23 апреля 2015 г.
Вăрçă... Мĕн тери хăрушă сăмах вăл. Вăрçă çĕр çине нумай хурлăх, вилĕм, çухату илсе килет.
Вăрçă çинчен эпир телевизорпа кăтартакан передачăсене пăхса, кĕнекесем вуласа пĕлетпĕр. Вĕрентекенсем те пирĕнпе ун çинчен тăтăшах калаçусем ирттереççĕ. Вăрçа пула мĕн чухлĕ ача тăлăха юлни, вĕсен нушаллă пурнăçĕ çинчен асанне те нумай каласа парать.
Тем пек йывăр пулсан та совет халăхĕ тăшмана çĕнтернĕ. Унтанпа часах 70 çул çитет. Шел пулин те, çак уява манăн мăн асатте, Кавал ялĕнче çуралса ỹснĕ Гурий Ефимович Теллин хутшăнаймасть. Вăл 2014 çулта çĕре кĕчĕ.
Вăрçă пуçланас умĕн, 1941 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Г.Е.Теллин Патăрьелĕнчи педагогика училищин учитель дипломне алла илет. Июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем сĕмсĕррĕн тапăнни çинчен пĕлет.
Вăрçă уншăн 1942 çулхи март уйăхĕнче пуçланать. Кĕçĕн командирсене хатĕрлекен училищĕне пĕтернĕ хыççăн ăна пулемет ротин командирĕ пулма шанаççĕ. Çапăçусенчи паттăрлăхсемшĕн 1943 çулта ăна II степень Аттелĕхĕн Аслă вăрçин орденĕпе наградăлаççĕ. Вăрçăра виçĕ хутчен аманать мăн асатте. 1943 çулхи кĕркунне юлашки хут йывăр аманнă хыççăн ăна килне яраççĕ.
Ун хыççăн вăл Кивĕ Эйпеç шкулĕнче математика, истори вĕрентекенĕ пулса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. 1956-1967 çулсенче шкул директорĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать.
Унăн мăшăрĕ Надежда Сосипатровна та çак шкултах ĕçленĕ. 65 çул пĕрле пурăнса пилĕк ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса сумлă çынсем çитĕнтернĕ Теллинсем. Эпĕ хамăн мăн асаттепе тивĕçлипе мухтанатăп.
Ксения СУСМЕТОВА.
Кивĕ Эйпеç шкулĕ, 3 класс.