08 октября 2014 г.
1941-1945 çулсенчи вăрçă халăх историйĕнче хурлăхлă йĕр хăварчĕ.
1943 çулхи кĕркунне Днепр патĕнче хаяр çапăçусем пынă. Ирсĕр фашистсем каялла чакасшăн пулман. Тан мар çапăçура пирĕн ентешĕмĕр Семен Алексеевич Андреев паттăррăн çапăçса вилнĕ. 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Кăçал паттăр çуралнăранпа 90 çул çитрĕ.
С.Андреевăн ячĕ вилĕмсĕр. Кĕнекесенче те сахал мар çырнă ун çинчен. Совет Союзĕн Геройĕн ятне илме тивĕçнĕ ентеше асăнса Аслă Пăла Тимешри шкулта çулсеренех уçă класс сехечĕсем иртеççĕ. Паттăрăн ашшĕпе амăшĕ патне янă çырури, Андреевпа пĕрле çапăçнă салтак çырăвĕнчи йĕркесене вуланă чух ачасем уйрăмах тимлĕ лараççĕ. Вĕсен куçĕсенче ăна хĕрхенни, унпа мăнаçланни, фашистсене курайманни палăрать.
Кирек мĕнле вăрçă та куççульсĕр, çухатусăр пулмасть. "Вăрçă асаппа инкек акать", - тенĕ ваттисем. Нумай çамрăк пуçĕсене хурса пулас ăрусене валли телейлĕ пурнăç туса панă. Чăваш ачи, Энтепе каччи пирĕншĕн - чăн-чăн паттăр, тĕслĕх. Пулас патриотсемшĕн çакăн пек тĕслĕхсем кирлех.
Çитĕнекен ăрăвăн пуласлăхĕ телейлĕ пултăр. Тек пирĕн çĕр-шыв çинче кăвар ан ялкăштăр. Паян парта хушшинче ларакан арçын ачасем - пулас салтаксем, çĕр-шыв хỹтĕлевçисем. Вĕсене чăн-чăн патриот пулса ỹсме, паттăрсенчен тĕслĕх илме хăнăхтаратпăр.
А.МИХЕЕВА.