Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономикăри йывăрлăхсем вăхăтлăх çеç

22 декабря 2014 г.

Экономикăри йывăрлăхсем вăхăтлăх çеç

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче пысăк пресс-конференци ирттернĕ. Вăл çĕр-шыва ертсе пыма пуçланăранпа 10-мĕш хут йĕркеленĕ пресс-конференцине 1259 журналист хутшăннă. Унта тĕрлĕ ыйту пулнă.

В.Путин хăйĕн калаçăвĕн пуçламăшĕнче çĕр-шыври лару-тăрупа кĕскен паллаштарнă. Финанс рынокĕнче йывăр пулсан та, Раççей çулталăка профицитпа вĕçлет - тупăшсем тăкаксенчен 1,2 трлн. тенкĕ ытларах пулаççĕ. Çакă вăл ВВПăн 1,9 проценчĕ. Экономикăра та ВВП ỹсет - 0,6 процентпа танлашать. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 5,1 процентпа танлашĕ. Агропромышленность комплексĕн ỹсĕмĕ 3,3 процент пулĕ. Пенсионерсем, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем умĕнче социаллă обязательствăна сыхласа хăвараççĕ.

Икĕ çула яхăн тăсăлĕ

"Экономикăри лару-тăру Крымпа çыхăннă пулăмсемпе çыхăнман, - тесе палăртнă В.Путин. - Çакă эпир хамăра уйрăм наци, цивилизаци, патшалăх пек сыхласа хăварасси патне талпăнни".

В.Путин Хĕвел Анăçри политиксем Раççее тайгари упапа танлаштарма хăтланнине палăртнă. Çавăн пекех вăл ют çĕр-шывсем Çĕпĕрти пуянлăха хапсăнни çинчен те чарăнса тăнă. Унăн шухăшĕпе, çак киревсĕрлĕхсемпе килĕшме май çук. "Эпир хамăр хăй тĕллĕнлĕхе, пăхăнманлăха, пурнăçшăн кĕрешмелли правăна хỹтĕлетпĕр, - пĕлтернĕ В.Путин. - Экономикăри хальхи йывăрлăхсен 25-30 проценчĕ çеç санкцисен результачĕ. Эпир ăна çĕнтермеллех. Е пирĕн упан тирне стена çине çакаççĕ. Çавăнпа суйласа илмелле".

Çĕр-шыв финанспа энергоносительсен хакĕ чакса пынипе çыхăннă çĕнĕ условисенче ĕçлеме хăнăхать.

"Темле ăнăçлă пулсан та, çакнашкал лару-тăру икĕ çула яхăн тăсăлма пултарать. Тен, вăл маларах та лайăхланĕ. Кăна никам та татăклăн калаймĕ", - тенĕ В.Путин. Вăл доллар, евро паянхи шайра сыхланса юласса шанать, çапах та нефть хакĕ чакма пултарассине палăртать.

"Эпир мĕн тăвăпăр? Паллах, 2008 çулта усă курнă мерăсене ĕçе кĕртетпĕр. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынсене пулăшасси çине тимлĕх уйăрăпăр", - шантарнă çĕр-шыв пуçлăхĕ. В.Путин сăмахĕпе, çынсен социаллă ыйтăвĕсемпе çыхăннă кăтартусене сыхласа хăвармалла.

В.Путин финанспа экономика тытăмĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерес енĕпе Тĕп банк тата Правительство туса ирттернĕ ĕçсене хак панă. Унăн шухăшĕпе, вĕсем ĕçе тĕрĕс йĕркеленĕ, çапах та хăш-пĕр чухне йышăнусене палăртассине хăвăртлатмалла пулнă. Хальхи вăхăтра Тĕп банк наци валютине çирĕплетес енĕпе ĕçлет: тĕп ставкăна ỹстернĕ, ликвидлăха палăртнă. Унăн кредит ресурсĕсене парассине йĕркелемелле, ылтăн саппасне салатмалла мар.

В.Путин пĕлтернĕ тăрăх, валютăна мĕнле хакпа сутмаллине, экспортерсем ăна сутма кирлине палăртни пулмĕ.

Политика та тĕп вырăнта

Пысăк пресс-конференцире В.Путин политика ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăнă.

Донбасри лару-тăрăва хакланă май, В.Путин унăн Украинăри ĕçтешĕ П.Порошенко кризислă лару-тăруран тухмалли майсене шыранине палăртнă. Çапах та Киевăн ытти представителĕсем чăрсăррăн калаçаççĕ. Кунта та малашне пĕр чĕлхе тупасса шанма пулать.

Çавăн пекех В.Путин Украинăн политика пĕрлĕхне çĕнĕрен йĕркене кĕртме кирлине палăртнă.

В.Путин "Система" АФК пуçлăхĕ В.Евтушенков, Чечен Республикин Пуçлăхĕ Р.Кадыров пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. Бизнесмена килти арестран хăтарнине В.Путин В.Евтушенков "Башнефть" акцийĕсене туяннă чухне саккунсене пăснине следстви тупса палăртманнипе çыхăнтарнă. Вăл В.Евтушенкова çывăх вăхăтра бизнесменсемпе ирттерекен тĕл пулăва чĕннине пĕлтернĕ.

Р.Кадыров пирки вара пĕтĕм ĕç-хĕле саккунсемпе килĕшỹллĕн йĕркелеме кирлине палăртнă.

3 сехет ытларах пынă пресс-конференцире В.Путин журналистсен чылай ыйтăвĕсене хуравланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика