Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпе туслисем - тыр-пул ăстисем ("Елчĕк Ен")

06 августа 2014 г.

Çĕрпе туслисем - тыр-пул ăстисем ("Елчĕк Ен")

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕн пулăхлă çĕрĕсем çинче, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, кăçал та тухăçлă тыр-пул çитĕннĕ.

ПР2 репродукцири "Адама" сорт сĕлĕ, пĕр ỹстермесĕр калатпăр, 1 гектар пуçне 45 центнер тухăç панă. Хальхи вăхăтра çапса тĕшĕлекен урпа та хăйĕн тухăçĕпе савăнтарать.

- Çывхартнă кăтартусен вăрттăнлăхĕсенчен пĕри - пĕрчĕллĕ тата пăр-çа йышши культурăсен калчисене çулçă витĕр азотлă удобренипе апатлантарнинче те, - каласа кăтартрĕ ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçин çумĕ Олег Карсаков. Çак ĕçе лаптăксене тĕрлĕ чир-чĕртен, çум курăксене хирĕç кĕрешсе им-çам сапнă вăхăтра пурнăçланăран тăкаксем ытлашши нумаях та пулман.

Ял хуçалăх предприятийĕнче тыр-пула паянхи кун тĕлне 837 гектар çинчен (49 процент) пухса кĕртнĕ. Çанталăк условийĕсене пула тырă кирлĕ пек - пĕр вăхăтра пулса çитейменрен, анасем çум курăксăр, таса пулнă пулин, кĕр тыррисене, сĕлĕпе пăрçана малтан вырса кушăхтармасăр ниепле те çапса тĕшĕлеме май килмен. Çавна пула, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ĕç çи каярах юлнă. Тыр-пул ăстисем, умри йывăрлăхсене пăхмасăр, вырма ĕçĕсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.

Ĕçе тухăçлă йĕркелеме кунта мĕн пур майсем çителĕклĕ - уй-хире пĕр харăсах çĕнĕ йышши темиçе хăватлă техника тухать, вĕсене чи ăста механизаторсене шанса панă. Михаил Андреевпа Владимир Васильев тыр-пула çулса кушăхтарма валемсене хывма хăйсем çине яваплăх илнĕ пулсан, Владимир Анисимов, Валерий Андреев тата Вячеслав Капламов ăна çапса тĕшĕлеме хутшăнаççĕ. Юлашки кăтартусемпе хаклас пулсан ĕçлĕ тупăшура Вячеслав Капламов чи малти тесе палăртнă. Хăйне çирĕплетсе панă Палессе-12 комбайнпа вăл 4000 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Николай Алексеевич Головин, Алексей Васильев, Олег Львов, Николай Михайлович Головин водительсем çапса тĕшĕленĕ тырра ял çывăхĕнчи йĕтеме леçеççĕ. Ăна кунта ВЦС-50 йышши комплекспа усă курса алласа тасатаççĕ, вăрлăх калибрлаççĕ. Хальлĕхе 150 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕ сумлă ята çĕре ỹкермест.

ВЦС-50 тырă аллакан хăватлă комплекса Владимир Марков ĕçлеттерет. Илья ывăлĕ - ашшĕн шанчăклă пулăшаканĕ.

Уй-хирти кашни ĕç вĕçе-вĕçĕн пулса пырать - улăм пухаççĕ. Ăна малтанхи пек шпагатпа мар, сеткăпа çыхса рулон тăваççĕ. Леонид Сусметовпа Владислав Изратов çĕнĕ йышши агрегатсемпе усă курса кĕрхи çĕртме тăваççĕ, Вячеслав Елисеев кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлет.

Светлана АРХИПОВА. 

Сăн ỹкерчĕкре: Вячеслав Капламовпа Валерий Андреев комбайнерсем, Олег Львов уй-хирте тухăçлă тыр-пул çитĕннипе кăмăллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика