14 января 2015 г.
Совет халăхĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине районта тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленес ĕçре ритуал пулăшăвĕ парассипе тимлекен Леонид Григорьев уйрăм çыннăн предприятийĕнче тăрăшакансем те пысăк тỹпе хываççĕ.
Вăрçăра вилнисене сума суса лартнă палăксемпе обелисксене уяв тĕлне юсаса çĕнетес ĕçе чи малтан Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пикеннĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин çак ыйтупа Леонид Григорьев предприниматель патне пынă. Ĕçлĕ çынсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă хыççăн мĕн шухăшланине çийĕнчех пурнăçа кĕртнĕ, çапла майпа Кушкă, Исемпел тата Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксене иртнĕ çул вĕçĕнчех тĕплĕн юсанă тата çĕнетнĕ.
Леонид Григорьев уйрăм предприниматель, Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралнăскер тата унтах пурăнаканскер, çитес вăхăтра тăван ялти обелиска хăй вăйĕпе çĕнетме палăртать.