11 марта 2015 г.
Ыйхă мĕнне пĕлмест Настя аппа. Тул çутăлсанах ура çинче вăл. Чи малтанах шăм-шакне хускатса зарядка тăвать. Унтан кармашса хăпаракан хĕвеле сăнаса вырăнĕ çумĕнчи кантăк умне тăрса çĕнĕ кунпа киленет. Пит-куçне çуса тирпейленĕ хыççăнах Турă кĕнеки вулама пикенет.
Кушкăра çуралса ỹснĕ, ĕмĕрне Исемпел ялĕн уй-хирĕнче, ферминче ĕçлесе ирттернĕ, пилĕк çул каялла Аслă Пăла Тимешри Зина хĕрĕ патĕнче ăшăлăхпа хăтлăх тупнă ĕç ветеранĕ ĕнер 90 çул тултарчĕ.
Настя аппа çак тарана çитсе темĕн те курнă, темĕн те чăтнă. Харсăр пулнăран мул пухнă Бакинсен йăхĕнчен вăл. Анчах аслашшĕ, ашшĕ пухнă пурлăхпа ыр курма тỹр килмен ачисен. Вăрçăччен аслашшĕ, унтан амăшĕ чирлесе вилнĕ. Икĕ пĕртăванăн ашшĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Тăлăхсем çĕр пỹртре пурăннă. Çапах колхоз ĕçне хутшăнма вăй-хал çитернĕ. Юрать, ссылкăна янă ашшĕн йăмăкĕ тăван яла таврăннă. Тăвансем пĕрле пурăнма пуçланă.
- Вăл пулман пулсан шăнсах вилеттĕмĕр, - аса илет Настя аппа ачалăхне. - Питĕ йывăрччĕ, çапах нăйкăшман. Шăла çыртнă та ĕçе кỹленнĕ. Хĕлĕпе хунар çутипе ыраш çапнине аса илсен халĕ те чун ыратса каять...
Анастасия Семеновна калашле, вăрçă ачисем пилĕк авман ĕç юлман йывăр çулсенче. Пĕве кĕнĕ хĕр кантăр вырма, хутма, тыллама çỹренисене каласа парать.
- Ачашланса лармалли вăхăт пулман. Тăпачăпа тырă çапнă. Арçынсемпе танах вăрман каснă, - иртнине лайăх астăвать ватă.
Хĕрарăм аллинче хĕрĕх тĕрлĕ ĕç вылять тени тĕрĕсех. Тутар Республикинчи Пăва хулинелле каякан çула наçилкке йăтса çул сарнине лăпкăн аса илеймест ĕç ветеранĕ. Кашни çĕртех чунне парса, тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă вăл.
Вăрçă чарăннă хыççăн Анастасия Бакина Исемпел каччипе паллашнă. Çав çулхи кĕркуннех унпа çемье çавăрнă. Афанасий Александровичпа Анастасия Семеновна Жирновсем 45 çул килĕштерсе пурăннă. Шел, 1990 çулта çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă мăшăрĕ.
Кушкă хĕрĕ Исемпел бригадинче чи маттурри пулнă. Вăл вăхăтра çавра алапа аллакан пĕр-икĕ хĕрарăм çеç пулнă. Виçĕ вĕренпе çакса хунă алапа Настя çеç ĕçлейнĕ.
- Ыраш вырса ана вĕçне çитнĕ те ача çуратнă. Унтан икĕ-виçĕ кунтан каллех ĕçе васканă. Çемьене тăрантармалла, ĕç кунĕ тумалла пулнă, - тет тăхăр ача амăшĕ.
Сак тулли ачана кун çути панă Настя аппа канăç мĕнне пĕлмен. Ача-пăча ỹстересси вутра çуннă пекех тесе ахальтен каламан. Аслă ывăлĕ Гена 12 çултах чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕн чĕри мĕнле çуннине каласа пама кирлех-ши? Унтан Тоня, Валя, Зина, Надя, Оля хĕрĕсем çуралнă. Тепĕр ывăлĕн, Владимирăн, кун-çулĕ те кĕске пулнă. Вăл та амăшĕн чунне амантса хăварчĕ. Халĕ тĕп килте Коля пурăнать. Чи кĕçĕнни, Саша, хулара хунав янă.
Жирновсен ачисем ашшĕ-амăшĕн хỹттинчен тухсанах хăйсен йăвине çавăрнă. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура. Мăнукĕсем те, кĕçĕн мăнукĕсем те йышлă ветеранăн.
Акă, карас телефонĕ шăнкăртатать. Шупашкарти хĕрĕсемпе ывăлĕсем шăнкăравлаççĕ. Çывăхра пурăнакансем хăй патне килсе çỹреççĕ.
Ирхи кулленхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн çĕвĕ машини умне ларать. Тăванĕсене, пĕлĕшĕсене, кỹршĕ-аршăна тĕрлĕ япала çĕлесе парать. Йĕпне хăех тирет.
- Эпĕ Кивĕ Арланкасси ялĕнчен утса килекенсене те лайăх куратăп. Çыннисене çеç палламастăп, - сăмах хушать вăл.
Алли ăста пулнăранах ĕлĕкех çи-пуç енчен нуша курман çемье. Ачи-пăчине хăй çĕлесе тумлантарнă. Çынсем валли те карттусран пуçласа çурăм ăшши, икĕ аркăллă кĕпе таран çĕленĕ. Е тата киввине пăсса туххăмрах çĕннине янтăланă. Çĕлеме ыйтакан пулнипе çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр тепĕр чухне çĕр каçа пĕр кĕпе çĕлени те пĕрре мар пулнă. Закройщикĕ те хăех. Халĕ те унăн пỹлĕмĕнчи сĕтел çинче çĕлеме пуçланă алсасем выртаççĕ. Çĕвĕ машини кунĕпе чарăнмасть.
- Хĕл каçса 40 мăшăр алса çĕлесе çынсене парнелерĕ, - сăмах хушрĕ Зина хĕрĕ.
Анастасия Семеновна калаçма юратать, иртнине лайăх астăвать. Çавăнпа та ялти çынсем йăх-несĕлне унтан ыйтма пыраççĕ.
- Çын укçа-тенкĕпе мар, ĕçĕпе, сăпайлăхĕпе, ырă та уçă кăмăлĕпе, тасалăхĕпе, çынна юратнипе пуян. Шăпах çак сăлтавсем вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшаççĕ те. Çынсемпе яланах ыррăн хутшăннă эпĕ. Никампа та вăрçăнса курман, - тет 90 çулхи Настя аппа кăмăллăн.
Пурăнас кăмăлĕ пысăк кинемейĕн.
В.СМИРНОВА.
Автор сăнỹкерчĕкĕнче: А.Жирнова.