Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн, ылтăн туй, Чунупа эс çавна туй…

13 мая 2015 г.

тесе шăрантараççĕ Чăваш наци радиовĕпе Гордеевсем. Çак илемлĕ те янăравлă юрă сăмахĕсем Энтепери Макаровсене юнашар утса тухнă çулсене аса илме хистеççĕ. Хальхи вăхăтра иккĕшĕ çеç пурăннăран кашни самантра юнашар, тем çинчен те калаçаççĕ, сỹтсе яваççĕ. Çамрăкрах чухне, ачасене ỹстернĕ, кунĕпе колхоз хирĕнчен кĕме пĕлменскерсене чунĕсене уçса калаçса ларма вăхăчĕ те пулман. Халĕ, çурхи ĕçсем вăй илсе пынă май, ватăсем кил картинче, пахчара ĕçлеме кăмăллаççĕ. Вăй çитнĕ таран. Ватлăх систерсех тăнăран ытлашши йывăр ĕçсене ачисем ĕçлеттермеççĕ. Çапах та хăйсене валли килти юр-вар пултăр тесе качака, чăх-чĕп усраççĕ.

- Эсир хăвăр ĕмĕрĕре ĕçлесех ирттернĕ, ватлăхра канăр кăштах, - теççĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем.

Вĕсем вăхăт тупса ашшĕ- пе амăшĕ патне час-часах килсе çỹреççĕ. Пысăк та хăтлă çурт тулсах каять вара. Пуян та типтерлĕ пурăнаççĕ ватăсем. Кашни япалана хăйсен аллипе ăсталанăран килте ăшă та çутă.

Хĕл каçса Родион Пантелеймонович 20-30 кĕнеке вуласа тухать. Килти библиотека пуян. Çамрăк чухне вуланисене тепĕр хут тишкерет. Арçын илемлĕ литературăна сасăпах вулать, мăшăрĕ, чăлха-нуски çыхса лараканскер, хаваспах итлет. "Телевизор пăхнинчен усси сахал, тăтăшах унта-кунта çапăçу, харкашу пыни çинчен пĕлтереççĕ. Кинофильмĕсем те çаплах", - тет 83 çулхи арçын. Валентина Петровнăпа Родион Пантелеймонович пурнăç илемне ĕçре тата ачасенче тупнă. Сак тулли ача-пăча çитĕннĕ чухне канăçне курман вĕсем. Ачасене воспитани панă çĕрте кирек хăш çемьере те ытларах хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиенет. Çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупман каçсене, ывăлĕсем салтак тивĕçне пурнăçланă чухне чĕри сỹлетсе ыратнине манма çуках. Юрать, çумри шанчăклă тĕревĕ - мăшăрĕ ăшă та çепĕç сăмахсемпе ăшăтни, пур енлĕн пулăшни чун ыратăвне пусарнă.

Валентина Петровна Патăрьел районĕнчи Анат Туçа хĕрĕ. Энтепе каччи харсăрлăхĕпе тыткăнланă ăна. Хĕр те пăрчăкан пек вăр-вар, маттур пулнă çав. Икĕ тăрăшуллă çамрăк мăшăрлансан кил-çуртне хăпартнă, ачисене юратса ỹстернĕ. Колхоз ĕçĕнче тăрăшса ят-сума тивĕçнĕ Макаровсем. Родион Пантелеймонович малтанах гусеницăллă тракторпа вăй хунă, каярахпа кустăрмаллипе тăрăшнă. Колхоз уй-хирне куç хупса пĕлет вăл. Вăхăтĕнче çĕр сухалас, унта тĕрлĕ культурăсем акас-лартас, пуçтарса кĕртес енĕпе ăна çитекенни пулман. Тракторист çĕр ĕçне пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пек пĕлнĕ. Комбайн штурвалĕ умĕнче те ăсталăхĕпе палăрнă. Ăста механизатор ялти трактористсенчен чи малтан ВДНХна çитсе курнă. Пултаруллă тракторист унта кайма икĕ хутчен тивĕçнĕ.

Рудя пичче пекех Валентина аппа та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра вăй хунă. Хăмла плантацийĕнче тăрăшнă, уй-хирти тĕрлĕ ĕçрен пăрăнман. Пайпа уйăрса панă культурăсене çумлас енĕпе чи харсăрри пулнă Валентина Петровна. Çу кунĕсенче хĕрĕсем амăшĕ çумĕнче тăрăшнă, ывăлсем - ашшĕ çумĕнче. Ывăлĕсем кашнийĕшĕ комбайнер пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ.

Пилĕк пĕртăван туслă та ĕçе юратса çитĕннĕ. Паян кашнийĕшĕ хăй вырăнне тупнă. Ывăлĕсем виççĕшĕ те салтакра службăра пулнă. Шел, пĕр ывăлĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ.

Хĕрĕсем хăйсем суйласа илнĕ профессипе тăрăшаççĕ. Асли, Луиза, Шупашкарта, кĕçĕнни, Фаина, Елчĕкре ача садĕнче воспитательница пулса ĕçлет.

Макаровсем туслă та çирĕп çемье. 7 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукне яланах хапăл. Вĕсем çамрăк чухне ĕçкĕ-çикĕне илем кỹнине палăртаççĕ ял çыннисем. Рудя пичче ăста вăйăçă пулнă. Валентина аппа юрлама юратнă. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмен арçын. Халĕ те çаплах. Табак туртмасть. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнаççĕ Макаровсем. Вĕсем ялти çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика