28 марта 2015 г.
Кунпа çĕр тăршшĕ танлашнă вăхăтра тутарсем Навруз уявне паллă тăваççĕ. Çак чаплă куна хатĕрленсе вĕсем çурт ăш-чиккине, унăн таврашне тасатаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ, парăмсемпе татăлма тăрăшаççĕ, кĕпе-тумтире, уйрăмах ачасенне, лайăх çăваççĕ. Сĕтел çинче - хăпарту.
Сăрьелĕнчи культура çуртĕнче Навруз уявĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалласа мартăн 22-мĕшĕнче А.Атнабаевăн "Ул кайтты" ("Он вернулся") спектакльне лартса пачĕç.
Мартăн 23-24-мĕшĕсенче ачасем килрен-киле çỹресе ялхуçалăхĕн 7 тĕрлĕ культурине, ытти хатĕрсене пухрĕç, вĕсенчен пăтă пĕçерчĕç, ăна тутанса пăхрĕç.
Çавăн пекех тĕрлĕ ташă-юрă та кăмăла çĕклерĕ. Мероприятисене культура çурчĕн директорĕ З.Салахутдинов йĕркелерĕ.