Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сасăлава пурте хутшăнар

08 сентября 2015 г.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннисем, шел, нумаййăн та тăрса юлмарĕç. Вĕсен сăмахĕ паянхи çамрăксемшĕн тата витĕмлĕрех пулмаллаччĕ...

Пирĕн, вăрçă вăхăтĕнче ÿссе çитĕннисен те, пурнăç тути-масине самаях астивме тиврĕ. Çитĕннĕ çынсемпе юнашар тăрса çĕрне-кунне пĕлмесĕр колхоз ĕçне хутшăннă, çапла майпа ача-пăча та халăх хуçалăхне тĕреклетессишĕн хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хывнă. Тăраниччен çăкăр çисе курайманран крахмал, вĕлтĕрен пухаттăмăр. Кил-çуртсене улăмпа тислĕкрен брикет туса хутса ăшăтнă, ăшă çипуç тăхăнса курман. Апла пулин те нăйкăшман, тăрăшса вĕреннĕ, хуçалăх производствин ĕçне хастар хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Çапла пулма пире фронтра пулнă, аслă ÿсĕмри çирĕп кăмăллă ертÿçĕсем хавхалантарса пынă. В.В.Зайцев /«Ворошилов»/, И.Я.Денисов /«Слава»/, Г.И.Тябуков /Ленин ячĕпе хисепленекен/, С.Г.Сабирзянов /«Марс»/, В.Г.Свеклов /«Победа»/, А.Ф.Иванов /«Прогресс»/ колхозсене чи йывăр çулсенче ертсе пычĕç пулсан та, вырăнсенче çирĕп йĕрке пулнăран, колхозсем малалла аталанчĕç. Çапла майпа ял çыннисен пурнăç шайĕ те çулсерен лайăхланса анчах пычĕ.

Пурнăç мĕнле йĕркеленсе пырасси ертÿçĕрен нумай килнине пурте лайăх ăнланатпĕр. Ертÿçĕсем çирĕп шухăш-кăмăллă пулман пулсан хамăр районта та, çирĕплетсех калама пултаратăп, çакăн пек йĕрке пулас çукчех. Халĕ Елчĕкре пулса куракансем пурте кунти хăтлăхпа киленеççĕ. Республика çулсерен малалла аталанса пыни Чăваш Ен Пуçлăхĕ, Правительство хăйсен ĕçне пĕлсе тата кирлĕ пек йĕркелесе пыма пултарнинчен килнĕ. Вĕсем республикăра пурăнакансен шухăш-сĕнĕвĕсене, çивĕч ыйтăвĕсене уйрăммăн шута илсе ĕçлесе пынăран тата тăрăшуллă çынсене хавхалантарса пынăран Чăваш Ен малалла аталанать. Çĕнĕрен те çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем, сывлăх çурчĕсем, спорт тата культура объекчĕсем çĕкленеççĕ. Ветерансен пурнăçне лайăхрах та савăнăçлăрах тăвассишĕн те хальхи вăхăтра республика ертÿлĕхĕ нумай ĕç туса ирттерет. Районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен президиумĕн çак кунсенчи канашлăвĕнче те республикăра пулса иртекен ырă улшăнусемпе пысăк ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăтăмăр. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче иртекен суйлава пурте хутшăнар, Республика Пуçлăхĕ пулма пуласлăхшăн тăрăшакан çынна суйлар, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăлар. Пирĕн пурнăç тата лайăхрах пултăр...

Р.ХАРИСОВ,
ĕç ветеранĕ.
Сăрьел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика