27 июня 2015 г.
А. АРШИНОВА, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, "Единая Россия" партин Тĕп Канашĕн Президиумĕн членĕ:
- Эпир маларах партин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлав умĕнхи программине тишкертĕмĕр. Паллах, уншăн сасăлассине сăнатăп. Выборщиксем нумай пулчĕç, сасăлакансем те чылай. Çак суйлавпа кăсăкланакансем йышлă пулнине палăртать.
Чăваш Енре партин регионти уйрăмĕ парти проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе ăнăçлă ĕçлет. Эпĕ, "Ача сачĕсене - ачасене" проект ертỹçи пулнă май, ăна Владимир Путин ырланине питĕ лайăх туятăп. Чăваш Ен ку енĕпе питĕ лайăх ĕçлет. Кунта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М.Игнатьевпа унăн командин тỹпи пысăк. Командăсăр, хăвăрах пĕлетĕр, аталану çук.
Г.НИКОЛАЕВА, "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, Раççей Федерацийĕн социаллă страхованийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ:
- Паянхи кун "Единая Россия" историйĕнче паллă йĕр хăварчĕ. Патшалăх уявĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн вырăнне йышăнма кандидат тăратать. Кандидат чăннипех тивĕçлĕ - вăл республикăна лайăх пĕлет. Партин программин девизĕ те паллă: "Пĕрле пурăнмалла - пĕрле ĕçлемелле". Унпа халăх, парти активĕ пурăнсан ăнăçу пулатех.
Р.МОЛОДОВА, Елчĕк район пуçлăхĕ, районти Депутатсен пухăвĕн ертỹçи:
- "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн конференцийĕ ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхне суйлама парти енчен тăратнă кандидатшăн - М.Игнатьевшăн савăнатăп. Вăл республика аталанăвĕшĕн чунне парса тăрăшать. Физкультурăпа спорт, медицина, вĕренỹ, культура тата ытти отрасльсем аталанса пыраççĕ. Вăл ĕçленĕ тапхăрта ача сачĕсем, ФАПсем сахал мар çĕкленчĕç. Акă, Елчĕкре "Шевле" ача сачĕ, Элпуç, Тип Тимеш, Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче модульлĕ ФАПсем ĕçе кĕчĕç. Часах Яманчỹрелĕнче çакăн йышши ФАП хута кайĕ. Тĕрлĕ спорт объекчĕсене те сахал мар тăваççĕ. Кăçал çеç "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕ уçăлчĕ. Европа, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене ирттерни Чăваш Енĕн чысне çỹле çĕклет. Чăваш Ен бизнеса вăйлă аталантаракан 10 регион йышĕнче пулни те, нумай функциллĕ центрсем çынсен социаллă ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ ĕç туни те пысăк хака тивĕç. Çакă, паллах, республика ертỹçисем, уйрăмах М.Игнатьев тăрăшнипе пурнăçа кĕнĕ.
Районта пурăнакансем тĕрĕс суйлав тăвасса шанса тăратăп.