22 октября 2014 г.
Юпан 26-мĕшĕнче сехет йĕпписене хĕллехи вăхăта юлашки хут куçарĕç. Раççейри чылай регионти çынсем çак кун çĕрлехи 2-ре сехет йĕппине 1 сехет каярах куçарĕç. Текех вара вăхăта улăштармĕç.
Экспертсен шухăшĕпе, çак кун çынсем 1 сехет ытлашши çывăрнисер пуçне хĕл валли вăй-хал пухĕç. Олег Никифоров психотерапевт каланă тăрăх, хĕллехи вăхăт психологи тĕлĕшĕнчен лайăхрах витĕм кỹрет-мĕн. Раштав уйăхĕнче ирхи тĕттĕмре ача садне, шкула, ĕçе виçĕ эрне çеç çỹреме тивет-çке-ха. Кайран кун вăрăмланма тытăнĕ.
Раççейре пурăнакан чылай çын халĕ стреспа аптăрать-мĕн. Çавăнпа çулталăкне икĕ хут сехет йĕпписене куçарни кирлĕ мар. Çакă экономика тĕлĕшĕнчен те лайăх-мĕн. Çапла майпа электроэнерги сахал расхутланать. Экспертсен шухăшĕпе, сехет йĕпписене куçарни çул çинчи аварисен шутне те чакарать. Ку ĕç хастарлăхне те лайăх витĕм кỹрет.
Хăшĕ тĕрĕссипе тĕрĕс маррине сехет йĕпписене куçарсан курăпăр.