12 ноября 2014 г.
Йытă-хăтаруçă
Ăна, тепĕр пилĕк юлташĕпе пĕрле разведкăна кайнă салтака, мина çурăлнине пула çурри ытла ỹт-пĕвĕпе тăпрапа тимĕр-тăмăр айне пулнăскере, санитар йытти тупать. Вăл çын сывланине тата чĕрĕ иккенне систерсе, хуçисене паллă парать. Хăй, лешсем пырса çитичченех, тăпра-хăрăмпа ытти ăпăр-тапăра урисемпе аяккалла ывăтма пуçлать. Санитарсем чупса çитеççĕ те, çурма вилĕ çынна пĕтĕмпех чакаласа кăларса, çывăхри вăрманта вырнаçнă лазарета илсе çитереççĕ. Малтан ирĕксĕрлесе сывлăш çавăрттарса яраççĕ. Унтан, пĕр тăхтавсăрах, унăн пурнăçĕшĕн кĕрешỹ пуçлаççĕ.
Анчах разведчик виççĕмĕш кунне кăна тăна кĕрет. Хăйне шурă халатлисен хушшинче курсан чи малтанах разведкăна кайнă юлташĕсене ятран чĕнет. Анчах нимĕнле хурав те илтĕнмест. Вĕсен вырăнне пуç вĕçĕнчех ларакан, тахçантанпа та канман сестра салхуллăн хуравлать: "Санăн юлташусем пурте вилнĕ..." Çакна илтсен салтак тепĕр хут тăнне çухатать. "Иван! Костя! Çемен!..." Пĕр юлташĕ хыççăн теприне ним тĕлли-паллисĕр аса илет вăл. Вăхăт-вăхăт сестра лăплантаракан эмел пани те канлĕх памасть, салтак темиçе минутлăх кăтăш пулать те каллех аташма пуçлать.
Пĕррехинче куçне уçать те хăй операци сĕтелĕ çинче иккенне ăнкарса илет. Арçын-тухтăр ал пăчки тыткаланине пĕлсен (куçĕ курманран ăна калаçу тăрăх тата "тин çеç хăйрарăмăр" тенĕ сасă илтнĕ хыççăн кăна чухланă) пĕтĕм ỹт-пĕвĕпе туртăнса, çỹçенсе илет. "Тухтăр, мана касма хатĕрленетĕр-и?" - тесе ыйтма çеç пултарать аран тухакан сассипе.
- Çапла, сылтăм аллуна кăштах татма тивет. Унсăрăн тỹрлетме майĕ çук, - йăвашшăн хуравлать тухтăр.
- Ан кастар, Ваççук, аллуна... Гангренăна кайсан ĕмĕрлĕхех çакăнта выртса юлатăн, - илтет операци сĕтелĕ çинчи йывăр аманнă çын хăйĕнчен аякрах та мар, çĕр çинчех выртакан тепĕр салтакран.
- Ыттисем шăпах выртăр е ларăр-ха, - хыттăнрах каласа хурать тухтăр, лазаретра уйрăм палатка е каркăçпа та пулин уйăрнă вырăнсем çуккипе тарăхнине систерсе. - Эпир пĕтĕмпех шутланă, тĕпченĕ. Мина ванчăкĕ лăсканă-ислетнĕ алла операцисĕр сыватаймастпăр. Апла-тăк пурте çăварăра шыв сыпăр та хăвăр сывă юласси çинчен Турра кĕл тăвăр.
...Тем тесен те, унăн аллине аманнисен куçĕ умĕнчех, вут пуленкине татнă евĕрлех шатăртаттарчĕç. Çывăрттаракан эмелĕ çителĕклĕ пулманран çăварне маларах кăштах спирт яни те (икĕ алли те ĕçлеменрен ăна кашăкпа сыптарчĕç) канлĕх параймарĕ. Çапах та, операци вĕçленсен, Ваççук сисмесĕрех тĕлĕрсе кайрĕ. Çавна май хăйне урăх медицина чаçне илсе çитерсен кăна, темле чăнкă картлашка тăрăх çĕклесе кĕнĕ чухне, тăна кĕчĕ.
- Тинех ан хăра, Василий. Чăн та, кăшт чăлахрах юлатăн. Ун вырăнне Турă пỹрнĕ таран пурăнатăн, - терĕç ăна шурă халатлисем.
- Разведкăна пĕрле кайнă туссене питĕ шел. Вĕсем пурте каччă çулĕнчеччĕ, - теме çеç пултарчĕ вăл, суранĕсем хытă ыратнипе ахлатнă май. - Вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе юратнă хĕрĕсем епле тỹссе ирттерĕç çак виçесĕр хуйха... Çапла каларĕ те шухăшĕпе хăй шăпи патне таврăнчĕ: "Хампа мĕн килсе тухĕ-ши тата? Çĕнĕрен таврăнайăп-ши çапăçу хирне? Хамăн туссене вĕлернĕшĕн, тăван ял-хуласене аркатнăшăн тавăрайăп-ши ирсĕр тăшмана?" Çак сăмахсене хăй ăшĕнче кăна каланă пек туйăнчĕ. Анчах ăна медицина сестрисем кăна мар, пỹлĕмри аманнисем те илтнĕ иккен.
- Турă хуштăрччĕ те, - хăйсен сăмахĕсемпех çирĕплетме хăтланчĕç вĕсем Василие кăштах та пулин хавхалану кỹрес тесе. Кĕçех унăн вырăнĕ çумне медицина сестри пырса ларчĕ.
- Каçар-ха, Василий, - эсир кам иккенне те татăклипе пĕлместпĕр вĕт эпир. Хăв "Ваççа" тесе калатăн та-ха... Сирĕн çумра нимле документ та тупманран хăвăр çинчен кĕскен те пулин каласа парăр-ха...
- Документсем яланхи вырăнтах пулмаллаччĕ, - терĕ шухăшлăн разведчик-салтак.
- Ниçта та тупман. Сирĕн тумтирĕрсем те таткаланса-çунса пĕтнĕ. Свидетельсем те пулин пĕрре те юлман.
- Эпĕ - Чăваш Енрен. Елчĕк тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнчен, - хăйĕнпе паллаштарчĕ операци хыççăнхи ыратăвне шăлпа çыртса тỹсекен Ваççа. - Зайцев Василий Алексеевич, - теççĕ мана. - Тăваттăмĕш теçеткепе пыратăп. Ялта мăшăрпа икĕ ывăл тăрса юлчĕç... Анчах хальлĕхе ман шăпам çинчен никама та, пĕр сăмах та пĕлтерме кирлĕ мар...
"Эх, чĕрем, ма вĕçĕмсĕр йĕрен?.."
Лазаретри операципе тухтăрсем те, аманнă ытти салтаксем те кăмăллă пулчĕç. "Эх, чăтăмлă та-çке эсĕ, Ваççук!" - хавхалантарсах пычĕç пурте унăн суранĕсене ылмаштарса çыхмассерен. Çакăн йышши сăмахсене илтсен кашниех сапăррăн йăл! кулать, тав тума тăрăшать. Пĕр Зайцев çеç хăй çирĕплĕхĕ çинчен каланине шăлне çыртса ирттерсе ярать. Каярахпа, госпитале ăсатсан та, унăн кăмăлĕ ниепле те уçăлмарĕ. "Темшĕн чĕрĕ юлнă эпĕ, темшĕн юлташсемпе пĕрле пĕтмен", - тесе персе ячĕ пĕррехинче офицер-тухтăр хăйĕнпе калаçма тăрсан.
- Мĕншĕн апла калатăн, Зайцев юлташ! - сассине кăшт ỹстерчĕ лешĕ.
- Хăвăр: "Кĕçех комиссовать тăватпăр, киле яратпăр. Куçăрсем тата кăштах уçăлччăр çеç", - терĕр те...
- Эсир мĕн, çапăçăва кĕресшĕн-и тата?
- Юнашар выртса юлнă разведчик-юлташсемшĕн тавăрас килет. Акă мĕн!
- Ара, эсир малашне пăшал тытаймастăр вĕт! Татман аллăрта та пулин пỹрнисем пурте мар...
Çак сăмахсем хыççăн Васили кăшт çеç йĕрсе ямарĕ. Халĕччен вăл сулахай аллинчи пỹрнисем аманнă çеç, вĕсем хăвăртрах пирчеччĕр тесе кăна темле маç сĕрсе çыхаççĕ тесе шутланă. Куçĕсем курманнипе йăнăшнă иккен. Çакăн хыççăн Зайцев, ахаль те пĕр канăç курманскер, хăй сисмесĕрех: "Чăннипех тамăка лекрĕм иккен!" - тесе кỹренỹллĕн мăкăртатрĕ те офицер тухса кайичченех, ахаль те пỹрленсе тăракан пит-куçне простыньпе хупласа, нăшăклама пуçларĕ. "Çирĕплен, паттăр, тĕреклен. Хăвăртрах хăвна алла илме тăрăш", - теме çеç пултарчĕ тухтăр, чунтан пăлханса ỹкнĕ салтака ыррине çеç сунса.
Госпитальте тепĕр уйăх ытла тытрĕç ăна. Анчах хăрах куçĕ кăшт курма пуçласанах киле кайма пуçтарăнма хушрĕç. Тепĕр сехет-сехет çурăранах поездри пĕр ăшах мар вакуна вырнаçтарчĕç. "Килте, çемьепе пĕрле чухне, хăвна та çăмăлтарах туйăн, суранусем те хăвăртрах тỹрленĕç! - терĕ ун çине ăшшăн пăхса ăсатма тухнисенчен пĕри. - Анчах асту, килте сывлăшĕ те сыватать, теççĕ пулсан та, асăрхануллăрах пул. Кăçаллăха нимле ĕç патне çыпăçмасан та юрать..."
Вакунра аманнă салтаксем татах пур. Анчах чылайăшĕн шăпи, унăннипе танлаштарсан, самаях телейлĕн туйăнать. Туяпа тайкаланса утакан та кулма пăхать. Унпа юнашар ларакан, пуçне бинтпа çыхса йăваланă тутар та уççăн калаçать. Иккĕшĕ те хăйсене килтисем савăнса кĕтсе илесси пирки калаçаççĕ те, "Вăрçи кăна хăвăртрах пĕттĕрччĕ!" - тесе хушса хураççĕ.
Вăрçă пĕтессе, совет халăхĕпе паттăр салтаксем тăшмана йăлтах çĕмĕрсе тăкасса Васили çирĕппĕн ĕненет-ха. Апла пулин те килтисем хăйне йышăнмасран, кайран кĕлмĕçе тухса, тĕнче тăрăх çапкаланса çỹреме лекесрен тем пекех пăшăрханать. "Тен, хамăн çылăхăмсем пуртан çакăн пекех йывăр инкек ячĕ ман çине Турă?" - ыйтать час-часах хăйĕнчен хăй.
Чăннипе апла пулма кирлĕ те мар пек. Марье мăшăрĕпе, ачисемпе питĕ килĕштерсе пурăнчĕç вĕсем вунă çула яхăн. Вăтăр çиччĕмĕш çулхи выçлăх кăна килте кĕске вăхăтлăх тавлашу çуратрĕ. Ялта çимелли тупма çукран чылай çемье Çĕпĕре куçса кайрĕ. Ваççук та, мăшăрĕпе ачисене выçлăхран çăлас тесе, пĕр-икĕ çула та пулин унта кайма килĕшрĕ. "Тĕрĕс мар тăватăн, Ваççук, ялтан каяс тесе, - касса татрĕ ăна Марье мăшăрĕ. - Мĕн пỹрни пире таçта та шыраса тупать. Анчах эпĕ Эйпеçех юлатăп!"
...Çапах çемье, кил пуçĕпе килĕшсе, куççуль витĕрех, Çĕпĕре тухса кайрĕ. Унта йĕркеллĕ çурта та вырнаçтарчĕç, аслисем валли ĕç те тупăнчĕ. Апла пулин те телей курасси пулмарĕ. Чире пула çул çинчех Евкен хĕрĕ хыççăнхи икĕ ывăлне - Кольăпа Петьăна та - çичĕ ютра пытарса хăварма тиврĕ.
"Çав нушапа инкек мана пулах пулчĕç вĕт! - хăйпе хăй калаçса илчĕ вакун ураписем тук, тук! тунă майăн Васили, суранĕсемпе те, пуçа килсе çапнă хуйхипе те тỹсмелле мар асапланаканскер. - Тен, Марьене итленĕ пулсан, ачасем пурте сывă юлнă пулĕччĕç, мăшăр та, мана пула, çавăн пек тарăху, хуйхă курман пулĕччĕ... Çылăхлă çав эпĕ, çылăхлă! Çĕр çĕклейми çылăх ман çинче!.."
Çакăн пек тата ытти ырă мар шухăшсем Василие, ахаль те хăйне йывăр туяканскере, тата ытларах пусăрăнтарчĕç. Унпа пĕр вакунра ларса килекен тутар юлташĕ те унăн кăмăлне пĕтĕмпех çĕклеймерĕ. "Ан иккĕлен, пире тăвансем пăрахмаççех. Эпир урамра вăрçăлла выляса аманман вĕт!" тесе вун-вун хут каларĕ пулсан та.
Йышăнĕç-ши мана тăван килте?
Çак ыйту çул тăршшĕпех пăраларĕ унăн ахаль те ыратакан чунне. Çавна пула вăл Канашран кампа, мĕнле майпа Елчĕк енне çитнине те астумасть. Район центрĕнче маларах фермăра ĕçленĕ юлташĕсенчен пĕри ытамне илсе урапа çине çĕклесе лартни тата "Кĕçех çитетпĕр. Мăшăрупа ачусем часах мăйунтан çакăнĕç!" тенине кăна тĕлĕкри пек тĕселет. Тата унăн йăлăнăвне итлесе "ямшăк" Клавче аппăшĕ умне антарса хăварнине.
...Вăл, уксахла-уксахла, самаях кивелнĕ çурт калитки умне пычĕ. Çитрĕ те, те шаккас, те шаккас мар тесе операци туман, анчах çав-çавах хытă суракан сулахай аллипе шакăлтăкран тытрĕ. "Кам унта? - ыйтуллă сасă илтĕнчĕ шал енче. - Элей таврăнмарĕ пулĕ вĕт?!"
- Каçар-ха, Клавче, Ваççук эпĕ. Зайцев Ваççук. Турă пул, алăкна уç-ха... Пĕр-икĕ сăмах та пулин калаçса илер... Аллăмсем ĕçлемеççĕ, тăванăм...
Çак сăмахсене илтсен, Клавче çийĕнчех алăка уçрĕ. Уçрĕ те... пĕр самант ним калама аптăраса шанках хытса тăчĕ. Чылайччен хăй умĕнче чăннипе кам тăнине ăнланман хыççăн: "Ваççук! - тесе урмăшнă сасăпа кăшкăрса ячĕ вăл. - Эсĕ таврăнтăн-им?!"
- Çапла. Тăван яла çитрĕм, Клавче, - шăппăн хуравларĕ вăл хăй тĕллĕн такăна-такăна, арçын пуççăн куççульне тытса чараймасăр. Икĕ аллинчен пĕри те сывă мартан куçĕсене шăлса илме майне те тупаймарĕ. - Тен, Элей манран йĕркеллĕрех таврăнĕ. Анчах кам пĕлет: куçсăр пульăсемпе бомба-снарядсем никама та хĕрхенме пĕлмеççĕ... Тĕнче тамăка çаврăнчĕ пулас...
- Элей вилни çинчен пĕлтерчĕç пулсан та усал хыпара суя вырăнне хурса пурăнатăп. Пурте унта выртса юлмаççĕ пулĕ ĕнтĕ. Хăрушă пĕлтерĕве ниепле те чун йышăнмасть... Тен, мĕнле те пулин çаврăнса килĕ тесе Турра кĕл тăватăп... Чим, эпĕ сана: "Атя, кĕрер-ха, чей ĕçер", - теме те мансах кайрăм....
- Чей мар-ха, Клавче, - куççульпе тата пỹрпе пĕрле йĕпеннĕ куçĕпех (вăтанни çинчен мансах!) тĕмсĕлчĕ ун çине Васили. - Эпĕ, вăрçăра разведчик пулнăскер, сан пата разведкăна тесех чарăнтăм. Марье... Марье мăшăрăм йышăнĕ-ши мана?!
- Мĕн калаçса тăратăн?! Мĕншĕн ун пек калатăн, Ваççук?! - тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине унчченхи шанчăклă тантăшĕсенчен пĕри. Çапла каларĕ те Васили çине йăпăртах çĕнĕрен пăхса çаврăнчĕ. Кăмăлĕ те, чунĕ те, калаçăвĕ ĕлĕкхиех. Хăй вара... Пачах урăх çын!
Хăйне тĕсесе пăхнине, асăрханăвне, куçне курăнакан чăнлăха пытарма тăрăшса Клавче ыйтăвне хурав парас тенĕн калаçрĕ Ваççук.
- Тинех эпĕ çын кĕлетки кăна, - салхун сăмахларĕ ĕлĕкхи ял маттурĕсенчен пĕри пулнă арçын. - Аманнă урасем аран-аран пускалаççĕ. Икĕ аллăмран пĕри те сывă мар. Куçăмсем те тĕтреллĕ. Эпĕ текех никама та, нимĕнпе те савăнтараяс çук...
Çак сăмахсене илтсен Клавче, салтака ним хурав памасăрах, темиçе кил урлă çеç пурăнакан Марье патне тухса чупрĕ.
- Ваççук, Ваççук, мĕн аташса калаçатăн-çỹретĕн эсĕ кунта! - тепĕр самантранах алăкран тапса кĕчĕ мăшăрĕ, савăнăç куççульне юхтарса. - Эсĕ, эсĕ, камăн мăшăрĕ?! Нивушлĕ манран, ачасенчен ытлашши эсĕ?! - терĕ те темиçе уйăх каялла çеç кĕрнеклĕ те тĕреклĕ арçынран имшер те çинçешке, сисĕмлех тĕрексĕрленнĕ типшĕме лăпкăн ыталаса чĕри патне пăчăртарĕ. Вăл салтак ура çинче аран тăнине те, пичĕ-куçĕ суранпа та пỹрпе витĕннине те, хире-хирĕç хыттăн ыталамăх алли çуккине те туймарĕ.
Тăван кил ăшши, пехилĕ
темрен хăватлă тата сиплĕ...
Амăшĕн аркинчен тытса Клавче аппăшĕ патне танкăлтатнă Петя, асли Çĕпĕрте вилнĕ хыççăн унăн ятнех панăскер, Васили кам иккенне пĕлмерĕ пулсан та, унăн кивĕ шинелĕпе шăлаварне асăрхамарĕ те. "Атя киле, атя" тенĕ евĕр çĕрелле усăнса пыракан сулахай аллинчен сĕтĕрчĕ. Ара, икккĕри-виççĕри ача-пăча мĕнех ăнлантăр-ха? Ун вырăнне асли, виççĕ урлă каçни, халапри Иван ята чăвашлатса Ванюш ят пани, амăшĕ "ку санăн аçу пулать" тесен, "тутар вăл" тесе лаплаттарчĕ те хучĕ (ĕлĕк ача-пăча усаллансан е шухăлансан тỹрех: "Тутар килет!" - тесе хăратнăран, çитменнине амăшĕпе юнашар сăнран кайнă чăлах арçын тайкаланса пынăран чăннипех те хăрушă та усал тутар тесе шутланă пулмалла вăл). Анчах çакна тăван ашшĕ те, амăшĕ те илтмĕше хурса савăнăçлă сăмахсене малаллах тăсрĕç.
- Эсĕ киле таврăнмасăр, ăçта та пулин тăрса юлнă пулсан, усал хыпара илтсенех мăй çине мăйкăч хураттăм, - тет Марье мăшăрне çаплах ыталама та чуп тума пăрахмасăр.
- Эсĕ мана йышăнман пулсан эпĕ... Клавче килĕнчен тухаттăм та, епле те пулин мăйран чул кăкарса, Пăлана чăматтăм. Хама тăван енре, ял çырминче пуç хунипе мăн кăмăлланса вилсе выртаттăм. Епле пулсан та тăшмана парăннинчен, ун мăшкăлĕнчен çăмăлтарах пулатчĕ...
Çак пĕр тĕлсĕр, анчах, тен, чĕререн тухнă сăмахĕсем хыççăн вĕсем пĕр-пĕрне хирĕç нимĕн те калаймарĕç. Ун вырăнне хытăрах ыталанчĕç, куçран куçа телейлĕн пăхрĕç çеç. Шăпах çакă, тăван ял, çемье, кил-çурт ăшши Ваççука чăн пурнăçпа йăпанма, тĕнче илемĕн ытамне кĕрсе ỹкме пулăшрĕç те.
Кăштах сывалнă, вăй илнĕ хыççăн ăна бригадира лартрĕç, унтан колхоз председателĕн ĕçĕсене пурнăçлама та шанчĕç. Ара, ялта арçынсем çукпа пĕрех пулни хăйпе хăех çĕкленĕ ĕнтĕ ăна. Чи малтанах вăл пурнăçа хаклама, çынсен ĕçне хисеплеме, чыслама пĕлни килĕшнĕ халăха. Яла вĕреннĕ, вăй питтирех çынсем таврăнсан вăл савăнсах хăйĕн "должноçĕсене" пултаруллăраххисене сĕннĕ, кăмăлтан шанса панă. Анчах, çийĕнчех тенĕнех, хăйне ытти ĕçе кỹлнĕ: лаша ферминче йĕркелĕх тытса тăракан конюх, пушар деповĕн хуçи тата ытти те. Икĕ алăри (пĕри çавах чавси таран татăк) тăватă пỹрнепех вăл çынсене кĕреçе-сенĕк аври лартса пама пултарнă, ут кỹлмелли хатĕрсене юсанă. Каярах чăн-чăн маçтăр пулса тăнă. Çуклă-пурлă вăйĕпе тата алли-урипе чỹрече тата турăш рамисем ăсталама вĕренсе çитнĕ. Çав вăхăтрах ывăлĕсене (вăрçă хыççăн çуралнă Зинона та) кукăр пăтасене тỹрлетме, хăй тытма вăй çитереймен пысăкрах йывăç-хăмасене каскалама тата савалама вĕрентнĕ. Хăй вара чи кирлĕ, хитре пулмалли ăпăр-тапăра кĕленче катăкĕпе якатса тĕлĕнмелле хитре сăн тата илем кĕртнĕ. Каярахпа хăйсене кăна мар, ытти хуçалăхсемшĕн те мунча кăмаки купалама та ăсталăх тата чăтăмлăх çитернĕ.
- Мухтав Турра, атте хăйшĕн темле асаплă пулсан та ("йывăр" сăмах унăн çăварĕнчен пĕрре те тухман) чун канлĕхĕ, савăнăçĕ тупатчĕ, - аса илеççĕ паян хăйсен çемйисемпе шăкăлтатса пурăнакан икĕ аслă ывăлĕ Ванюшпа Леонти. - Эпир ĕçе тухса кайсан пĕчĕкрех пуленкесене çурни, шăннă какая, Зинон тытса килекен мулкачпа ытти кайăксен какайне киленсе ваклани те сахал мар пулнă. Питĕ шел, унăн мăшăрĕ, пирĕн юратнă анне, унран вунă çула яхăн маларах вилсе выртрĕ. Кĕçĕн ывăлĕсем те вăхăтсăртарах çĕре кĕчĕç. Хăй тăхăр вуннă урлă каçсан атте вара ача пекех савăнчĕ. Яла таврăнсан хăйĕн вăрçăри паттăрлăхне чысласа наградăланă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе медалĕсене (вĕсем хăй госпитальтен таврăннă хыççăн килчĕç) пире парнелерĕ.
- Пĕлетпĕр-ха, аçăр вăрçă хыççăн та госпитальсенче пĕрре кăна мар пулнă. Уçăлатчĕ-и унăн сывлăхĕ кану-сиплев хыççăн? - ыйтатăп сывă ывăлĕсемпе кинĕсенчен.
- Чылай çăмăлланатчĕ, паллах. Пичĕ-куçĕ кăштах çуталатчĕ. Сывлăшĕ лайăхрах çаврăнма пуçлатчĕ. Анчах район больницинчи е ытти комиссисене ниепле те каясшăн пулмарĕ. Иккĕмĕш ушкăнри инвалидран пĕрремĕшне куçарас тетчĕç ялан тухтăрсем. Чăн та, хăйне темиçе хутчен те туберкулез диспансерне вырттарчĕç. Анчах, тĕплĕнрех тĕрĕслетчĕç те, ỹпки çинчи хура нимĕнле шыçă та мар, вăрçăра çурăлнă мина ванчăкĕ пулнине çирĕплететчĕç. Ăна операци туса илме вара пĕрре те килĕшмерĕ.
- Мĕншĕн-ши?
- Хампа пĕрлех пытăр лере, - тетчĕ кашни тĕрĕслев хыççăнах. - Тĕнчери вăрçă-харçă манпа пĕрле çухалтăр... Фронтовик тата инвалид тесе машина-тавраш илес ыйту патне те таврăнасшăн пулмарĕ вăл.
- Аçăр, чăлах пулсан та, сахал пурăнман, тăхăр вун икĕ çула çитнĕ. Паллах, ăна пăхакансене пĕрре те çăмăл пулман...
- Тĕрĕс. Вăл тĕп килтен сайра-хутра кăна тухатчĕ, аслисем патĕнче кăштах пурăнса савăнтаратчĕ те тỹрех кĕçĕн ывăлĕ Зинон патне васкатчĕ. "Манăн унта вилмелле. Унтанах яланлăх канлĕхе каймалла", _ тетчĕ яланах. Ывăлĕ кăшт маларах вилчĕ те, кинĕ Валентина ăна тăван хĕрĕ пек пăхрĕ. Ун пек тимлĕ, пур енчен те кăмăллă, çынна хисеплеме тата юратма пултаракан чăтăмлă хĕрарăм тĕнчере урăх çук та пулĕ... Тен, çавăнпах ĕнтĕ ачисемпе кинĕ те, мăнукĕсем те маттур та пархатарлă.
АВТОРТАН: çырса кăтартнă çемье пурнăçĕ тата тĕслĕхĕ хальхи саманари çамрăк мăшăрсене пур-çук çитменлĕхшĕнех е сивĕ сăмахшăнах тарăн хирĕçĕве кĕрсе каясран асăрханма хистессĕн туйăнать.
А.ТИМОФЕЕВ.
Сăн ỹкерчĕкре: Ĕмĕрне пĕр-пĕрне юратса ирттернĕ Василий разведчик-фронтовикпа Мария Зайцева тыл паттăрĕ.