23 апреля 2015 г.
Пĕр чарăнми шăвать вăхăт. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул хыçа юлнине те сисместĕн юратнă ĕç авăрне çаклансан.
Вăхăт хăйĕннех тăвать пулсан та ултă теçетке çула хыçа хăварнă Владимир Михайлович Плотников паян кун та чунĕпе питĕ çамрăк, вашават. Вăл - Аслă Пăла Тимеш ялĕн хисеплĕ çыннисенчен пĕри, хăйĕн профессине чун-чĕререн парăннă педагог.
1961 çулта, улттă тултарсан, пĕрремĕш класа кайнă. Çулне кура мар тăрăшса вĕреннĕ Владимир. 1971 çулта вăтам шкул пĕтерсе алла аттестат илнĕ. Салтака кайма çул çитмен пирки 1971-1972 çулсенче Ленин орденлĕ "Победа" колхозра вăй хунă.1973 çулта - Канаш хулинчи водительсене хатĕрлекен ДОСААФ шкулĕн курсанчĕ. Сывлăхлă, пултаруллă йĕкĕте çак çулах çара илеççĕ. Çурçĕр Кавказ округĕнчи авиаци полкне илсе çитерет салтак çулĕ Аслă Пăла Тимеш каччине. Рядовой 1975 çулта киле таврăнса колхозра водитель ĕçне кỹлĕнет. Çак çулах ĕçчен те сăпайлă, чунĕ килĕштернĕ Алефтина Деомидовна Капламовăпа çемье çавăрать.
1976 çултан пуçланнă та унăн педагогикăри стажĕ. Çак çул ăна Аслă Пăла Тимешри вăтам шкула физкультура учительне ĕçе илеççĕ. 1980-1982 çулсенче лаборант, машиноведени учителĕ пулса тăрăшать, ачасене техникăпа паллаштарать.1979 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, историпе филологи факультетне, куçăн мар майпа вĕренме кĕрет.
1982 çулта депутата суйланă май Аслă Пăла Тимеш ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕн çумĕ пулма шанаççĕ ăна. 1987 çулччен тăрăшать унта, анчах чĕри шкулаллах туртăннă. 1987-1990 çулсенче каллех шкула таврăнса учительте тăрăшать. Тỹрĕ чунлă педагога директора лартаççĕ. 10 çул пысăк коллектива ертсе пырасси çăмăлах мар. Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Елчĕк район администрацийĕн, халăха вĕрентес ĕç управленийĕн, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствисен грамотисене, ытти тĕрлĕ наградăсене илме тивĕçлĕ пулнă вăл. 2009 çултанпа Владимир Михайлович историпе обществознани, технологи предмечĕсене ертсе пырать.
Хăйĕн ĕçне тĕплĕ тăвать. Педагогăн ăсталăхне олимпиадăсенче тата тĕрлĕ конкурсра палăракан вĕренекенсем çирĕплетеççĕ. Уроксенче çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнăран, пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçленĕрен унăн вĕренекенĕсем пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен муниципалитет шайĕнче лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Республикăра, районта иртекен наукăпа практика конференцийĕсенче те лайăххисен йышне кĕреççĕ.
Уçă урок ирттермелле-и, класс тулашĕнчи мероприятине йĕркелемелле-и, пĕр-пĕр стенд тумалла-и - яланах Владимир Михайлович пулăшать. Вăл ăста историк, ывăнма пĕлмен психолог, пуриншĕн те çывăх çын.
Пултаруллă педагог чылай ачана çирĕп пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине тăратма хутшăннă. Елчĕк районĕн энциклопедине, афганецсем çинчен кăларнă кĕнекене хатĕрлес ĕçсенче те активлăхпа палăрнă. Хăй те кĕнеке кăларма шутлать ывăнма пĕлмен ĕçтешĕмĕр. "Шкул историне, хамăрăн йăх-несĕл, ял çинчен çырсан тем пекехчĕ те", - тет мал ĕмĕтлĕ юбиляр.
Владимир Михайлович шкул ачисене çирĕп пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парас тесе тимлет, профессипе çыхăннă конкурссене хутшăнать. Хăйĕн тỹрĕ кăмăлĕпе, çирĕплĕхĕпе, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултараслăхĕпе ыттисенчен уйрăлса тăрать вăл. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те ăна юратаççĕ, хисеплеççĕ.
Плотниковсем икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Андрейпе Алексей те аслă пĕлỹ илнĕ. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. 5 мăнук çитĕнет аслашшĕпе асламăшĕн.
Пысăк та хăтлă çурта пĕтĕм çемье пуçтарăнсан кăмăл тулать. Ахаль килмен Владимир Михайлович çак çĕр çине. Чăн-чăн арçын вăл: çурт хăпартнă, ывăлсем ỹстернĕ, йывăçне вара вăрманлăх та лартнă...
А.МИХЕЕВА.
Сăнỹкерчĕкре: В.Плотников.