Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш çапăçу асрах

11 февраля 2015 г.

Пĕрремĕш çапăçу асрах

Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Энтепе ялĕнчен 185 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 102-шĕ Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă.

Паян Энтепе тата Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенче пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ пурăнать. Тихон Григорьевич Табаков нарăсăн 6-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ. Вăрçă çулĕсем çинчен аса илсессĕн унăн аллисем чĕтреме пуçлаççĕ, куçĕсем шывланаççĕ, сасси те хурлăхлăн тухать.

- 1942 çулхи çу уйăхĕччĕ. Мана вăрçа кайма хут килчĕ, - пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. - Малтанах пире Канаш районĕнчи Сухайкасси ялĕ çывăхĕнчи лагере вырнаçтарчĕç. Унта вăрçăри ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕç, вĕрентрĕç. Ун хыççăн Воронеж фронтне илсе кайрĕç. Ун чухне Воронеж фронтĕнче хăрушă вăрçă пыратчĕ. Эпĕ минометчиксен расчетне лекрĕм. Нимĕçсем татти-сыпписĕр переççĕ. Эпир те нимĕçсем çине хамăр минометсенчен персе тăтăмăр. Нимĕçсем çине-çине бомбăсем пăрахнипе, тупă-пулемет персе тăнипе хĕвеллĕ кун та тĕтĕм-сĕрĕм явăннă каçа аса илтеретчĕ. Çапăçу шавĕ пĕтĕм тĕнчене кисретнĕ пек туйăнатчĕ. Кун хыççăн кун иртрĕ. Пирĕн çарсем Воронеж хулинчен нимĕçсене хăваласа кăларчĕç. Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитет, анчах та хаяр вăрçă паян пулнă пекех куç умĕнче тăрать.

Вăрçă чарăнсан Тихон Григорьевич тăван яла таврăннă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене ассăн сывлаймасăр аса илеймест вăл.

- Çапах та малалла пурăнассишĕн талпăнаттăм. Ĕçрен хăраса тăман, - тет вăл.

Колхозра скотникре, конюхра, арманта ĕçленĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ял хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнман.

- Вăрçă хăрушлăхне, нуши-асапне текех курас марччĕ, - тет ветеран.

Хальхи вăхăтра Тихон Григорьевич килĕнче пĕчченех пурăнать. 95 çула çитрĕ пулсан та чăх-чĕп усрать, çăм атă йăвалать. Ветеран юрă-ташăра та маттур. Балалайка калама ăста. Иртнĕ çулсенче сцена çине тухса ял çыннисене савăнтарнине пурте астăваççĕ.Унăн 8 ачи, мăнукĕсем тĕрлĕ хуласенче пурăнаççĕ. Ватăна пулăшма килсех тăраççĕ. Чỹречерен куç илмесĕр кĕтет вăл вĕсене.

Л.ДАНИЛОВА, 
библиотекарь.

Сăн ỹкерчĕкре: Т.Табаков ветеран тата П.Макаров культорганизатор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика