16 мая 2015 г.

Ĕне выльăхшăн чăн ырлăх çитрĕ - вĕсене ура айĕнчи симĕс апатпа тăрантарма тытăнчĕç. Победа ОООра, "Прогресс" акционерсен хупă обществинче (кунта харăсах 3 кĕтỹ, пĕри - Елчĕкре, иккĕшĕ - Патреккелте), "Рассвет", "Комбайн" ялхуçалăх производство кооперативĕсенче сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвĕсене çу уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех ешĕл калча çине илсе тухнă.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тĕп вырăна хуракан, çавна май продукци туса илессине çулран-çул ỹстерсе пыракан ялхуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем хальхи вăхăтра уйрăмах яваплă пулма кирлине ăнланаççĕ. "Победа" ООО директорĕ Николай Головин та çакнах палăртать.
- Çулталăкри пĕтĕм продукцин 50 процентне çу тапхăрĕн 5 уйăхĕнче туса илмелле. Çакна шута илсе ĕне выльăхсене тăрантарма нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне те çителĕклĕ таран уйăрнă, - тет вăл.
Иртнĕ çул пĕр ĕнерен 7095 килограмм сĕт сума, çапла майпа районти чи пысăк кăтарту тума пултарнă кунти ферма коллективĕнче тăрăшакансене ĕçлеме вĕрентме кирлĕ мар. Кăçалхи 4 уйăхри ĕç итогĕсене пĕтĕмлетни те çакна çирĕплетсе калама хистет. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине 11 процент, сĕт туса илессине 9 процент ỹстернĕ. Пĕр ĕнерен 2196 килограмм сĕт сунă Анна Константинова, Елена Портнова, Татьяна Веникова операторсен кăмăлсăр пулма сăлтав çук. Ĕне выльăхсен хисепне те çулсерен ỹстерсе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра сăвăнакан ĕнесем 250, иртнĕ çулхинчен 20 пуç ытларах шутланаççĕ.
Елена Трофимова тĕп зоотехник, Александр Елисеев ветеринарпа Владимир Сынков ферма заведующийĕ сăвăнакан ĕнесене çуллахи лагере кăлариччен пурнăçламалли ветеринарин диагностика тĕрĕслевĕсене, профилактика прививкисене вăхăтра тума ĕлкĕрнипе тата ĕнесем çуллахи лагере тивĕçлĕ шайри виçепе тухма пултарнипе кăмăллă. Ĕне выльăхсем вăтам самăр виçере пулни вĕсен умĕнчен хĕл кунĕсенче те пахалăхлă апат татăлманнине çирĕплетет. Кунта паян-ырантан тытăнсах ĕнесене симĕс курăка кушăхтарса çитерессине йĕркене кĕртесшĕн. Çакăн пек туни, специалистсем палăртнă тăрăх, ĕне выльăх организмĕнче усăллă микрофлорăна кирлĕ пек йĕркелеме, продуктивлăха ỹстерме май парать. Çак ĕçе кашни кун пĕр чăрмавсăр туса пыма ялхуçалăх предприятийĕнче мĕнпур техника çителĕклĕ.
"Победа" ОООра лайăх, пысăк продуктивлă ĕне выльăх анчах çитĕнтернине пĕлекенсем хуçалăхран çамрăк ĕне выльăх туянма та хирĕç мар. Иртнĕ çул вĕсем 40-е яхăн пушмак пăру сутнă.
Кирлĕ таран продукци туса илессинче кĕтỹçĕсен витĕмĕ те пысăк. Çавăнпа вĕсене продукци туса илнине кура тỹлессине йĕркеленĕ, хушма хавхалантару условийĕсене çирĕплетнĕ.
Светлана АРХИПОВА.
Александр Елисеев ветеринар, кĕтỹçĕсем - Иван Евдокимовпа Геннадий Лепешкин, Владимир Сынков ферма заведующийĕ тата Сергей Кирюхин кĕтỹçĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"