26 мая 2015 г.
Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче çуралса ÿснĕ, Аслă Пăла Тимешри Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ тата Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ пулнă Анатолий Сорокина чиркÿ тăшманĕсем тискеррĕн вĕлернĕренпе 5 çул çитрĕ. Çав кун Аслă Пăла Тимешри чиркÿре асăнÿ кĕлли иртрĕ. Ăна Канаш тата Улатăр епархийĕн пуçлăхĕсем Стефан тата Федор епископсем ертсе пычĕç. Кĕлĕре Чăваш Енрен пухăннă священниксен пысăк ушкăнĕ тата Анатолий аттен çемйипе çывăх тăванĕсем, чиркÿ çыннисемпе Турра ĕненекенсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Литурги хыççăн Анатолий протоиерей ячĕпе аслă панихида кĕлли иртрĕ. Стефан епископ асăну сăмахĕ каларĕ. Турă сăмахне чĕрене хывса пурăннă, чиркÿ çулĕпе утнă Анатолий аттен çутă сăнарĕ, унăн сăваплă ĕçĕ пирĕн асăмăрсенче ĕмĕрлĕхе тăрса юлчĕ. Ăна сума суса сăвă çыртăм.
Канлĕх пултăр сана
Вăхăт шыв пек юхать-çке,
Çук, чараймăн тытса.
Çирĕм çул иртсе кайрĕ,
Хĕрÿ ĕçре çунса.
Çутă шуçăм пек килтĕн
Эсĕ Тимеш ялне.
Тĕпренех улăштартăн
Çынсен ăс-хакăлне.
Чиркÿ çурчĕ хăпарчĕ,
Юмахри кил-çурт пек.
Хăй патне вăл йыхăрчĕ,
Хăнана чĕннĕ пек.
Уйăрса хăвармаççĕ
Никама та кунта.
Чĕрене йăпатаççĕ
Ялан ăш сăмахпа.
Чăннипе тĕлĕнеттĕмĕр
Санăн вăй-халунтан
Мĕнле тĕллев лартаттăн _
Пурнăçлаттăн чунтан.
Чĕрĕ палăк евĕр
Хăпартаттăн чиркÿ.
Турă пулăшса пытăр,
Чан янратăр ялан.
Пурнăçна санне татрĕç
Чи усал тăшмансем.
Ĕмĕтне веç аркатрĕç,
Тăлăх сан ачусем.
Чиркÿре асăнатпăр
Санăн ырă ятна.
Çуртасем çунтаратпăр,
Канлĕх пултăр сана.
З.ПОРТНОВА.
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.