26 ноября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсерен Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрлес тапхăр пынă май манăн хамăн шухăшсене пĕлтерес килет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пуçласах граждансене, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси самаях хавшарĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕрен вăй илме пуçларĕ-ха вăл, çавах та ку енĕпе тата çивĕчрех ĕçлемелли куç кĕрет. Мĕншĕн тесен вĕренекенсем анчах мар, çула çитнĕ яш-кĕрĕм те çĕр-шыв мăнаçлăхĕпе ырă малашлăхĕшĕн пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсене пĕлменни, пĕлме те ăнтăлманни пăшăрхантарать. Питĕ шел, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин вутĕнче туптанса вăрçа, вăл вăхăтри пурнăçа чĕрене хускатакан тĕслĕхсемпе сăнарлакан ветерансем, тыл ĕçченĕсем те кашни çул чаксах пыраççĕ. Чĕррисем те тухса çỹреймеççĕ. Пăшăрхантаракан тепĕр тĕслĕх - телевидени программисемпе патриотла туйăма вăратса çирĕплетекен кинофильмсене е передачăсене сайра хутра анчах кăтартни. Юлашки çулсенче историе хăйсене майлă ăнланнăран ăна урăхлатса, çĕр-шыв паттăрĕсене мĕскĕнлетсе сăнарлакан кинофильмсем ỹкерни, вĕсене эфира кăларни тарăн шухăша ярать. Американсем хатĕрленĕ боевиксем тата мультфильмсем экран çинчен кайма пĕлменни те хумхантарать. Вĕсем агресси туйăмне вăратаççĕ, пĕр-пĕринпе вăрçса тата кураймасăр пурăнас туйăм çуратаççĕ.
Ачана патриотла воспитани парасси, ман шухăшпа, çемьере никĕсленмелле. Ача сачĕсенче тата шкулсенче çак туйăма малалла аталантарас тесе педагогсен çанă тавăрса ĕçлемелле, ку енĕпе уйрăм кружоксем йĕркелемелле. Тимур командисем вăрçă ветеранĕсемпе ватăсене шефа илни, çĕр-шыв умĕнчи интернационалла тивĕçе чыслăн пурнăçланă ветерансемпе тĕл пулусем йĕркелени, уявсенче патриотизм туйăмне çĕклекен юрăсем шăрантарни, паттăрлăх кăтартнă çынсем пирки каласа кăтартни ырă çимĕç паратех.
Тепĕр шухăш - шкул программине НВП (пуçламăш çар хатĕрленĕвĕ) предмета çĕнĕрен кĕртни питĕ вырăнлă пулмалла. Мĕншĕн тесен арçын ачасем - пулас салтаксем. Малашне алла тытакан автоматпа, çар йĕркисемпе вĕсен шкул сакки çинче ларнă чухнех паллашмалла. Хальхи вăхăтра çар службин срокĕ 1 çул анчах пулнине кура çамрăксем кĕске тапхăрта çар ĕçне хăнăхса та ĕлкĕреймеççĕ.
Петр АНИСИМОВ,
"вĕри точкăсенче" çапăçнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество
организацийĕн районти уйрăмĕн председателĕ