Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн тĕррисенче пурнăç илемĕ ("Елчĕк Ен")

27 августа 2014 г.

Унăн тĕррисенче пурнăç илемĕ ("Елчĕк Ен")

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче Аслă Пăла Тимешре çуралса ỹснĕ, Шупашкарта пурăнакан Валентина Васильева тĕрĕ ăстин выставки уçăлнă.

Çирĕм-вăтăр çул каялла та ялта ỹссе çитĕнекен хĕр-упраçа амăшĕ шкул парти хушшине ларсанах ал ĕçне вĕрентнĕ. Ĕлĕкрен пыракан чăваш йăли-йĕркипе хĕр çап-çамрăклах качча кайма арча тулли тупра хатĕрленĕ. Турăш умĕн, чỹрече каррисем, минтер пичĕсем, простыньсем, пит шăллисем... тĕрленĕ. Пултаруллисем михĕсем çине кавир тĕрлеме те ỹркенмен. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсене тупса илейменрен çăмран ача-пăча валли çыхнă кофти-йĕмне, тутăрне сỹтнĕ. Канвине те тупса илме хĕнтерех пулнă. Ытларах карас куç çине хĕреслĕ майпа тĕрленĕ.

Мĕн ачаран тĕрлеме юратнă Валентина Васильева (хĕр чухнехи хушамачĕ Александрова). Хăй аллипе сахал мар япала ăсталанă. Анчах вăхăт иртнĕ май вĕсем "модăран" тухнă та кил-çуртра усă курма пăрахнă. Çапах Валентина уншăн ỹпкелешмест, вăхăтĕнче тĕрлеме вĕреннĕшĕн хĕпĕртет.

Шкулта технологи предметне ертсе пынă Галина Германовна Диомидова тĕрлĕ çĕвве вĕрентнине ытарлăн аса илет вăл. Паян вара тĕрĕçĕсем ача чухнехилле шултра хĕрес туса тĕрлемеççĕ. Саманине кура тĕрлес мелсем те çĕнелнĕ. Тĕрлемелли материалĕсем те темĕн тĕрли пур.

Валентина ача чухнехи юратнă ĕçе тепĕр хут пуçăнни нумай вăхăт мар-ха. Виççĕмĕш çул çеç. Пĕринче пушă вăхăт тупăннă та унăн - алла йĕппе çип ярса тытнă. Малтанах пĕчĕк ỹкерчĕксем тĕрленĕ, унтан хавхаланса - пысăккисене. Хĕрарăма мĕн пĕчĕкрен илемлĕх тĕнчи илĕртет, çавна май вăл чечексене канва çине "куçарнă". Мĕнли кăна çук: хризантемăсем, мăкăньсем, пионсем... Валентина Витальевна тăван тавралăх илемне ытараймасть: мăшăрлă чарлансем, çерçисем... ĕçĕсем ахальтен мар илемлĕ пулса тухнă. Кайăкĕсем чĕп-чĕрĕ тейĕн. Ягуарпа тигр та çивĕч куçлă.

Кăçал Лаша çулталăкĕ пулнăран тăватă уйăх тĕрленĕ вăл çĕмрен утсене. Чăтăмлăхпа ỹркенменлĕх пулмасан вĕçне тухасси çинчен ĕмĕтленмелли те çук. Тутлă ыйхăна татса тĕрлесе ларнă вăхăта шутласан тата!

- Алла йĕппе çип илсен пỹрнесем вылянса кăна тăраççĕ. Тĕрĕсенче канăçлăх тупатăп. Çĕнĕ ĕçĕн вĕçне хăвăртрах курас, юратнă çынсене кăтартас килет. Вĕсем те ман ỹкерчĕксемпе кăсăкланни хастарлăха ỹстерет, - тет маçтăр.

Мăшăрĕ, Андрей, арăмĕ пушă вăхăтра хăйне килĕшекен ĕçпе ларнăшăн сивĕ сăмах каласа курман. Ара, кил хуçи хĕрарăмĕн, икĕ ача амăшĕн тивĕçĕсем сахал мар. Упăшкине хуçалăха ертсе пынă çĕрте пулăшма та ĕлкĕрет пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм.

Хваттерти пỹлĕмсене тĕрленĕ ĕçсем илем кỹреççĕ. Вĕсен хакне нимĕнпе те виçеймĕн: унта ăшăлăх, çепĕçлĕх, юрату...

Васильевсем мулине çипписем, тĕрĕ схемисем, рамăсем шырама, туянма çемйипех çỹреççĕ лавккана. Мăшăрĕпе ывăлĕсене хавхалантарас тесе арçынсене килĕшекен ỹкерчĕксемпе савăнтарать Валентина. Рамăри тĕрĕсем хăйсен вырăнне тупасси иккĕлентермест. Хăйĕн пĕр картинине Валентина Витальевна Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева та парнеленĕ.

В.Васильева тĕрĕçĕн ячĕ район çыннисемшĕн çĕнĕ мар. Унăн чылай тĕррипе Елчĕксем тĕрлĕ выставкăра паллашнă. Энтепе клубĕн фойинче те пĕр вăхăт çакăнса тăнă вĕсем.

Валентинăн мăшăрĕ Андрей Петрович районти "Энтепе" хуçалăха ертсе пырать. Васильевсен çемйинче икĕ ывăл çитĕнет. Асли, Дима, виççĕмĕш курс студенчĕ. Артем çиччĕмĕш класа каять. Çемье туслă, пĕр çăвартан килĕштерсе пурăнать. Пĕр-пĕрне кирек мĕнле ĕçре те пулăшса пырать килĕшỹллĕ те ĕçчен мăшăр. Хальлĕхе курава 37 картина тăратнă. Тĕрлеме пуçăннисем, ырă ĕмĕт-тĕллевсем вара нумай.

- Хăй кăна интересленмест. Манăн йăмăка та "чире" ячĕ. Халĕ тăванăм ватлăх кунĕсене пăхмасăр тĕрлет, - пĕлтерет Валентинăн хунямăшĕ Олимпиада Михайловна. - Илемлĕх тĕнчене çăлать тени тĕрĕсех. Пĕринчен тепри хитре.

В.Васильева куравне уçнă çĕре маçтăрăн çывăх тăванĕсем, культура ĕçченĕсемпе шкул ачисем, Елчĕкри тĕрĕ ăстисем йышлăн хутшăннă. Г.Шипцова, Н.Печкова, Г.Тимофеева тĕрĕçĕсем çĕнĕлле тĕрлекен ăстан ĕçне пысăк хак парса хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Пухăннисене Аслă Пăла Тимешри культработниксем, Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи "Мандаринки" ушкăн илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

Музейра Валентина Васильеван куравĕ пĕр уйăх ĕçлет. Пултаруллă тĕрĕçĕн выставкинче кашни çын киленỹ тупĕ. Вĕсенче - пурнăç илемĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: В.Васильева хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика