Вĕренекенсемпе çамрăксене патриотла воспитани парассинче, уйрăмах кăçал, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине уявланă тапхăрта, вĕсен тÿпи пысăк: тĕрлĕ тĕлпулусем йĕркелеççĕ, музейсем валли материалсем пухма, вĕсене йĕркене кĕртме пулăшаççĕ. Районти 16 шкулта ĕçпе çар мухтавĕн музейĕсем ĕçлеççĕ. Е юлашки 5 çулта ветерансем 21 кĕнеке кăларма пултарнине те пысăк хак памасăр епле юлăн! Чăннипех, чунĕпе ватăлмаççĕ вĕсем. Тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене йĕркеленисĕр пуçне, хăйсем те вĕсене активлă хутшăнаççĕ. Акă, Г.Туманов, А.Анисимов кире пуканĕ йăтассипе яланах малти ретре.
Ветерансен канăвне йĕркелесси те тĕп вырăнта. Ветерансен хорĕсем ĕçлеççĕ, тĕрлĕрен куравсем йĕркелеççĕ, тĕрлĕ хуласенче, мăнастирсенче пулаççĕ. Ахальтен мар чылай ветеранăн асĕнче И.Я.Яковлев уçнă тата ĕçленĕ Ульяновскри чăваш шкулĕнче пулни, Дивеево, Тихвин мăнастирĕсене çитсе килни юлнă. Кунта ветерансене Л.Григорьев, Н.Головин, П.Краснов, Р.Молодова, В.Горбунов тата ыттисем спонсор пулăшăвĕ параççĕ. Ахальтен мар конференцире П.Анисимова, В.Падуева, Ю.Лапшина, Л.Григорьева, В.Горбунова, Н.Головина, А.Портнова, А.Васильева ветерансен районти канашĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Тĕрлĕ ыйтусем çĕклерĕç конференцире. Ветерансен районти канашĕ ваттисене медицина пулăшăвĕ парассипе, эмелсемпе тивĕçтересси пирки те ыйтусем айккинче юлмарĕç: 969 ветеран медицина диспансеризацийĕ витĕр тухнă, эмелсемпе 241 ветерана тивĕçтернĕ, 124-шĕ стационарта сипленнĕ...
Конференцире тухса калаçнă Г.Туманов, П.Анисимов, И.Трофимов, В.Кириллов, П.Иванов, З.Ермолаева, Р.Молодова ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен канашĕн ĕç-хĕлне пысăк хак, ăна тата та лайăхлатмалли сĕнÿсем пачĕç.
Конференцие хутшăннă делегатсем ветерансен районти канашĕн председателĕ пулма С.Терентьевăна хăйнех шанчĕç. Вăл канаша малашне те 5 çул хушши ертсе пырĕ. Çавăн пекех районти канашăн, унăн президиумĕн, яланхи комиссисен çĕнĕ йышне те суйларĕç.
Районтан суйланнă 3 делегат вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен республикăри отчетпа суйлав конференцине хутшăнĕ.
А.КАРЛИН.
Автор сăнÿкерчĕкĕнче: ветерансен пĕр ушкăнĕ.