26 ноября 2014 г.
Хальхи вăхăтра республикăра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çулсерен Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрлес ĕç пырать. Унта республика аталанăвĕн 2015 çулхи тĕп çул-йĕрĕсене анлăн палăртаççĕ. Ăна хатĕрленĕ çĕре Чăваш Енре пурăнакан кирек кам та хутшăнма, хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерме пултарать.
П.Чернов, СССР халăх учителĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕн тĕп тĕллевĕ - халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. Республикăра тунă ĕçсем курăмлă, çапах та тумаллисем те сахал мар. Малашне те ял хуçалăхне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрни кирлĕ. Чăваш Ен - ял хуçалăх регионĕ. Эпир хамăр çĕр çинче çĕр улмине, тĕрлĕ пахча çимĕçе, фермăсенче, уйрăм хуçалăхсенче пахалăхлă аш-какай, сĕт туса илетпĕр, анчах ăна хамăр патăмăрта тирпейлесе хатĕрлейместпĕр. Районти сĕт-çу завочĕ тухăçлă ĕçлесенех ял хуçалăх кооперативĕсем "шурă ылтăна" хамăр патăмăра парĕччĕç. Лавккасенче хамăрăн продукци сутăнсан вĕсен хакĕ те йỹнĕ пулĕччĕ. Унччен Елчĕк сырне республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлетчĕç. Предпринимательсене, ялсенчи бизнеса аталантарма ытларах пулăшмалла.
А.Молоствов, врач:
- Тухтăр пулнă май мана ял çыннисен сывлăхĕ канăç памасть. Паян республикăра сывлăх сыхлавĕ начар мар аталаннă, анчах ял çынни хăйĕн сывлăхне упрас тесе тăрăшмасть. Çамрăксем эрех авăрне путса пыни те вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та урăлтаркăчсем кирлех пулĕ тетĕп. Вĕсем пулсан хĕл çывхарса пынă май вуншар çын пурнăçне çăлса хăварма май килĕчччĕ.
Л.Сайкина, педагог-психолог:
- Паянхи ача-пăча, вĕренекенсем валли спорт комплексĕсенче, хушма пĕлỹ паракан шкулсенче тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Вĕсем тỹлевлĕ пулнăран кашни ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне унта яраймасть. Ачасене шкул хыççăн аталантармалли кружоксене тỹлевсĕр тусан аван пулмалла. В.КИРИЛЛОВА ыйтса пĕлнĕ.