26 ноября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунти кун Правительство членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Малтанах вăл çĕнĕ ача сачĕсен строительствипе кăсăкланнă, ку енĕпе Раççей Президенчĕн указĕсене пурнăçламаллине аса илтернĕ. Вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - планланă 15 садикрен паянхи кун тĕлне 3-шне хута янă, ыттисенче ĕçсем пыраççĕ. Хăш-пĕр объектра çивĕчлĕх пур, çапах çулталăк вĕçлениччен ача сачĕсем пурте хута кайĕç.
Педагогика ĕçченĕсен шалăвĕн ыйтăвне çĕкленĕ. Владимир Иванов министр 2012 çултанпа вĕрентекенсен шалăвне ерипен пысăклатса пынине палăртнă. 2013 çулхи 4-мĕш кварталта воспитательсен тата учительсен ĕç укçи 20306 тата 23483 тенкĕ таран ỹснĕ. Кăçалхи 1-мĕш квартал планне çулталăк пуçламăшĕнче педагогсен шалăвне тăруках чакарма юраманнине, çавăн пекех республикăри вăтам ĕç укçин прогноз шайне (çулталăк пуçламăшĕнче вăл 22177 тенкĕ пулнă) кура палăртнă. Çапла вара 1-мĕш кварталта ача сачĕсен педагогĕсен вăтам шалăвĕ 19660 тенкĕпе танлашнă, шкулсен педагогĕсен - 21445 тенкĕпе. Кайран ĕç укçин шайне республикăри вăтам шалăвăн прогноз шайне (октябрьтен тытăнса ăна 21250 тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕ) кура тỹрлетỹсем кĕртсе палăртнă.
Михаил Игнатьев çынсемпе ăнлантару ĕçне ирттермеллине, 2011 çулта педагогсен ĕç укçи экономикăри вăтам шайран мĕнлерех юлса пынине кăтартмаллине палăртнă.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова эмел препарачĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Кăçал хаксем нумай ỹсмен. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин апат-çимĕç рынокĕн мониторингĕ çинчен каласа панă. Чăвашстат пĕтĕмлетнĕ тăрăх - пĕлтĕрхи декабрьтипе танлаштарсан кăçалхи октябрьте инфляци 6,6% танлашнă. Ку Раççейри, Атăлçи округĕнчи кăтартусенчен кăшт пĕчĕкрех. Чăх какайĕ, тăварланă пулă, çăмарта, панулми хакланнă. Хуратул кĕрпин хакĕ 1,8 хут ỹснĕ. Çакна сутуçăсем Алтай крайĕнче хуратул тухăçĕ япăх пулнипе сăлтавлаççĕ.
Республика Пуçлăхĕ çак информацие хирĕçленĕ, хуратул кĕрпи хакланни сăлтавсăр пулнине палăртнă. "Эпĕ хам тин çеç Алтай крайĕнчен таврăнтăм. Регион ертỹçисем каланă тăрăх - хуратул тухăçĕ 2013 çулхинчен кая мар. Хаксене ỹстерме сăлтав çук, спекулянтсем кĕрпене хаклатса укçа тăваççĕ. Çĕр-шывра хуратул çителĕклĕ", - тенĕ вăл.
("Хыпар" хаçатран).