Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Карап» çинче - шăпăрлансем

09 июня 2015 г.

«Карап» çинче - шăпăрлансем

Аслă Пăла Тимеш чиркĕвĕн настоятелĕ Алексей Павлов иерей Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм  тĕнчери кун тĕлне ача-пăча валли чиркÿ территорийĕнче вăйă площадки туса  хунă. Çу кунĕн пĕрремĕш уявĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Унта ял çыннисем, священниксем, район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ачасем йышлăн пуçтарăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçласа пыракан Леонард Левый пухăннисене çамрăк ăрăва воспитани парасси аслă ăру çыннисемшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртнă, Алексей Павлов иерейĕн пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă.

- Тавах сире ырă ĕçĕрсемшĕн! Сирĕн кĕлĕсем, сĕнĕвĕрсем пире хавхалантарса пыраççĕ. Сире нумай ачаллă çемьесене тата йывăр лару-тăрури пепкесене яланах пулăшса пынăшăн тав тăватпăр. Хăвăрăн сăваплă ĕçĕрсемпе эсир ачасене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшатăр. Турă сире çирĕп сывлăхпа   вăй-хăват патăр. Алексей атте пек çынсем пирĕн хушăмăрта ытларах пулччăр. Çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре патшалăхпа чиркÿ пĕр-пĕрне ăнланса, пĕрле ĕçлени питĕ аван, -палăртнă хăйĕн шухăшне Леонард Васильевич.

Александр Сенькин протоиерей, Силуан иеромонах, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин тата ыттисем ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне ачалăх уявĕпе саламланă, пурне те çирĕп сывлăх, ырăлăх суннă. Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăнах шăпăрлансем çĕнĕ кану вырăнĕпе паллашма васканă.

Асăннă площадкăна карап евĕр ăсталанă. Унта чăн-чăн мачта та, тинĕс вĕренĕ те, трапсемпе мăнаçлă ялкăшакан ялав та пур. Чиркÿ таврашне те тасатса хăтлăх кÿнĕ. Чечек клумбисем  туса хунă, саксем лартнă. Çак кун ялта ача-пăча шавĕ тахçанчченех янраса тăнă. Пепкесем юрланă та, ташланă та, сăвăсем те вуланă. Çавăн пекех вĕсем хăйăртан храм ăсталас енĕпе ăмăртнă. Çĕнтерÿçĕсем пылак парнесене тивĕçнĕ. Сăмах май, çак кун никам та парнесĕр юлман. Пачăшкă ялти кашни ачанах парнепе савăнтарнă. Кинемейсем Алексей аттене шăпăрлансене праçник йĕркелесе панăшăн чĕререн тав тунă. Вĕсем хăйсем те парăмра юлман - анатри чăвашсен вăйă юррине инçете янăратнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.

Сăнÿкерчĕкре: уяв саманчĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика