14 октября 2014 г.
"Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ" пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" Пăр керменĕнче иртрĕ. Форума хутшăнакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламларĕ. Кунтах _ РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, Пĕрлешнĕ нацисен организацийĕн (ООН) Генеральнăй секретарĕн спорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пулăшуçи Вильфред Лемке, студентсен пĕтĕм тĕнчери Союзĕн президенчĕ Код Луи Гацен, "Спорт-Аккорд" пĕтĕм тĕнчери спорт организацийĕн президенчĕ Мариус Визер, РФ Патшалăх Думин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков, Олимп вăййисен тата тĕнче чемпионĕсем - РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей Геройĕ Александр Карелин, Олег Саитов, Александр Попов, Татьяна Казанкина, Александр Сальников, ытти çăлтăрсемпе тĕнчери тата çĕр-шыври спорт федерацийĕсен ертỹçисемпе паллă тренерсем.
Ларура Аркадий Дворкович вице-премьер, Мариус Визерпа Вильфред Лемке, "Спорт пуриншĕн те" Пĕтĕм тĕнчери Ассоциаци Президенчĕ Хо Чонг, пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн (ФИДЕ) президенчĕ Кирсан Илюмжинов, Раççей Олимп комитечĕн ертỹçи Александр Жуков, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ, спорт министрĕсем Дмитрий Ливановпа Виталий Мутко сăмах каларĕç.