Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсем пурнăçланаççĕ

14 февраля 2015 г.

Тĕллевсем пурнăçланаççĕ

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче производствăпа финанс кăтартăвĕсем çулсерен ỹссе пыраççĕ. 2014 çулхи отчетлă тапхăрта мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетекен пухура Гурий Федоров председатель кооператив ĕçченĕсен умĕнче тухса калаçнинчен те çакă уçăмлăн палăрчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕ юлашки çулсенче тăтăшах чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекен республикăри 100 АПК предприятийĕ йышне кĕни те çакнах çирĕплетет.

Ял хуçалăх продукцийĕсене сутнинчен иртнĕ çул хуçалăх шучĕ çине 79 миллион та 786 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Таса тупăш 19 миллион та 474 пин тенкĕпе, рентабельлĕх 29,9 процентпа танлашнă. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан таса тупăш 712 пин тенкĕлĕх пулнă. 2013 çулхипе танлаштарсан, таса тупăш пайĕ 5 миллион тенке яхăн ытларах.

Çулталăк тăршшĕпех выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ таран пахалăхлă продукци туса илни тата ăна тивĕçтерекен хакпа сутма пултарни ял хуçалăх предприятине пысăк тупăш илме май панă: 1 центнер сĕте 1948 тенкĕпе, ĕне выльăх ашне 8158 тенкĕпе, сысна ашне 9286 тенкĕпе сутнă. Çапла майпа, тĕпрен илсен, аш-какай, сĕт туса илнинчен анчах хуçалăх кассине 73 миллион тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Таса тупăш 12 миллион та 454 тенкĕпе танлашнă. Çав шутран сĕт сутнинчен 38 миллион та 617 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Туса илнĕ сĕтĕн тупăшлăхĕ 62 процентпа танлашнă. "Шурă ылтăнпа" танлашакан сĕте хальхи вăхăтра та, унăн пахалăхне кура, кунта чи пысăк хакпа сутаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илесси кашни çул ỹссе пырать. Отчетлă тапхăрта усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 156 центнер (пĕтĕмпе 3030 центнер) аш-какай, 1058 центнер (пĕтĕмпе 20591 центнер) сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 6435 килограмм сĕт сунă. Ỹсен-тăран отраслĕ те тивĕçлĕ шайра аталанакан ял хуçалăх предприятийĕнче фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма кашни çул çирĕп апат никĕсĕ хываççĕ. Кăçалхи хĕл тапхăрĕ валли те, типĕ çанталăк условийĕсене пăхмасăр, пĕтĕмпе 44901 центнер, пĕр условнăй выльăх пуçне шутласан 37,5 центнер апат единици чухлĕ тĕрлĕрен апат хатĕрлесе хăварнă. Унсăр пуçне, ветеринарипе зоотехника требованийĕсене туллин пурнăçласа, кулленхи рационра минераллă хушма апатсемпе те туллин усă кураççĕ. Темиçе çултанпа ăратлă ĕне выльăх ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен хуçалăх шутĕнче пулни те вĕсене кашни кунхи ĕçе яваплăха туйса пурнăçлама хăнăхтарнă.

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕш тырă культурисен элита вăрлăхĕсене туса илессипе тата вĕсене сутассипе ĕçлеме те ирĕк пур. Çĕр ĕçченĕсем пысăк шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ - республикăри районсене çулсерен вун-вун тонна паха вăрлăхпа тивĕçтереççĕ. Халĕ те вĕсен 300 тонна сутлăх вăрлăх пур. Хăйсем вара черетлĕ çур акире те яланхи пекех ПР2 репродукцири вăрлăхсемпе усă курма палăртаççĕ. Çак тĕллевпе ăна кăçал 25 тонна кỹрсе килме палăртнă.

Ял ĕçченĕн канăçлă пурăнма май çукпа пĕрех. Черетлĕ çур акиччен те вăхăт нумай тăрса юлмарĕ. Унччен кирлĕ таран çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем кỹрсе килмелле. Кăçал вĕсен тата ытти таварсен хакĕсем чылай ỹсрĕç. Апла пулин те ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕллевĕсем пысăк. Çĕр пулăхне лайăхлатнипе тата агротехника йĕркисене çирĕп пурнăçласа пынипе кăçал 1 гектартан 28 центнер тĕш тырă туса илмелле, выльăх-чĕрлĕх хисепне сыхласа хăвармалла, вĕсен продуктивлăхне тата ỹстермелле, пĕр условнăй выльăх пуçне 36 центнертан кая мар апат единици хатĕрлесе хăвармалла.

Хуçалăхра ĕçшĕн тỹлессине çулсерен лайăхлатса пымалла. Ĕç тухăçлăхне тата пахалăхне ỹстерес тĕллевпе хавхалантармалли майсемпе анлăн усă курмалла. Сăмах май, иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе "Комбайн" хуçалăхра вăтамран илсен уйăхра ĕçлекен пĕр çын пуçне чи пысăк ĕç укçи тỹленĕ. Вăл 14909 тенкĕпе танлашнă. Тăрăшуллă ĕçченсене хавхалантарасси те иртнĕ çулсенченех çирĕп йăлана кĕнĕ. Производство планĕсене туллин пурнăçланисен ячĕсене бригадăри, ял хуçалăх производство кооперативĕн Хисеп хăми çине кĕртеççĕ, "Професси енĕпе чи лайăххи" ятсем парса сума сăваççĕ. Çакăншăн вĕсене çулталăк тăршшăпе ĕç укçи çумне 5, 10, 15 процент хушса тỹлессине çирĕплетсе хăварнă. Кашни çулхи ĕçе тухăçлă тата пахалăхлă йĕркелесе пынин тĕп вăрттăнлăхĕсенчен пĕри шăпах çакă пулĕ те. Ĕçри ăнăçлăхăн тепĕр вăрттăнлăхĕ, пирĕн шутпа, тĕп специалистсем, вăтам сыпăкри звеносене ертсе пыракансем - пурте хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен, пысăк ĕç ăсталăхĕ пухнă çынсем пулнинче. Специалистсен йышĕнче çамрăксем те темиçен. 2014 çулхи ĕçлĕ ăмăрту кăтартăвĕсем тăрăх Надежда Носова ĕне сăвакан оператор, Ирина Абрамова пăру пăхакан, Геннадий Катмаков сысна пăхакан, Николай Головин водитель, Владислав Изратовпа Борис Соловьев трактористсем, Валерий Андреев комбайнер, Валерий Степанов механик-диспетчер "Професси енĕпе чи лайăххи" ятсене илме тивĕçлĕ пулнă, Людмила Перцевăпа Валентина Смирнова пăру пăхакансен, Леонид Сусметовпа Александр Павлов трактористсен, Алексей Васильев водителĕн тата Владимир Анисимов комбайнерăн ячĕсене кооперативри Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Нумай çул хуçалăх производствинче ĕçлесе 2014 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ĕçченсене - Николай Петровпа Николай Кожевникова, Петр Ишуковпа Венегдит Носова тата Николай Осипова та савăнăçлă лару-тăрура чысланă. "Кооперативăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята Николай Семенов тивĕçнĕ.

Ял хуçалăх производство кооперативĕн уставĕпе килĕшỹллĕн отчетпа суйлав пухăвĕнче председателе, правлени членĕсене суйларĕç. Пухăва хутшăннисем, пурте пĕр шухăшлă пулса, "Комбайн" хуçалăха çĕнĕрен йĕркеленнĕ кунран тытăнса пĕр улшăнмасăр 20 çул ертсе пыракан Гурий Федорова тепĕр хутчен председатель пулма суйларĕç...

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче. "Професси енĕпе чи лайăххи" ята тивĕçлĕ пулнисем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика