21 марта 2015 г.
Мартăн 18-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май района килнĕ информаци ушкăнĕн представителĕсем Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикăн 2014 çулхи аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тата 2015 çулхи тĕллевсене, 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлама хатĕрленессипе тата ирттерсе ярассипе, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин историллĕ пулăмĕсемпе çыхăннă палăксемпе обелисксене, мемориал хăмисене, асăну вырăнĕсене йĕркене кĕртессипе, уй-хирти çурхи ĕçсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.
Пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО, "Газпром газораспределение Чебоксары" АУО генеральнăй директорĕ К.Мифтахутдинов, Чăваш Республикин ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвăн министерствин "Хулари стоматологи поликлиники" АУОн тĕп врачĕ В.Викторов, "Эверест" компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕ Н.Герасимов пулнă.
В.Викторов, район пуçлăхĕ Р.Молодова, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, "Победа" ОООн директорĕ Н.Головин, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин Кушкă шкулĕнче, Аслă Пăла Тимешри информаципе культура центрĕнче тыл ветеранĕсемпе тĕл пулнă. Кушкăри 33 ветерана, Аслă Пăла Тимешри 46 тыл ĕçченне "1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул" юбилей медалĕсене парса чысланă. Сывлăх хавшанине пула тухса çỹреймен, тепĕр икĕ уйăхран 100 çул тултаракан И.Ермакова патĕнче пулса ăна та юбилей медальне панă.
"Тылра та вăрçă вăхăтĕнче çĕнтерĕве çывхартнă. Ялсенчи кашни çын хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă. Тавах сире, тыл ветеранĕсем!" - палăртнă Владимир Николаевич. Район пуçлăхĕ Р.Молодова та ветерансене тав туса вăрăм ĕмĕр суннă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, район администрацийĕн организаци тата культурăпа информаципе тивĕçтерекен пайĕсен ертỹçисем Е.Михайловăпа А.Александрова, Елчĕкри газ участокĕн начальникĕ А.Львова Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пулнă.
К.Мифтахутдинов Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикăн 2014 çулхи аталанăвĕпе, кăçалхи тĕллевсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Çавăн пекех Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçне хунă, тăван тăрăха таврăнса ял хуçалăх производствине аталантарас тĕлĕшпе тăрăшнă паттăрсене яланах асра тытма кирлине палăртнă.
"Эверест" компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕ Н.Герасимов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый "Елчĕкри çăкăр" ООО, А.Филиппов уйрăм предпринимателĕн "Пылак шыв" цехĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă, вĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех Н.Герасимовпа Л.Левый Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул педагогĕсемпе малашлăх тĕллевсене сỹтсе явнă.
Тĕл пулусене хутшăннă çынсем экономикăн хальхи йывăр лару-тăрăвĕнче те республика малалла аталаннине палăртнă.
А.КАРЛИН.
Сăн ỹкерчĕкре: Аслă Пăла Тимешри çывăх вăхăтра 100 çул тултаракан И.Ермакова патĕнче.