Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хавхалану çăл куçĕсем" шарлаççĕ

11 февраля 2013 г.

Хальхи вăхăтра районти халăх пултарулăх коллективĕсем репетици хыççăн репетици тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ "Хавхалану çăл куçĕсем" смотр-конкурса хатĕрленеççĕ вĕсем. Ăна кăçал тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкне халалланă.

Смотр-конкурса çăмăл алăллă Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи юрă-кĕвĕ ăстисем уçрĕç. Пĕлтĕр кăна çĕнетнĕ культура керменĕн сцени çине çамрăксемпе пĕрле ватăсем тухни те куракансене савăнтарчĕ.

Тĕрлĕ жанрпа янăрарĕç чăваш, вырăс, тутар халăх юррисем. Сăрьелĕнчи "Дуслык" ушкăн иртнĕ çул республикăри "Сĕвепе Çавал кĕввисем" фестивале хутшăннăччĕ. Вĕсем унтан лауреат дипломĕпе таврăннăччĕ. Хальхинче вырăнти артистсем "Лармара" кăтартса панине куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Энтепери нумаях пулмасть йĕркеленнĕ "Энтепай" ушкăн пултарулăхĕ пысăкки курăнчĕ. Чăвашла пĕлмен пиллĕкри Настя Баскакова "Пирĕн анне" юрра çепĕççĕн шăрантарчĕ. 92 çулхи Тихон Табаков паян та балалайкăна алăран яманни тĕлĕнтерчĕ. Фаина Сапожникова вăрçă юррисене юрлама юратать. 77 çулхи ватă "Катюша" юрра шăрантарнă чухне залра пĕр сасă илтĕнмерĕ, ытла та чĕрене пырса тивмелле юрларĕ вăл. Кавалти Изратовсен, Аслă Пăла Тимешĕнчи Портновсен çемье дуэчĕсем, çамрăксем юрлани пурне те килĕшрĕ. Ку тăрăхра ташă ăстисем нумай пулни те кăмăла çĕклерĕ.

В.ПОРТНОВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика