16 августа 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.Путинăн 2014 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм экономика мерисемпе усă курасси çинчен" Указне, Раççей Федерацийĕн Правительстви çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх тата ытти апат-çимĕç продукчĕсене - пурĕ 40 тĕрлĕ - кỹрсе килессине пĕр çулталăка чарса лартасси çинчен йышăнăвне ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансем хаклаççĕ.
Гурий ФЕДОРОВ, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ:
- Раççей Президенчĕпе Правительство пирĕн çĕр-шыва хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен хăш-пĕр таварсене кỹрсе килессине вăхăтлăха чарса лартасси пирки тунă йышăну импорт çулне пỹлмелли чи витĕмлĕ мел пулса тăчĕ. Вăл вырăнлă та, вăхăтлă та пулчĕ.
Уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансем хăйсен ĕçне юратса тата хавхаланса пурнăçлаççĕ. Çавна май пахалăхлă продукци туса илессине çулран-çул ỹстерсе пыратпăр пулин те, ял хуçалăх таварĕсен сутлăх хакĕсем, пытармалли çук, пире халĕччен туллин тивĕçтермен. Çаксен сăлтавĕ пĕтĕмпех - Раççей рынокне вăйлă аталаннă ЕС, США, Канада тата ытти çĕр-шывсем хăйсен йỹнĕ таварĕпе тултарнинче.
Юлашки вăхăтра "шурă ылтăнпа" танлашнă сĕтĕн хакĕ самай чакни те шухăшлаттарать.
Малашне лару-тăру улшăнасса пĕлетпĕр. Çавна май пирĕн малтан палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр пикенсе вăй хумалла - тухăçлă тыр-пул çитĕнтермелле, пахалăхлă сĕт, аш-какай туса илессине ỹстермелле. Производствăна анлăлатмалли мĕн пур майсем - пирĕн алăра.
Петр СКВОРЦОВ, "Прогресс" акционерсен хупă обществин директорĕ:
- Раççей рынокĕ ют çĕр-шыв таварĕсемпе тулса ларнăран вырăнта туса илнĕ ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма йывăрлăхсем тухса тăнă, тата вĕсен хакĕсем те тивĕçтермелле пулман пулин те пирĕн патăмăрта темиçе çул каяллах вĕсене ĕçлесе хатĕрлекен хушма цехсем уçнă. Хальхи вăхăтра 7 тĕрлĕ аш-какай продукцийĕ туса кăларатпăр. Пекарня, макарон цехĕ, çăнăх авăртакан арман та ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вырăнти пахалăхлă чĕр тавартан хатĕрленĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсен пысăк пайне халĕччен хамăр лавккасенче сутнă пулсан, малашне вĕсене тивĕçлĕ хакпа вырнаçтармалли ытти майсем те уçăлĕç.
Раççей Президенчĕн шухăшĕ тĕрĕс. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене патшалăх шайĕнче хавхалантарнине ăнланса пирĕн тата пуçаруллă пулмалла, пикенсе вăй хумалла. Çавна май эпир тата çирĕпрех тĕллевсем палăртатпăр: мăйракаллă шултăра выльăхсемпе сыснасен йышне тата ỹстермелле, сăвăнакан ĕнесем 700 пуçран кая мар пулмалла, продуктивлăха ỹстермелле.
Юрий МЯСНИКОВ, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ:
- РФ Президенчĕ В.Путин Указĕпе килĕшỹллĕн Раççее хирĕç санкцисем йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх продукцийĕсене, апат-çимĕç тата ытти хăш-пĕр таварсене кỹрсе килессине чарса лартнине пурте ырласа йышăнатпăр. Çавна май пирĕн, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен, малашне тата тăрăшса ĕçлеме кирлине ăнланатпăр. Пахалăхлă аш-какай тата сĕт ытларах туса илме, тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме хамăр ума тĕллев лартатпăр. Кашни ĕнерен сĕт сăвассине тивĕçлĕ шая çитермелле, пĕр гектартан 40-45 центнертан кая мар тĕш тырă туса илмелле. Производствăна аталантарассишĕн тăрăшса çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртетпĕр - фермăсене реконструкци тăватпăр, çĕнĕ йышши техника туянатпăр.
Ял хуçалăхне аталантарассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшсан ăнăçу пуласса шанатпăр.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.