06 ноября 2014 г.
Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулса иртнĕ ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕн кĕрекинче Елчĕк районĕнчи çĕр ĕçченĕсем, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе республика шайĕнче палăрнăкерсем, сумлă вырăна йышăнма тивĕçлĕ пулнă.
Кăçалхи çак тапхăрта тухăçлă ĕçленĕшĕн тата производствăпа экономика кăтартăвĕсене ỹстернĕшĕн Елчĕк районĕ кăнтăр зонăри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнине, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ тупăшлă тата тухăçлă ĕçленине палăртнă. Района тата "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативне дипломсем тата укçан преми парса чыс тунă.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçлĕ пулнă "Комбайн" ЯХПКри Владимир Анисимов электрогазосварщика, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ "Прогресс" АХОри тĕп инженера Валерий Куприянова самант пулнипе усă курса республика шайĕнчи уявра чыслани Елчĕк районĕн ят-сумне тата ỹстерет.
Уява пухăннисене республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. Пурнăçа лайăхлатассишĕн тăрăшакансене малашнехи ĕçре ăнăçусем, телей суннă. Паллах, тĕп сăмах Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумне - ял хуçалăх министрне С.Павлова тивĕçнĕ. Вăл агропромышленность комплексĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
С.АНАТОЛЬЕВА.