30 июля 2014 г.
Иртнĕ шăмат кун - Тинĕс çар флочĕн кунĕ умĕн Елчĕкри Тĕп лапамра районти моряксене сума суса якорь-карапăн палăкĕ уçăлчĕ. Çак илемлĕ уяв яланлăхах çынсен асĕнче юлĕ...
Савăнăçлă уява район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, А.Сайкин генерал-майор, РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен Генеральнăй штабĕн оперативлă тĕп управленийĕн аслă офицер-операторĕ, 1 рангри капитан И.Сапожников, моряксен Чăваш Республикинчи канашĕн председателĕ В.Крюковский, отставкăри 2 рангри капитан А.Шарахутдинов, "Моряксен пĕрлĕхĕ" общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн канашĕн председателĕ А.Казенов, ЧР çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн начальникĕ С.Данилов, Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ, Елчĕкри чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей, Тинĕс çар флочĕн ветеранĕсем тата ытти чĕннĕ хăнасемпе районта пурăнакансем хутшăннă.
Тĕрлĕ çулсенче Тинĕс çар флотĕнче службăра тăнисем епле чăтăмлă та çирĕп кăмăллă, хăйсене моряк пулма шăпа пỹрнĕшĕн чăннипех мăнаçланнине палăртса çулталăк пуçламăшĕнче "Моряксен пĕрлĕхне" йĕркелеме, ун хыççăн çак мăнаçлă палăка вырнаçтарассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленине тивĕçлипе хакламалла. Палăк мĕнле пулассине çирĕплетессипе тата территорие тирпей-илем кĕртессипе моряксем пĕрлехи вăйпа тăрăшнă.
- Юлашки кунсенче, пушшех, Тĕп лапам тăван кил пекех çывăх пулса тăчĕ, - тет районти "Моряксен пĕрлĕхĕн" председателĕн çумĕ Л.Князев.
...Уявра та çарти пекех çирĕп йĕрке хуçаланчĕ. Тинĕс тăвăлне курма хăнăхнă моряксем мероприятие официаллă майпа уçма вăхăт çитичченех, çанталăк сивĕ те ăмăр тăнине пăхмасăр, ăмсанмалла та юратмалла тумланнă - хура кительсемпе бушлатсем, тельняшкăсемпе матрос безкозырки тăхăннăскерсем, хăйсем калашле, чăн-чăн тинĕс кашкăрĕсем, Елчĕкри Тĕп лапама пуçтарăнчĕç. Вĕсенчен кашниех кунта вырнаçтарнă глобус - çĕр чăмăрĕн макечĕ çинче хăй службăра тăнă вырăна тупма тăрăшрĕ. Виçĕ çулхи тапхăра тăсăлнă служба вăхăтĕнче тĕрлĕ лару-тăрура пулма тỹр килнĕ моряксем пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне "Полундра! Аврал! Поднять гюйс! не дрейфь! Свистать всех наверх! отдать концы! попутного ветра, семь футов под килем! Держи компАс! кают-кампания, камбуз, кок, мачта, палуба, пеленгатор, рейд, рифы, рубка, рында, танкер, трап, трюм, чайка, юнга, якорь..." тата ытти сăмахсемпе çине-çинех усă курнине айккинчен итлекен яш-кĕрĕм хăпартланса та ăмсанса ăса хыврĕ. Вĕсене, вĕсен ĕçне курма уява районти тĕрлĕ шкулсенче вĕренекенсем анчах мар, ача сачĕсенчи шăпăрлансем те килсе çитнĕ.
Л.Князев ертсе пынипе ирхине 10 сехетре Тинĕс çар флочĕн ветеранĕсем, вĕсенчен кая юлмасăр Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти çĕр-шыв хỹтĕлевçисем - çамрăк армеецсем колоннăпа утса иртеççĕ. Якорь-карап палăкĕ уçăлнине пĕлтерсе Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх, Тинĕс çар флочĕн тата Андреев ялавĕсене çĕклеме уяв парадне хутшăннă çулĕпе чи аслă моряксем - Лаш Таяпари Николай Григорьевич Емельянов, Исемпелти Ананий Михайлович Захаров тата "Моряксен пĕрлĕхĕн" районти обществăлла организацийĕн председателĕ А.Головин ят-сум çĕнсе илчĕç.
Хисеплĕ хăнасем карап макечĕ тата мрамор палăк çинчен шурă пустава илнĕ хыççăн Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ Александр Сенькин, унпа пĕрле Силуан (Козлов) иеромонах тата Алексей Павлов иерей çĕнĕ палăка тасатрĕç, паллă кун ячĕпе саламларĕç. Аслă Пăла Тимешри Çветтуй Николай атте ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Алексей Павлов иерей та Хура тинĕс çар флотĕнче - Севастопольте службăра тăнă. Çавна май пухăннисен умĕнче сăмах калама тивĕçлĕ пулчĕ вăл.
...Пысăк карапăн - пысăк ишев. Ишев ăнăçлă та тăнăçлă пултăр тесе карап тăвакансемпе моряксем шампань эрехĕн кĕленчине çĕмĕрсе кăпăкланса тăракан тинĕс хумĕ çине тăкасси йăлана кĕнĕ. Шампань эрехĕн кĕленчине хĕр-пике çĕмĕрмелле. Çак хисепе моряк хĕрĕ, Чăваш патшалăх университечĕн студентки Т.Головина тивĕçлĕ пулчĕ.
Тухса калаçакансем - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тата ыттисем Тинĕç çар флочĕн ветеранĕсем район çыннисемшĕн, уйрăмах çитĕнекен ăрушăн калама çук пысăк парне кỹме пултарнине палăртса каларĕç. Вĕсен ячĕсем: Л.Князев, А.Головин, Е.Васильев, Н.Головин, В.Сядуков, С.Лепешкин... район кун-çулĕн кĕнекине ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлма тивĕçлĕ...
Район центрĕнчи культура ĕçченĕсем моряксене хисеплесе те юратса хатĕрленĕ концерт программи те, чăннипех, килĕшмелле пулчĕ.
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.