16 августа 2014 г.
"Победа" сахал яваплă юлташлăхра тăрăшакансем 520 гектар çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлессине çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче - районта чи малтан вĕçленĕ. Тыр-пул тухăçĕ те япăх мар. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр ăна кашни гектартан 27 центнер пухса кĕртнĕ.
Уй-хирти ĕçсене пурнăçланă çĕрте çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнине, ял хуçалăх предприятийĕн дирекцийĕпе специалистсем палăртнă тĕллевсене яваплăха туйса пурнăçланине кура кунта ĕç тухăçлăхĕ пысăк, кăтартусем те ỹссех пыраççĕ.
Тĕш тырă культурисене çапса тĕшĕлеме хутшăннă, шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларнă Вячеслав Овечкин, Иван Овечкин комбайнерсене, водительсемпе ытти механизаторсене - вырма ĕçĕсене пурнăçлама тỹрĕ кăмăлпа хутшăннисене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн - уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха тăкаксăр пỹлмесене пухса кĕртнĕ ятпа Николай Головин директор пурне те ятран палăртса тав тăвать. Ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунать.