02 августа 2014 г.
Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ В.Катюкова ертсе пыракан ушкăн 1 ача садĕнче тата 8 вĕренỹ учрежденийĕнче пулчĕ.
Чи малтанах "Чебурашка" ача садĕнчи лару-тăрупа паллашрĕ вăл, ача сачĕн картишне пырса кĕрсенех кунти тирпей-илем, капăр чечексем кăмăла çĕкленине палăртрĕ. Ĕçченсем тăрăшуллă пулнине шалти капăрлăхпа хăтлăх та лайăх çирĕплетрĕ. Н.Тикушевăпа С.Васильева поварсем пирки те ырă сăмах каламалла. Вĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçлаççĕ, столовăйри кашни япала хăйĕн вырăнĕнче.
Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн тата искусство шкулĕн ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те кăмăллă юлчĕç комисси членĕсем, çапах та хăш-пĕр çитменлĕхе асăрхаса вĕсене кĕске вăхăтра пĕтерме сĕнỹсем пачĕç.
Патреккел шкулĕ кашни çулах тасалăхпа тирпейлĕх енĕпе палăрать. Шкул умĕнчи, картишĕнчи пысăк лаптăкра çитĕнекен чечексем куçа йăмăхтараççĕ. Эпир çитнĕ вăхăтра шкул пахчинче практикăна çỹрекен ачасем тăрăшса ĕçлетчĕç. Пысăках мар лаптăкра çитĕнекен сухан, помидор, хăяр, купăста тата ытти пахча çимĕç йăранĕсем çинче пĕр çум кураймăн. Кулленех сапса тăнăран шăрăх çанталăкра та парка çитĕннĕ вĕсем.
Шкул çĕнĕ пулсан та юсаса çĕнетмелли кашни çулах тупăнса тăрать. Коллектив кĕске вăхăтра тĕп алăк умĕнчи картлашкана тирпейлĕн юсанă, классен стенисене сăрланă тата плинтуссене улăштарнă, кĕçĕн классен блокĕнче урайсене сăрланă, шкул çумĕнчи "Илемпи" ача сачĕн картишĕнче веранда тата вăйă площадки хута янă. Çывăх вăхăтра хоккей коробкине сăрлас ĕçе пуçăнĕç.
Шкул кăçалхи çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 129 ачана йышăнать, çав шутран 1-мĕш класа 12 ача килет. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 9-мĕш класран 25 ача вĕренсе тухнă.
Кивĕ Эйпеç шкулĕнче кăçал тилхепене тытса пыма çĕнĕ çынна шаннă. Александр Васильевич Романов маларах Тутар Республикине кĕрекен шкулта педагогра тăрăшнă, унăн ĕç стажĕ 23 çул ытла. Кунта кăçал пурнăçланă пысăк ĕçсен шутĕнче ача садне çỹрекенсем валли веранда тата вăйă площадкине хута янине, котельнăйăн пĕр енчи стенине юсанине тата çи виттине улăштарнине, туалет çумĕнчи тротуар сарнине асăнмалла. Пурнăçламалли ĕçсем пур-ха. Уйрăмах ача садĕнчи çитменлĕхсене асăрхаса сĕнỹсем парса хăварчĕç ертỹçĕсем. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче парта хушшине 68 ача ларĕ, 3-шĕ пĕлỹ тĕнчине пуçласа ура ярса пусĕ. 9-мĕш класран 9 ача вĕренсе тухнă.
Комисси членĕсем çитнĕ çĕре Кушкă шкулĕнче хĕрỹ ĕç шавĕ тăратчĕ. "Доступная среда" патшалăх программине пурнăçа кĕртсе (федераци бюджетĕнчен 1 652 375 тенкĕ уйăрнă) юсав ĕçĕсем пыраççĕ кунта. "Стройэнергосервис" ООО ĕçченĕсем ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлес тĕллевпе ырми-канми тăрăшаççĕ. Тĕп ĕçсен шутĕнче - шкул умне юсасси, инвалид ачасем валли сенсор кабинечĕ, иккĕмĕш хута улăхма картлашка хута ярасси. 147 ачана кĕтсе илме (1-мĕш класа - 9) хатĕрленет шкул. Вунпĕрмĕш класран кăçал 8 ача вĕренсе тухнă.
Аслă Пăла Тимеш, Шăмалак, Лаш Таяпа шкулĕсенче те Пĕлỹ кунĕнче ачасене хаваслă сăн-питпе кĕтсе илес тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланă, классемпе коридорсене, спорт залĕсене йăлтах çĕнетнĕ. Пурнăçланă юсав ĕçĕсемпе ертỹçĕсемпе вĕрентекенсем кăмăлласах паллаштарчĕç. Пысăк ĕçсене асăнас пулсан, Шăмалакра кăçал медицина кабинечĕ туса хума, спортзал тăррине тĕпрен юсама вăй çитернĕ. Ача садĕнчи тирпейлĕх уйрăмах кăмăла çĕклерĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне аслă ушкăн уçма хатĕр. Лаш Таяпара шкул картишне кĕрекен хапхана улăштарнă. Çывăх вăхăтра картана çĕнетес ĕçе пуçăнĕç. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле шкултан вĕренсе тухнисем те пулăшнине хыпарлаççĕ вĕрентекенсем.
- Шкула çĕнетес ĕçре хамăр выпускник Владимир Аркадьевич Меметов питĕ пысăк пулăшу пачĕ кăçал, тавах ăна çакăншăн, - кăмăллăн пĕлтерет Лаш Таяпа шкул директорĕ И.Чернова.
Аслă Пăла Тимеш шкулĕ çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче - 55 (1-мĕш класра - 5), Шăмалак - 56 (11), Лаш Таяпа 170 (13) ача сассипе тулĕç.
Елчĕк районĕнчи шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне мĕнле хатĕрленнине тĕрлĕ службăна пĕрлештерекен ушкăнсем кашни çулах туслă йышпа тĕрĕслени пуриншĕн те меллĕ. 10 çул каяллахи тапхăрпа танлаштарсан, улшăнусем калама çук пысăк. Шкулсен анчах мар, класс ертỹçисемпе вĕренекенсен хушшинче те хăйне евĕрлĕ тупăшу пурри сисĕнет: камăн класĕ хитререх, хăшĕ стендсене капăртарах хатĕрленĕ? Пахчасенчи чечек клумбисем пĕринчен тепри илемлĕрех пулнине те курма пулать.
Полици ĕçченĕсем шкулсене тĕрĕсленĕ май кашнин ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă юлчĕç. Пур вĕренỹ учрежденийĕнче те йĕркелĕх хуçаланнине, çапах та малашлăхра видеосăнав камерисене вырнаçтармаллине палăртрĕç вĕсем. Пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă çак ĕçе маларах асăннă шкулсенчен хальлĕхе Патреккел, Кушкă шкулĕсем пурнăçланă.
Пушар асăрхавĕн ĕçченĕсем те шкулсем умри тĕллевсене тĕплĕн пурнăçланине хыпарларĕç: пушар сигнализацийĕсем тивĕçлĕ ĕçлеççĕ, вут-çулăм сỹнтермелли хатĕрсем çителĕклĕ, персонал яваплăхне туять.
ЧР Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем çулсерен вĕренỹ учрежденийĕсен умне лартакан требованисене те вăхăтра пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ шкулсенче, çапах та çитменлĕхсем пур-ха. Хăш-пĕр шкулти медкабинетра эмелсем упракан уйрăм шкаф çук, классене софитсемпе тивĕçтерсе çитермен, работниксен тумтирне упрамалли шкафсем, персонал валли çăвăнмалли хатĕрсем вырнаçтарман, столовăйсенче производство сĕтелĕсем çитмеççĕ, хăш та пĕр ача сачдĕнче çунă япаласене типĕтме условисем çук, классенчи лампăсем пĕр тĕспе çунмаççĕ, сивĕтмĕшри апат-çимĕç упрас йĕркене пăхăнмаççĕ тата ытти те. Асăннă çитменлĕхсене шкул директорĕсем кĕске вăхăтрах пĕтерме шантарчĕç.
Тумалли ĕçсен калăпăшĕ пысăк, чăрмавĕсем тĕл пулсах пырсан та педагогсем пуç усмаççĕ. Ачасене тарăн пĕлỹ парас, тĕрĕс çын пулса ỹстерсе обществăна юрăхлă тăвас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, çĕнĕлĕхсене анлăн пурнăçа кĕртеççĕ.
В.КАТЮКОВА,
Т.ФИЛИМОНОВА,
Р.ГАВРИЛОВА,
А.САЙКИН,
Э.НИКОНОВ,
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Кивĕ Эйпеç шкулĕнче хута янă вăйă площадки ачасене савăнăç кỹрет.