07 марта 2015 г.
Чун-чĕрене ырăлăхпа ăшăлăх, вăй-хăват кỹрекен çулталăкри чи илемлĕ уявра - Мартăн 8-мĕшĕнче "Победа" ООО директорĕ Н.А.Головин ял хуçалăх производствинче ырми-канми вăй хуракан хĕрарăмсене пурне те вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн ятран палăртса тав тăвать. Ял хуçалăх предприятийĕнчи хастар пике-хĕрарăмсем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма шут тытнипе усă курса директортан ытти хăш-пĕр ыйтусем çине те хурав пама ыйтрăмăр.
- 2014 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетме те меллĕ пулчĕ. Отчетлă тапхăрти производствăпа финанс кăтартăвĕсемпе Эсир кăмăллă-и?
- Урăхла пулма пултараймĕ. Мĕншĕн тесен кăтартусем кашни çул ỹссе пыраççĕ. Отчетлă тапхăрти ял хуçалăх çулталăкне те 14912 пин тенкĕ тупăшпа вĕçлерĕмĕр. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан таса тупăш 1082 тенкĕпе танлашни те, 2013 çулхи пекех, районти чи пысăк кăтарту шутланать.
Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене ытларах туса илни тата сутни хальхи вăхăтра уйрăмах тупăшлă пулнине пурте лайăх ăнланатпăр. Иртнĕ çул пирĕн ферма коллективĕ пурĕ 16532 центнер сĕт туса илнĕ, пахалăхне кура вăл пысăк хака тивĕçнĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 1200 центнер, пĕр ĕнерен 7095 килограмм сĕт сума пултарни те урăх нихăш хуçалăхра та пулман.
- Татăклă пĕтĕмлетỹ çумне урăх мĕн хушса калăн? Ферма коллективĕнче вара, Николай Александрович, хĕрарăмсем нумаййăн ĕçлеççĕ. Уяв кунĕ Эсир вĕсене ытларах тимлĕх уйăрасса пĕлсе тăратпăр...
- Тĕрĕсех, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи тĕп çитĕнĕве çывхартакансем - хĕрарăмсем. Вĕсен ĕçри ăсталăхĕпе пултарулăхне кура ферма коллективĕн кăтартăвĕсем кашни çул ỹссе пыраççĕ.
Килти хушма хуçалăхри йышлă выльăх-чĕрлĕхе тимлĕх уйăрассинчи яваплăха та ытларах чухне хăйсем çине илекен хĕрарăмсем выльăхсен "чĕлхине" пĕлеççĕ, ăнланаççĕ, тесе шутлатăп. Çын пекех пысăк туйăмлăскерсене, тулăх апатпа тăрантарни анчах çителĕксĕр, вĕсем хăйсене юратса пăхнине те витĕр туяççĕ. Хĕрарăмсем вара кирек хăш вырăнта ĕçлесен те шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларма пултараççĕ. Вĕсемпе юнашар пулсан хăрамасăр кирек епле ĕçе пикенме те, йывăрлăхсене çĕнтерме пулнине те пĕлсе тăратăп.
- Çуркуннехи уçă шухăш-кăмăл ирĕклĕн калаçма хистет. Николай Александрович, Сире мĕнле хĕрарăмсем килĕшеççĕ?
- Хĕрарăм - пурнăç тыткăчи. Хăйне шанса панă ĕçре тухăçлă тата тỹрĕ кăмăлпа вăй хунисĕр пуçне ачисене вĕрентсе воспитани парас ĕçре те вăл арçынран ытларах тимлĕ пулма вăй-хал çитерет. Хĕрарăмсăр кил-çурт илемĕ те çук.
Арçынсенчен ытларахăшĕ сăпайлă та ĕçчен хĕрарăмсене килĕштереççĕ пулĕ тесе шутлатăп.
- Сирĕн патăрта ĕçре малта пыракансене парнепе пĕрле чĕрĕ чечек çыххи парасси йăлана кĕнине пĕлетпĕр. Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекен хĕрарăмсене мĕн парнелетĕр?
- Парне мĕнле пулни мар - çынна хисеплени, куç тĕлне туни хаклă. Хисепе тивĕçнĕ ĕçченсене чечек парса чысланине эсир тĕрĕсех асăрханă. Чечеке хам юрататăп, çавна май çынна чун-чĕререн хисепленине палăртса, хĕрарăмсене уйрăмах, чечек парнелессĕм килет.
Ĕç паракан тăрăшуллă çынна тивĕçтерекен шайри ĕç укçи тỹлеме, ытти енĕпе те кирлĕ пек хавхалантарма тивĕçлĕ. Эпĕ хальччен никамран та ĕç укçи тивĕçтерменни пирки кăмăлсăр сăмах пуçарнине илтмен. 2014 çулта та кашни çын пĕр уйăхра вăтамран 14796 тенкĕ ĕç укçи алла илнĕ. Ĕç условийĕсем паянхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтереççĕ.
Ял хуçалăх производствинче вăй хуракан, хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсене чысласа мартăн 8-мĕшĕнче Шупашкарти "Асамат" ушкăн артисчĕсем чаплă концерт кăтартаççĕ. Аслă Пăла Тимешри информаципе культура центрĕнче иртекен уяв концертне пурне те хапăл туса йыхравлатпăр.
- Николай Александрович, уявра хĕрарăмсене тата мĕн каланă пулăттăр?
- Çуркуннехи кунсем сире çĕнĕ вăй, телей, хаваслăх, ăшă кулă парнелеччĕр. Сирĕнпе юнашар яланах юратакан çывăх çынсем, тимлĕ тусăрсем тата ĕçтешĕрсем пулччăр. Çемйĕрсенче яланах килĕшỹ хуçалантăр, производство кăтартăвĕсене малашне тата ỹстерессишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçлер. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пурне те çирĕп сывлăх пултăр.
Источник: "Елчĕк Ен"