Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе пархатарлă ĕçпе çĕнсе илнĕ ("Елчĕк Ен")

30 июля 2014 г.

Хисепе пархатарлă ĕçпе çĕнсе илнĕ ("Елчĕк Ен")

Пархатарлă та ырми-канми ĕçĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ ĕçченсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Вĕсенчен пĕри - Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ Илья Алексеевич Самаков.

1934 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче çуралнă ывăлне Алексей Семеновичпа Александра Николаевна Самаковсем Илья ят панă. Ĕçчен те тăрăшуллă мăшăра пурĕ 3 ача çуратма пỹрнĕ Турă. Малтан-мала ĕмĕтленсе ытлă-çитлĕ пурăннă çемье, ашшĕпе амăшĕ Ворошилов ячĕллĕ колхозра ырми-канми тăрăшнă. Анчах та 1941 çулта хăрушă вăрçă пуçлансан çемье пуçне, Алексей Семеновича вăрçă хирне утă уйăхĕн 31-мĕшĕнчех илсе кайнă.

- Атте тухса кайнă чух эпĕ 7 çулти ачаччĕ. Унăн ырă сăнарĕ, кĕçĕн çулсенчех мана лаша утлантарса çỹрени асăмра ырă юмах евĕр анчах тăрса юлчĕ, - аса илет халĕ 80 çул тултарнă тыл ĕçченĕ. - Атте тухса кайсан пĕтĕм йывăрлăх аннен черчен хул-çурăмĕ çине тиенчĕ. Вăл лашапа Патăрьел районĕнчи Турхана вутта çỹретчĕ. Эпир вара кайран вутă пушатма хутшăнаттăмăр. Çакăншăн пире 1 чашăк патока пылĕ тивнĕ. Пирĕншĕн, пылак пит лекмен ачасемшĕн, пысăк телейччĕ вăл.

Ачасенчен асли пулнă май Илья та 9 çултах тăван колхоз ĕçне хутшăннă. Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче 4 çул ăс пухнăскерĕн малалла вĕренесси ĕмĕтре çеç юлнă.

- 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче пуçласа ĕçе тухрăм. Манăн асăмра чылайлăха юлчĕ вăл. Шăп çак кун пирĕн салтаксем фашистсен 6-мĕш çарне çапса аркатнă, Паулюс фельдмаршал советсен салтакĕсене парăннă. Вăй питти лашасене пурне те фронта илсе кайнăран вăкăрсемпе ĕçлеме тивнĕ, - аса илет ватă.

9 çулхи ача тислĕк тăкма хутшăннă, çамрăк лашасене çитерме çỹренĕ, кỹршĕллĕ Тутар Республикинчи Пăва хулинчен удобрени турттарнă, ытти чылай ĕçе пурнăçланă. Хăш чухне каçа юлнăран Пăва районне кĕрекен Кипеккассине çывăрма юлнă вăхăтсем сахал мар пулнă. Хĕлле те ураран çăпата татăлман, шăнса кỹтнĕрен урисем çывăрма выртсан та вăрах ăшăнаймасăр нушалантарнă. 1944 çулта хĕлле Илья юлташ ачипе Шăмăршă районне хăма (тăршшĕ 6, 5 метр) тиеме каяççĕ. Çырмара лавĕ çаврăнса ỹкнĕрен хăмасем йăлт сапаланнă, çавна май вĕсене тепĕр хут нушаланса тиеме тивнĕ.

1947-1948 çулсенче лашасемпе çỹреме пуçланă. Воршилов ячĕллĕ колхоз председателĕ Василий Васильевич Зайцев çак çулсенче Аслă Пăла çинче ГЭС тутарнă. Илья ыттисемпе пĕрле строительство ĕçĕнче кирлĕ хатĕрсем - тимĕр-тăмăр, цемент турттарма Пăва тата Канаш хулисене çỹренĕ. ГЭС туса пĕтерсен Кушкă, Исемпел, Аслă Пăла Тимеш ялĕсем "Ильич ламписемпе" çуталнă. Маларах курка çине çу, ун çине хулăн çип хунă май вĕçне тивертнĕ çутăпа, хăй çутипе анчах пурăннă халăхшăн çак ырлăх юмах евĕр туйăннине аса илет Илья Алексеевич.

Çамрăклах ĕçпе пиçĕхнĕ ача патвар та кĕрнеклĕ çитĕннĕ. Тĕрек çан-çурăмлăскере 16 çултах Улатăр районне лашапа вăрман кăларма яраççĕ. Палăртнă нормăна йĕкĕт яланах ыттисенчен маларах пурнăçланă. Ĕçленĕшĕн укçа-тенкĕ тỹлемен, хуçалăх вĕсене вăрманта пурăнма çăнăх, какай, çĕр улми парса янипе татăлнă. Ирпе 6 сехетре тăрса каçхине 6 сехетчен тăрмашнă.

1954 çулта салтак ретне тăма ят тухать каччăн. Тавар вакунĕпе Канаш хулинчен илсе кайнă призывниксене.

- Вакунра сивĕ. Пурин те ăшăнас килет. Эпĕ, пилĕк çул вăрман касса пиçĕхнĕскер, малтан пĕрне, унтан теприне тытса вăркăтрăм кăмака çумĕнчен. Çакна курсан ыттисем пыма та хăяймарĕç. Кайран 7 Елчĕк ачи пĕр чăмăра пĕрлешрĕмĕр, - ăшшăн аса илет халь çак вăхăта ĕç ветеранĕ.

Мускав облаçĕнчи Истра хулинче ракета çарĕсенче службăра тăма пỹрнĕ ăна шăпа. Вĕсен чаçĕ Мускава сывлăшран тапăнса кĕресрен сыхланă. Ракетăсемпе перессипе иртнĕ ятарлă тупăшура вĕсен чаçĕ пĕрремĕш вырăна тухнине аса илет Илья Алексеевич.

1956 çулта чỹк уйăхĕн 22-мĕшĕнче çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа тăван яла таврăнать Илья. Унтан тỹрех водителе вĕренме пуçăнать.

- Пурнăç çăмăл марччĕ. Шофера вĕренме аран 40 тенкĕ тупкаларăм ун чух, - тет вăл çав вăхăта аса илсен.

Алла права илсен тăван колхозра ăна ГАЗ-69 çăмăл автомашина шанса параççĕ. Василий Васильевич Зайцев, Василий Григорьевич Свеклов председательсене турттарнă вăл.

1957 çулта хуçалăх кантăр завочĕ тума тытăннă. Вăл вăхăтра 8 яла пĕрлештерекен "Победа" хуçалăх çирĕпленнĕ. Ун чухне И.Самаков груз турттаракан машинăпа ĕçлеме пуçланă, Канаш хулинчен кирлĕ стройматериалсем турттарса кунне икшер рейс тунă. 1966 çулта хуçалăха илсе килнĕ ГАЗ-51 автомашинăна та И.Самакова шанса панă.

Каярах, 1977 çулта, ГАЗ-53 автомашинăпа ĕçлеме пуçланă. Пĕр кунта 40 рейс туса 160 тонна навус тăкнă пултаруллă ĕçчен. Тăрăшуллăскере ертỹçĕсем те тỹрех асăрханă. Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕн, КПСС обкомĕн, профсоюзăн республикăри канашĕн йышăнăвĕсемпе ăна Хисеп хучĕ, "Республикăри чи лайăх механизатор" ят парса чысланă.

1968 çулта Илья Алексеевича хуçалăх гаражĕн заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Пĕр вăхăтрах механик, шофер ĕçĕсене пурнăçланă. Волгоград, Чĕмпĕр, Самар хулисенчен запас пайсем турттарнă. ГАЗ автомашинăпа ВДНХна экспонат леçме те ăнах шаннă ертỹçĕсем.

Илья Алексеевич 1959 çулта Лидия Сергеевна Медведевăпа (Кушкă хĕрĕ пулнă) пĕрлешнĕ. Лидия та мăшăрĕ пекех ĕçченлĕхпе палăрнă. Маларах фермăра сĕт виçекенре, унтан пахча-çимĕç çитĕнтерекенре, райпо тытăмĕнче (пекарня заведующийĕнче, сутуçăра) ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 50 çул. Кăçал Самаковсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитнине те паллă тăваççĕ.

Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ туслă, пĕр-пĕрне килĕштерсе тата юратса пурăннă çемье. Асли, Владимир, Мускаври энергетика институтĕнче вĕреннĕ, программистра тăрăшать. Халĕ Тюмень облаçĕнче пурăнать. Людмила Шупашкар хулинче милиционерта ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ. Михаил Хусанти авиаци институтĕнче вĕреннĕ, каярах стройкăра ĕçленĕ. Шел пулин те, пурнăçран сарăмсăр уйрăлса кайнă. Валерий строительство институтне пĕтернĕ, Çĕнĕ Шупашкарта инженерта ĕçлет. Сергей строительте тăрăшать. Пурте çемьеллĕ вĕсем. Кукашшĕпе кукамăшне, аслашшĕпе асламăшне 10 мăнукĕ тата 2 кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кỹреççĕ.

50 çул ĕç стажлă И.Самаковăн наградăсем те сахал мар. 18 çултах "За трудовое отличие" медале тивĕçнĕ. 1970 çулта "За доблестный труд", 1988 çулта "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе чысланă. Тĕрлĕ юбилей наградисем те сахал мар тыл ĕçченĕн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика