Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аврора - ирхи шуçăм

08 августа 2015 г.

Аврора - ирхи шуçăм

Кивĕ Арланкассинчи Аврора Миронован ал ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравĕсене пĕрре мар курса тĕлĕннĕ. Хăйĕнпе вара куçа-куçăн тĕл пулса калаçма тивменччĕ. Кăçалхи пĕр хĕвеллĕ те ырă кун унпа çывăхрах паллашма тỹр килчĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ пулин те вăшăл-вашăл та сăпайлă хĕрарăм самантлăха та куç умĕнчен каймарĕ. Пăрчăкан пек вăр-вар, пултаруллă та харсăр хĕрарăм ырă ĕçĕсемпе тавра ялта хисепе тухнă.

Аврора Геннадьевна вăтам пỹ-силлĕскер, яштакалăхне çухатман, аллисем ĕçпе кушăрханă, пит-куçĕ хавассăн та ăшшăн çиçет, çынпа шухăшлăн та çепĕççĕн пуплет. Хĕрарăм çемьере телей тупни куçкĕретех.

Аврора - сайра тĕл пулакан ят. Латинла ирхи шуçăм тенине пĕлтерет вăл. Ашшĕ службăра Тинĕс çар флотĕнче тăнăскер, хĕрĕ хăй пек çивĕч те маттур пулассине пĕлсе çапла ят хунă ăна. Патăрьел районĕнчи Красномайски ялĕнче туслă çемьере ỹссе çитĕннĕ Аврора. Шкул вĕренсе пĕтерсен Шупашкара çул тытнă. Çĕвĕçе вĕренсе тухнă. Чăлхапа трикотаж фабрикинче вăй хунă. Хĕр Елчĕк тăрăхне хĕр çумĕ пулса туя килнĕ. Сăмаха виçсе, çепĕççĕн пуплекен пикене Кивĕ Арланкасси каччи пĕрре курсах килĕштернĕ. Унтан хĕрпе каччă çулталăк ытла туслă çỹренĕ. Аврора канмалли кунсенче тăван ялне таврăнсан Юрий Красномайскине çитнĕ. Çамрăксем каçхи çăлтăрсене шутласа пĕр çемье чăмăртасси пирки ĕмĕтленнĕ. 1990 çулта Аврорăпа Юрий пĕрлешнĕ. Аврора хула пурнăçне ялпа улăштарнă. Юрий Мироновăн ĕмĕр авалтан пыракан йăлапа тăван килте тымар ямалла. Ял хĕрарăмĕн ĕçне мĕн пĕчĕкрен хăнăхса ỹснĕ çамрăк арăма хăратман килти хушма хуçалăха çирĕппĕн тытса пырасси. Мĕн тесен те савнă мăшăрĕ яланах юнашар, йывăр ĕçре вăл яланах пулăшать.

Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере ĕçĕ те, пурнăçĕ те ăнсах пырать. Часах Аврора ялти клуба техслужащи пулса ĕçлеме кĕнĕ. Унтанпа 25 çул варкăш çил пек ним сисĕнмесĕр вĕçсе иртнĕ. А.Миронова паян та унтах ырми-канми вăй хурать. Кивĕ Арланкасси клубĕнче "Мастерица" кружока ертсе пырать. Унсăр пуçне клуба пырса кĕрсенех курăнакан "Илемлĕ чăваш тĕрри тĕрлеме пĕлсен кăна..." стендра йăлтах унăн ĕçĕсем.

Тĕрĕ-çакă питĕ нумай ылтăн алăллăскерĕн.

- Тĕрленĕ кавирсем, ытти япаласем ытларах арчара упранаççĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр тĕрленĕ ĕçсене кăларса пăрахма йывăр. Хăшне-пĕрне тĕрлĕ куравсене панă. Анчах, шел те, тепĕр чухне курава тăратнă япаласене вăрлани тĕлĕнтерет. Çавăнпа та хамăн япаласене çынна кăтартас килмест, - пĕлтерет тĕрĕ ăсти.

Аврора Геннадьевнăпа Юрий Николаевич Мироновсем иккĕшĕ те пултарулăх çыннисем. Çĕвĕçĕ профессине алла илнĕ хĕрарăм иртнĕ саманара (тăхăрвуннăмĕш çулсенче апат-çимĕçе кăна мар, ача-пăча тумĕсене те ниçтан туянма çукчĕ вĕт) çемйипех кĕпе-йĕм çĕлесе панă. Кил таврашĕнчи япаласене те хăй çĕленĕ. Кỹршĕ-аршă, е ытти тăван-пĕлĕшĕсем вырăн таврашĕсене çĕлесе пама ыйтсан çĕрĕпе çĕвĕ машини умĕнчен кайман.

- Юратакан ĕçе пурнăçласси темех мар. Халĕ лавккара темĕн те пур. Вăл вăхăтра çĕвĕçĕсем хисепреччĕ, - тет Аврора Геннадьевна.

Çĕвĕ çĕлеттерес ĕç чаксан хулăм йĕппе алла илчĕ вăл. Мĕн кăна çыхмасть пултарулăха самантлăха та çухатман Аврора. Пĕр вăхăт çỹçеллĕ тутăрсем çыхатчĕ, унтан тĕрлĕрен тапочкисем, кофтăсем, свитерсем, кĕпе... Çемйине кăна мар, тăванĕсене те нумай парнеленĕ вăл хăй аллипе ăсталанă япаласене.

Аврорăн мăшăрĕ пĕр вăхăт ялти культура вучахне ертсе пынă. Мироновсем ял çинче ăста вăйăçăсем пек паллă. Юрийăн ашшĕ те, тăванĕсем те хуткупăса тăсаççĕ кăна. Ял уявĕсене илем кĕртекенсем те вĕсемех. Хальхи вăхăтра Юрий уйрăм хуçалăха аталантарас енĕпе тимлет. 6 гектар çĕр çинче уттине те, тыррине те туса илеççĕ вĕсем. Килте сăвăнакан 3 ĕне, пушмак пăру, вăкăр, вуншар сурăх, качака усраççĕ.

Ирхи шуçăмпах ура çинче Мироновсем.

- Ялта алă усса лараймăн. Çу кунĕ хĕллене тăрантарать. Çулла ал ĕçĕпе лараймастăп. Хĕллехи вăрăм каçсенче вара çĕр сисĕнмесĕрех иртсе каять, - тет ỹркенмен ял хĕрарăмĕ.

Килти хушма хуçалăха çирĕп тытса пырасси, паллах, арçынран килет.

- Эпир килти ĕçсене яланах пĕрле пурнăçлатпăр. Трактор хускатса çула тухать мăшăрăм, эпĕ унăн çумĕнче. Çирĕп çемье ăнăçлăхĕ пĕр-пĕрне ăнланнинче пулĕ, - тет вăл.

Çамрăксем ваттисемпе те пĕр сăмахра пурăнаççĕ. Хунямăшĕ, Елизавета Алексеевна, ултă ача çуратнăскер, ватлăхра ачисен ырлăхĕпе савăнса пурăннине пытармасть.

Мироновсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ. Аслă хĕрĕ, Надежда, çемьеллĕ. Педагог профессине алла илнĕскер, Питĕрте пурăнать. Николай салтака кайса килнĕ. Вăл та Питĕрте ĕçлет. Кĕçĕнни, Эдуард, сакăр класс хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренет.

Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕпе ывăлĕсене пĕчĕккĕллех ĕç çумне çыпăçтарнă. Май килсенех вĕсем çу кунĕсенче килти хушма хуçалăхра тăрмăшаççĕ.

Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать Аврора. Кашни ĕçре чун хавалĕ тупать вăл. Çавăнпах ăна пурăнма та, савăнма та аван.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнỹкерчĕкре: А.Миронова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика