30 октября 2014 г.
Районти аграрисем - ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тата вĕсене пулăшса пыракан предприятисенче вăй хуракансем уй-хирти ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн паллă тăвакан йăлари професси уявĕ Елчĕкре ĕнер пулса иртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, пултаруллă тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансене уяв ячĕпе саламлама республикăран килсе çитнĕ хăнасемпе пĕрле кашни ял тăрăхĕ, вырăнсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем, районти библиотека тытăмĕнче тăрăшакансем хутшăннипе тулăх кĕркуннене тав туса, çĕр ĕçченне сума суса хатĕрленĕ куравсемпе уяв хăнисем кăмăлтан паллашрĕç. Кăçал, культура çулталăкĕнче вĕсене тата çỹллĕ шайра хатĕрленине палăртрĕç.
Çут çанталăк кăçал ял хуçалăх ĕçченĕсен умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ, вĕсен чăтăмлăхне тĕрĕслерĕ пулин те çăмăл мар лару-тăрура та районти ĕçченсем хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç, тăрăшса ĕçлерĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов та çакна палăртса каларĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче черетлĕ ял хуçалăх çулталăкĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20591 гектар, кĕлет виçипе шутласан пурĕ 46154 тонна, 1 гектартан вăтамран 23,6 центнер, çĕр улми 11324 тонна (1 гектартан 159 центнер), пахча çимĕç тата унăн вăрлăхĕсене 1344 тонна (1 гектартан 151 центнер) пухса кĕртнĕ. Курнавăшри Ю.Цветков фермер 350 гектар çинче çитĕнтернĕ тĕш тырă культурисенчен чи пысăк тухăç - 48 центнер алла илнĕ. "Сатурн" ЯХПКра 1 гектартан кĕлет виçипе вăтамран 36,8 центнер, Андрей Севриков фермер 34,4, "Рассвет" ЯХПК 32,1, Борис Тихомиров фермер 33,1 центнер тыр-пул пухса кĕртнĕ. Çĕр улми туса илессипе иртнĕ çулсенчи пекех "АСК-Яльчики" ООО тата Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕ чи пысăк кăтартусене çывхартнă.
Кăçалхи 9 уйăхри пĕтĕм категорири хуçалăхсенче, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт туса илесси, мăйракаллă шултăра выльăхсене тата сыснасене ỹт хуштарасси ỹснĕ, мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепĕ те ытларах пулнă. Туса илекен ял хуçалăх продукчĕсене тивĕçлĕ хакпа сутнă. Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕсенчи отчетлă тапхăрти таса тупăш пайĕ 111695 пин тенкĕпе (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 49 процент ытларах) танлашать.
Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансем çитес çулхи тухăç никĕсне те çирĕп хывса хăварнă - кĕр тыррисене пĕтĕмпе 5711 гектар çинче акса хăварнă.
Производствăра малта пыракансене чыслани уяври чи савăнăçлă самант пулчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессишĕн сарăлнă ăмăртура çĕнтернĕшĕн куçса çỹрекен ялавпа диплома иртнĕ çулхи пекех "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ илме тивĕçлĕ пулчĕ. Çĕр улми туса илессипе ĕçлекен "Слава картофелю -Яльчики" агрофирма" сахал яваплă юлташлăх ячĕ-сумĕ те çулсерен ỹссе пырать. "Победа" сахал яваплă юлташлăхри Аслă Пăла Тимешри ĕне фермин коллективĕпе никам танлашаймасть. Кăçал та вĕсем - чи малтисем.
(Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уяв умĕнхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнипе тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллашма пулĕ).
ххх
Район центрĕн тĕп лапам территорийĕнче ĕнер ирех нихçанхинчен ытларах çын хĕвĕшрĕ. Кунта ял хуçалăх продукчĕсемпе сутă тăвакан пасар ĕçлерĕ. Иртнĕ çулсенчипе танлаштарсан кĕркуннехи пасар пуянрах та пулни палăрчĕ. "Канашская" кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри филиалĕ вырăнта туса кăларакан продуктсене, уйрăм çынсем, тĕслĕхрен Патреккелте пурăнакан Николай Захаров хăй аллипе хăваран çыхса тунă карçинккасем сутма пасара илсе тухнине çынсем ырласа йышăнчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсем ытларах тырă-пулăпа, аш-пăшпа суту-илỹ турĕç пулсан, фермерсем туянакансене тĕрлĕ пахча çимĕç, çимелли тата вăрлăхлăх çĕр улми сĕнчĕç. Ленин ячĕллĕ ЯХПК, "АСК-Яльчики" ООО, "Эмметево" ООО, "Колос", "Комбайн", "Рассвет" ЯХПКсем, Аслă Елчĕкри Николай Светлов, Таяпа Энтринчи Анатолий Петровпа Владимир Галкин, Федор Шадриков, Каркаларти Андрей Севриков фермерсем сутакан ял хуçалăх продукчĕсене çынсем черет тăрсах туянчĕç.
Светлана АРХИПОВА.