30 октября 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:
1. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура "Победа" сахал яваплă юлташлăх çĕнтернĕ, куçса çỹрекен ялавпа диплома тивĕçнĕ. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 14 процент, сĕт туса илесси 21 процент ỹснĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 45 центнер аш-какай, 980 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 5520 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултра выльăхсене пĕр талăкра 861-шер грамм ỹт хуштарнă.
2. Фермăсен коллективĕсем хушшинчи ăмăртура çĕнтернĕ, дипломсем парса чыс тăваççĕ.
"Энтепе" сахал яваплă юлташлăхăн Энтепери ĕне фермин коллективĕ. Кунта 9 уйăхра кашни ĕнерен 4416 килограмм сĕт сунă.
Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Аслă Елчĕкри сысна фермин коллективĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кунта сыснасен хисепне пĕлтĕрхи шайра тытнă.
3. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура çĕнтернĕ ĕçченсене Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыслаççĕ:
Анна Ивановна Константиновăна, "Победа" ОООри ĕне сăвакан оператора. Вăл кашни ĕнерен 5924 килограмм сĕт сунă.
Валентина Алексеевна Смирновăна, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем талăкра 930-шар грамм ỹт хушнă.
Наталия Николаевна Красновăна, "Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхри мăйракаллă шултра выльăх самăртакан оператора. Вăл хăйне çирĕплетсе панă мăйракаллă шултра выльăхсене пĕр талăкра вăтамран 985-шер грамм ỹт хуштарнă.
Татьяна Геннадиевна Даниловăна, "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи сысна самăртакан оператора. Вăл самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра вăтамран 865-шер грамм ỹт хушнă.
Феодосия Семеновна Красильниковăна, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи сысна çурисем илес енĕпе ĕçлекен оператора. Вăл кашни тĕп амаран 29,2 çура илнĕ.