02 апреля 2015 г.
Çак кунсенче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова районти тĕп больницăра пулчĕ. Вăл поликлиника, пĕтĕмĕшле практика врачĕн, терапи, хирурги уйрăмĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, пациентсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Министр пирĕн корреспондент ыйтăвĕсем çине хуравлама та вăхăт тупрĕ.
- Алла Владимировна, калаçăва ача-пăча çураласлăхĕнчен пуçласан аванрах пулĕ. Сире, акушер-гинеколога, çак ыйту уйрăмах канăç памасть-тăр?
- Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси влаç органĕсен ĕçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать. Çемьере виççĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш ачасем кирлĕ. Кунта, паллах, чи малтан ялтисен ырă тĕслĕх кăтартмалла. Ĕлĕкрен ялти кашни çемьере йышлă ача-пăча çитĕннĕ. Çак ырă йăлана малалла тăссан ача çураласлăха çирĕппĕн тытса пыма май килĕ. Нумай ачаллă çемьене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать. Раççейри, республикăри Амăшĕн капиталĕсене парасси, виçĕ ачаллă çемьесене çĕр участокĕпе тивĕçтересси малалла пырать. "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем" çинчен указĕпе килĕшỹллĕн сирĕн районти 71 çемьене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Чăваш Енри кашни вунпиллĕкмĕш çемье виçĕ тата ытларах ача пăхса çитĕнтерни тата çакă пурнăç йĕркине кĕрсе пыни савăнтарать.
- Юлашки çулсенче республикăри сывлăх сыхлавĕн аталанăвне сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Ялсене ку енĕпе мĕнле пăхаççĕ?
- Влаç органĕсем сывлăх сыхлавĕ çине тимлĕх тата ытларах укçа-тенкĕ уйăрни медицинăна аталантаракан тĕп çул-йĕр пулса тăчĕ. Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çĕнелсе улшăнчĕ. Çакă тĕпрен илсен модернизаци программи ăнăçлă пурнăçланнипе çыхăннă. Ялсенчи сиплев учрежденийĕсем те пысăк тимлĕхре. Чăваш Ен ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсен тытăмне тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене аталантарас енĕпе Раççейри чи лайăх сакăр регион йышне кĕнĕ. Çавăнпа та кивĕ пунктсене çĕнетсех, юсасах пыратпăр. Юлашки икĕ çул хушшинче ку енĕпе палăрмалла пысăк утăмсем тунă. Сирĕн районти Тип Тимеш, Элпуç, Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче кĕске вăхăт хушшинчех çĕнĕ ФАПсем çĕкленсе ларчĕç. Ял çыннине пĕрремĕш пулăшу парасси фельдшерпа акушер пункчĕсемпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче ĕçлекенсенчен килет. Вĕсен хăйсен тăрăхĕнчи кашни çын сывлăхĕшĕн кĕрешмелле. Халăха диспансеризаци витĕр кăларасси тĕп ыйту пулса тăмалла. Çавна май чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртасси лайăхланмалла. Республикăри тухтăрсен мобильлĕ бригади ялсене тухса çỹресе тĕрĕслев ирттерессине ĕçе кĕртсе пыратпăр. Часах Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине паллă тăватпăр. Çавăнпа та районти 27 ветеран тимлĕхсĕр ан юлтăр. Вĕсен Çĕнтерỹ уявне хутшăнма сывлăхĕ пултăр.
- Алла Владимировна, "Земство тухтăрĕн" çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарсамăр?
- Кăçал "Земство тухтăрĕ" программăна улшăнусем кĕртнĕ. Унта малалла 45 çулчченхи медиксем те хутшăнма пултараççĕ. Хула больницисенче ĕçленĕ тухтăрсем хăйсем çуралса ỹснĕ тăван тăрăха ĕçлеме килес шанчăк пысăк. Вĕсем опытлă, пысăк квалификациллĕ. Кăçал тата 51 тухтăр яла кайса ĕçлеме кăмăл тунă. Программа ĕçе кĕнĕренпе республикăри ялсенчи сиплев учрежденийĕсенче 239 çамрăк врач ĕçлеме пуçланă. Вăл шутран Елчĕкре - 9. Çак йышран иккĕшĕ пăрахса кайма заявлени çырнă. Вĕсен илнĕ укçана каялла тавăрса пама тивет.
- Юлашки вăхăтра республикăри больницăсене пĕрлештернĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Пирĕн район больницине пырса тивмест-и ку?
- Больницăсене пĕрлештерни сиплев ĕçĕсемпе çыхăнман. Вăл ытларах ертсе пыракансен, шут ĕçченĕсен йышне чакарас тĕллеве тытса пырать. Елчĕк больницине пĕрлештерес е хупас ыйту пачах тухса тăмасть. Халăха малтанхи пулăшу памалли сиплев учрежденийĕсене аталантарса, çĕнетсе пыма тăрăшатпăр.
- ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин сайтĕнче "Министра - ыйту" проект ĕçлеме пуçларĕ. Мĕн кĕтетĕр эсир çакăнтан?
- Ку вăл халăха хумхантаракан ыйтăва кĕске вăхăтра татса пама кирлĕ. Паллах, шăнкăравсем, çырусем сахал мар килеççĕ. Граждансенчен çăхавсем кăна мар, отрасль ĕçне лайăхлатмалли ăслă шухăшсем те кĕтетĕп. Усăллă сĕнỹсемпе ĕçре усă курăпăр. Тĕллевĕ паллă - министр халăхпа юнашар, халăхăн шухăш-кăмăлне пĕлет, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшать.
- Алла Владимировна, часах Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ çитет. Мĕнпе палăрса юлĕ вăл кăçал?
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче республикăн сывлăх профильне туса хатĕрленине, вăл халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевлĕ общество аталанăвĕн стратегийĕ пулса тăнине палăртрĕ. Кăçал кашни муниципалитетăн, çавăн пекех кашни çемьен хăйĕн "Сывлăх профилĕ" пулмалла. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче республикăри пекех сирĕн районта та "Сывлăх профильне" пропагандăлас акци иртĕ. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан çемьесем çак акцине хутшăнса "Сывлăх профилĕн" кĕнекине уçĕç. Унта çемьери кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн мĕнле тăрăшнине палăртĕ. Сĕтел çинчи кĕнеке пулĕ вăл. Калăпăр, районта чаплă бассейн пур, спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Çемье вĕсенче эрнере миçе хутчен пулнă, пĕтĕмпе миçе çухрăм утнă, ỹт йывăрăшĕ мĕнле, тĕрĕс апатланнă-и?... Эрнерен çак кĕнекене уçса пăхатăн та мĕн туса çитерейменнине тишкеретĕн. Кăçал чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк пулнă май çынсене спорта явăçтарса сывлăха çирĕплетме хăнăхтарасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Халĕ ялтисем те çуран сахал утма пуçлани сисĕнет. Çирĕп сывлăхлă пулас тесен тĕрĕс апатланмалла, сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшмалла, стрессăр пурăнма хăнăхмалла. Физкультурăпа сывă апатлану хальхи пурнăçăн уйрăлми пайĕсем пулса тăнине ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕслĕхĕпе ывăл-хĕрне кăтартса памалла.
В.КИРИЛЛОВА калаçнă.
Сăнỹкерчĕкре: А.Самойлова.